bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Esther 8
Esther 8
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 9 →
1
Ҫав кун Артаксеркс патша иудейсен тӑшманӗн Аманӑн ҫуртне патша майрине Эсфире панӑ; Мардохей ӗнтӗ патша умне тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Эсфирь вӑл хӑйӗн тӑванӗ пулнине каласа панӑ.
2
Патша Аманран туртса илнӗ ҫӗррине хывнӑ та ӑна Мардохее панӑ; Эсфирь вара Мардохее Аман ҫуртне пӑхса тӑраканӗ тунӑ.
3
Эсфирь каллех патшана тархасланӑ, ун ури умне ӳксе, куҫҫульпе макӑрса Агаг ҫыннин Аманӑн усаллӑхне, унӑн иудейсене хирӗҫ тытнӑ тӗллевне пӑрахӑҫлама йӑлӑннӑ.
4
Патша Эсфирь енне ылтӑн туйине тӑснӑ; Эсфирь ура ҫине тӑнӑ та патша умӗнче каланӑ:
5
патша хирӗҫ мар пулсассӑн, эпӗ патша умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, ҫак ӗҫ патша сӑнӗ умӗнче тӳрӗ ӗҫ пулсассӑн, эпӗ унӑн куҫне килӗшетӗп пулсассӑн, Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни — пӗтӗм патша ҫӗрне салатнӑ хута, иудейсене вӗлерме хушса ҫырнӑ хута, каялла тавӑрмалла тесе ҫырса ятӑрччӗ;
6
ара, ман халӑхӑма кӗтекен инкек-синкеке мӗнле курса тӑраяс манӑн, тӑванӑмсем вилнине мӗнле чӑтса тӑраяс? тенӗ.
7
Артаксеркс патша Эсфире, патша майрине, тата иудей ҫыннине Мардохее каланӑ: акӑ эпӗ Аман ҫуртне Эсфире патӑм, аллине иудейсем ҫине ҫӗкленӗшӗн ӑна хӑйне юпаран ҫакса вӗлерчӗҫ;
8
эсир те иудейсем ҫинчен ҫырса ярӑр, патша ятӗнчен иудейсем ҫинчен мӗн ҫырас тетӗр, ҫавна ҫырӑр, ҫырӑвне патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетӗр, мӗншӗн тесессӗн патша ятӗнчен ҫырнӑ, ун ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ ҫырӑва улӑштарма юрамасть, тенӗ.
9
Вара виҫҫӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан сиван уйӑхӗн, ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче патша ҫыруҫисене чӗнтернӗ, ӗнтӗ вӗсем Мардохей мӗнле хушнӑ, пурне те ҫавӑн пек ҫырнӑ, хутне иудейсем патне, аслӑ пуҫлӑхсем патне, кашни ҫӗр пуҫлӑхӗ патне, Индипе Эфиопи хушшинче сарӑлса выртакан ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансем патне ҫырнӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, иудейсем патне те вӗсен ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырса янӑ.
10
Мардохей ӑна Артаксеркс патша ячӗпе ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ, кайран ҫав ҫырусене хыпарҫӑсем урлӑ салатнӑ, лешӗсем патша учӗпе, пӗр курпунлӑ тӗвепе тата ашакла лашапа ҫула тухнӑ.
11
Ҫав ҫырура патша иудейсене харпӑр хӑй пурӑнакан хулара пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме ирӗк панӑ: ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та вӗсем ҫак ҫӗрти халӑхсем хушшинчи мӗнпур вӑйлӑ ҫынсене, хӑйсемпе тӑшманла хирӗҫекенсене, вӗсенӗн ачисене те, арӑмӗсене те пӗтӗмпе тӗп туса-вӗлерсе-пӗтерсе тухччӑр, вӗсен кил-ҫурчӗсене ҫаратса аркатчӑр,
12
ҫакна вӗсем пӗтӗм Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пӗр кунра, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, туччӑр, тенӗ. [Ҫакӑн пек хушу пулнӑ вӑл: аслӑ Артаксеркс патша Индипе Эфиопи хушшинчи ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫӗре тытса тӑракансене тата пире ырӑ сунакан пуҫлӑхсене — савӑнма. Нумайӑшӗ пирӗн хуҫасем ытла та ырӑ пулнипе хисеп-чыс илсе тултарнӑран ытлашшипех мӑна тухрӗ, пире пӑхӑнса тӑракан ахаль ҫынсене ҫеҫ мар усал тума тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем, хӑйсен мӑн кӑмӑлне тӑрантараймасӑр, хӑйсене ырӑ тӑвакан хуҫисене те сӑтӑр тӑвасшӑн вӗсем, пархатарлӑ пулма пӗлменни ҫеҫ мар, ӑсран тайӑлнӑ пек, хӑйсен чапӗпе каппайланса усалла шухӑшлаҫҫӗ, яланах пурне те курса тӑракан Турӑ сутӗнчен хӑтӑлма шутлаҫҫӗ. Нумайӑшӗ, пысӑк влаҫлисем, хӑйсене шанакан тусӗсен ӗҫӗсене туса пырас вырӑнне, тӑтӑшах вӗсене усал канаш парса-ӗнентерсе, айӑпсӑр юн тӑкакан тӑваҫҫӗ, патшалӑха тытса пыракансене — таса та ырӑ шухӑшлӑ ҫынсене — чеен улталаса пырса кайран юсама май ҫук инкек-синкек тума хӗтӗртеҫҫӗ. Эпир каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫакна авалхи ӗҫсенчен мар, ытларах паян сирӗн умӑрта влаҫпа тискерле хуҫаланакан йӗркесӗр ҫынсен ӗҫӗсенчен куратпӑр. Ҫавӑнпа малашлӑх ҫинчен шухӑшлар, пирӗн патшалӑхӑмӑрта пурте тӑнӑҫлӑ та савӑнӑҫлӑ пурӑнччӑр, улшӑнусем ан пулччӑр, тумалли ӗҫсене кирлӗ пек тӗплӗ те асӑрхануллӑ тӑвар. Авӑ Амадаф ывӑлӗ Аман — Македони ҫынни, Перси юнӗшӗн чӑннипе те ют ҫын — пирӗн тӳрӗлӗхрен питех те аякра тӑраканскер, пирӗн хӑна пулчӗ, эпир кирек мӗнле халӑха та кӑмӑлланӑ пек, ӑна пурте чун-чӗререн хапӑлларӗҫ, ӑна пирӗн атте вырӑннех хучӗҫ, ӑна патша ҫумӗнчи иккӗмӗш ҫын вырӑнне картса чысларӗҫ; анчах та вӑл, мӑн кӑмӑлне пусараймасӑр, пире влаҫсӑр та чунсӑр тӑратса хӑварма шутларӗ, пире ҫӑлакана, яланах ырӑ тӑвакан Мардохее тата патшалӑха пӗрле тытса тӑракан айӑпсӑр Эсфире те вӗсен пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле тӗрлӗрен чее те усал мелсемпе пӗтересшӗн пулчӗ. Ҫапла туса вӑл пире ҫынсӑр тӑратса хӑварма, Перси патшалӑхне Македони халӑхне пама шут тытнӑ. Эпир вара ҫав чунилли пӗтерме шутланӑ иудейсене усал халӑх тесе шутламастпӑр, эпир вӗсене чи тӳрӗ саккунпа пурӑнакансем вырӑнне, Ҫӳлти Турӑ, аслӑран та аслӑ, чӗрӗ Турӑ ывӑлӗсем вырӑнне хуратпӑр, ҫак Турӑ ӗнтӗ пире тата пирӗн мӑн асаттесене пахаран та паха патшалӑх панӑ. Ҫавӑнпа та эсир Амадаф Аманӗ янӑ ҫырура мӗн хушнине пурӑнӑҫламасан лайӑх тӑватӑр, мӗншӗн тесессӗн ӑна, ҫавӑн пек хӑтланнӑскере, Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ часах тивӗҫлӗ сут тунӑ, ӑна Турӑ ирӗкӗпе Сузӑ хапхи умӗнче пӗтӗм кил-йышӗпе ҫакса вӗлернӗ. Ҫак хушӑва курӑнмалла уҫӑ вырӑна ҫакӑр, иудейсене хӑйсен саккунӗпе пурӑнма ан чӑрмантарӑр, шӑп ҫав кун, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, вӗсем хӑйсене йывӑр вӑхӑтра тапӑнакан тӑшманӗсене тавӑрасшӑн пулӗҫ, пулӑшӑр вӗсене. Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ ӗнтӗ суйласа илнӗ йӑха пӗтерес вырӑнне ӑна ҫавӑн пек савӑнӑҫ кӳчӗ. Эсир те ҫак аслӑ куна хӑвӑрӑн чаплӑ уявӑрсен шутне кӗртсе ӑна хаваслӑ ирттерӗр, вӑл халӗ те, кайран та ҫавӑн чухне пирӗн валли тата пире ырӑ сунакан Перси ҫыннисем валли ҫӑлӑнӑҫ килнине аса илтерсе тӑтӑр, пире хирӗҫ каварлашнисем валли вилӗм килнине аса илтерсе тӑтӑр. Ҫакна итлемен-пурӑнӑҫламан кирек мӗнле хулана та, кирек мӗнле ҫӗре те пӗр хӗрхенмесӗр хӗҫпе те вутпа тӗп тумалла, кайран унта этем пурӑнма мар, вӑл вырӑнтан тискер кайӑксем те ӗмӗрӗпе йӗрӗнччӗр.]
13
Палӑртнӑ кун тӗлне иудейсем хӑйсен тӑшманӗсене тавӑрма хатӗр тӑччӑр тесе ҫак хушӑва, саккунпа танах шутланаканскере, пур ҫӗре те ҫитермелле, пур халӑхсене те пӗлтермелле пулнӑ.
14
Хыпарҫӑсем, патшан вичкӗн учӗсемпе кайса, патша хутне хӑвӑрт та васкаварлӑ ҫитернӗ. Патша хушӑвне тӗп хулара, Сузӑ хулинче те, пӗлтернӗ.
15
Патша патӗнчен Мардохей хӗрхӗлтӗм ҫӑмран тата ҫӳхе йӗтӗн пирӗнчен тунӑ патша тумӗпе, йӗпкӗн хӗрлӗ виссон юпӑнчӑпа, ылтӑнран тунӑ пысӑк пуҫкӑшӑльпе тухнӑ. Сузӑ хули вара савӑнса-хӗпӗртесе ӳкнӗ.
16
Ҫавӑн чухне иудейсен килӗсенче ҫутӑ ҫуннӑ, унта хаваслӑх, савӑнӑҫ тата уяв ҫитнӗ.
17
Патша хушӑвӗ ҫитнӗ кирек хӑш ҫӗрте те, кирек хӑш хулара та, кирек хӑш кӗтесре те иудейсем савӑннӑ-хӗпӗртенӗ, вӗсем ӗҫкӗ-ҫикӗ, уяв ирттернӗ. Ҫавӑн чухне ҫӗршыври чылай халӑх иудее куҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем иудейсем умӗнче хӑраса ӳкнӗ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10