bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Esther 4
Esther 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 5 →
1
Мӗн пулса иртнине пӗлсессӗн, Мардохей ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, тусанпа сапӑнса, хула тӑрӑх пӗтӗм чун хавалӗпе кӑшкӑрса [пӗр айӑпсӑр халӑха пӗтереҫҫӗ! тесе] йӗрсе пынӑ.
2
Вӑл патша хапхи патне ҫитнӗ [те чарӑнса тӑнӑ], мӗншӗн тесессӗн шала хуйхӑ тумӗпе [тата тусан сапӑнса] кӗме юраман.
3
Ӗнтӗ патша хушӑвӗ ҫитнӗ пур вырӑнта та, пур ҫӗрте те иудейсем хуйха ӳкнӗ, вӗсем типӗ тытнӑ, йӗнӗ, кӑшкӑрса макӑрнӑ; нумайӑшӗн ӗнтӗ выртса тӑран вырӑнӗ хуйхӑ тумтирӗ те тусан пулнӑ.
4
Эсфирь патне хӑйӗн хӗрарӑм тарҫисемпе хайранӗсем пынӑ та ӑна пӗтӗмпе каласа панӑ, вара патша майри шуйхансах ӳкнӗ. Мардохей хуйхӑ тумне хывса урӑххи тӑхӑнтӑр тесе, вӑл ун патне тум ӑсаттарнӑ. Анчах Мардохей ӑна йышӑнман.
5
Вара Эсфирь патшанӑн пӗр хайранне — патша ятарласа ун ҫумне тӑратнӑ Гафаха — чӗнсе илсе ӑна Мардохейрен ыйтса пӗлме янӑ: мӗн ку, мӗне пула сиксе тухнӑ ку?
6
Гафах ӗнтӗ патша хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта ларакан Мардохей патне кайнӑ.
7
Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ;
8
Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].
9
Гафах каялла килнӗ те Эсфире Мардохей сӑмахӗсене каласа панӑ.
10
Эсфирь ӗнтӗ Гафаха Мардохей патне ҫапла калама янӑ:
11
патша таврашӗнче ӗҫлекенсем те, патша ҫӗрӗнчи халӑхсем те пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ: патша чӗнмесӗр унӑн шалти картишне кӗнӗ кирек мӗнле арҫынна та, кирек мӗнле хӗрарӑма та пӗр айӑп кӗтет — вилӗм; патша хӑйӗн ылтӑн туйине кам енне тӑсать — ҫавӑ ҫеҫ чӗрӗ юлать. Мана вара патша патне вӑтӑр кун чӗнмен.
12
Мардохее Эсфирь сӑмахне пӗлтернӗ.
13
Мардохей Эсфире хуравласа каланӑ: эсӗ, пӗтӗм иудейсенчен пӗри, унта, патша керменӗнче, ҫӑлӑнса юлӑп-ха тесе ан шутла.
14
Ҫак вӑхӑтра эсӗ нимӗн те каламасан, иудейсем валли ҫӑлӑнӑҫпа ирӗклӗх урӑх ҫӗртен ҫитӗ, эсӗ вара пӗтетӗн, аҫу килӗ те пӗтӗ. Кам пӗлет, ҫак вӑхӑтра, тен, эсӗ ахальтен мар патша майри пулма тивӗҫрӗн? тенӗ Мардохей.
15
Эсфирь Мардохее ҫапла хуравласа каланӑ:
16
кай та Сузӑ хулинчи пӗтӗм иудее пуҫтар, вара маншӑн типӗ тытӑр, виҫӗ кун хушши кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ан ҫийӗр, ан ӗҫӗр, эпӗ те хамӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле типӗ тытӑп, кайран патша патне кайӑп, ку ӗнтӗ йӗркене хирӗҫ туни пулсан та кайӑп, вилес пулсан — вилӗп, тенӗ.
17
Мардохей вара кайнӑ та Эсфирь хушнӑ пек тунӑ. [Вӑл Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ӗҫне асӑна-асӑна тархасланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, Патшамӑм, Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑм! Пурте Санӑн аллунта, Эсӗ Израиле ҫӑлас тесен, Сана никам та хирӗҫ пулаймӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре, тӳпе айӗнчи пӗтӗм кӗтрете пултарнӑ; Эсӗ — пуринӗн Ҫӳлхуҫи, Сана, Ҫӳлхуҫана, хирӗҫ тӑма пултаракан никам та ҫук. Эсӗ пурне те пӗлетӗн; эпӗ мухтава юратакан Амана пуҫҫапмарӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ мӗншӗн ҫапла тунине Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ ҫакна ҫынна кӳрентерес тесе туман, мӑнаҫланнипе те, чыса кӑмӑлланипе те туман, Израиле ҫӑласшӑн эпӗ Аман ури йӗррине хаваспах чуптунӑ пулӑттӑм; эпӗ ҫакна этем чапне Турӑ чапӗнчен ҫӳле хурас мар тесе, Сансӑр, Ҫӳлхуҫамӑмсӑр, пуҫне никама та пуҫҫапас мар тесе турӑм; эп куна мӑнаҫланнипе тумастӑп. Халӗ те, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Патша, Авраам Турри, Хӑвӑн халӑхна хӗрхенсем — ӗнтӗ пире пӗтерме, Санӑн ӗмӗрхи еткерне кӑклама каварлашаҫҫӗ; Хӑвӑн халӑхна ан пӑрах, Эсӗ ӑна Египет ҫӗрӗнчен Хӑвӑн валли ҫӑлса тухрӑн; манӑн кӗллӗме илтсем, Хӑвӑн еткерне хӗрхенсем, хура-шур вырӑнне савӑнӑҫ парсам пире; пирӗн, чӗрӗ юлса, Санӑн ятна мухтаса юрласчӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвна мухтакана ан пӗтерсем! тенӗ Марходей. Пӗтӗм Израиль халӑхӗ те чун-чӗререн тархасланӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑйсен вилӗмӗ куҫ умӗнчех тӑнӑ. Вилесле хуйха ӳкнӗ патша майри Эсфирь те Ҫӳлхуҫана тилмӗрнӗ, чаплӑ тумне хывса пӑрахса хуйхӑпа куҫҫуль тумтирӗ тӑхӑннӑ, тем тӗрлӗ паха сӗрӗшсем вырӑнне пуҫӗ ҫине кӗлпе тусан сапнӑ, хӑйӗн ӳт-пӗвне хавшатнӑ, унччен, хаваслӑ вӑхӑтра, эрешлетсе илемлетнӗ сӑнне сапаланӑ ҫӳҫӗпе хупӑрласа Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! Пирӗн Патша — пӗртен-пӗр Эсӗ; эпӗ — тӑр-пӗччен, Сансӑр пуҫне манӑн пулӑшаканӑм ҫук, пулӑшсам мана: манӑн инкекӗм хампа юнашарах. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ аттем тата хамӑн ӑрури тӑванӑмсем ҫапла каланине илтнӗччӗ: Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, пур халӑхсем хушшинчен Израиле, пур несӗлсенчен вара пирӗн аттесене ӗмӗрхи еткере суйласа илнӗ, вӗсем валли Хӑв вӗсене мӗн каланине тунӑ. Эпир халӗ Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпир хамӑр тӑшмансен туррисене мухтарӑмӑр, ҫавӑнпа Эсӗ пире вӗсен аллине патӑн: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ яланах тӗрӗс тӑватӑн! Халӗ вӗсене эпир хӑрушӑ чуралӑхра пурӑнни ҫитмест, вӗсем ӗнтӗ хӑйсен йӗрӗхӗсене тупа турӗҫ — вӗсем Санӑн ӳкӗтне аркатасшӑн, Санӑн еткерне тӗп тӑвасшӑн, Сана мухтаса юрлакансен ҫӑварне хупласшӑн, Санӑн Ҫуртун чапне, Сана парне кӳмелли вырӑнӑн чапне сӳнтересшӗн, халӑхсене суя турӑсене мухтаттарасшӑн, ӗнтӗ этем-патшана ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑласшӑн. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн туюна ҫук турӑсене ан пар, эпир пӗтессе хавасланса ан кӗтчӗр, хӑйсен каварне хӑйсем ҫинех яр, пирӗн ҫинчен элеклекене мӑшкӑл кӑтарт. Аса илсем пире, Ҫӳлхуҫамӑр! ҫак асаплӑ вӑхӑтра курӑнсамччӗ пире, мана хастарлӑх парсамччӗ. Турӑсенӗн Патши, пӗтӗм пуҫлӑхсенӗн Хуҫи! ҫав арӑслан умӗнче калаҫма ман чӗлхем-ҫӑварӑма ҫаврӑнӑҫуллӑ сӑмах парсамччӗ, унӑн чӗрине пире пӗтерме шутлакана курайми тусамччӗ, ҫав элекҫӗпе ун майлисем хӑйсем пӗтчӗр; пире Хӑвӑн аллупа ҫӑлса хӑварсамччӗ, мана та, пӗчченскере, пулӑшсамччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сансӑр пуҫне пулӑшаканӑм ҫук манӑн! Эсӗ пурне те пӗлсе-курса тӑратӑн, эпӗ йӗркесӗр ҫынсен чапне курайманнине, ӳт кастарманнисен вырӑнӗнчен, кирек мӗнле ют халӑх ывӑлӗсен вырӑнӗнчен йӗрӗннине пӗлетӗн; Эсӗ манӑн пурӑнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек пулнине пӗлетӗн, эпӗ халӑх умне курӑннӑ чухне пуҫӑма чап палли тӑхӑнатӑп, хам вара йӗрӗнетӗп ҫав чап паллинчен — юнпа вараланнӑ тумтиртен йӗрӗннӗ пек йӗрӗнетӗп, пӗччен чухне, ахаль чухне тӑхӑнмастӑп ӑна. Эпӗ, Санӑн чуру, Аман ӗҫки-ҫикине тутанса пӑхман, патша ӗҫки-ҫикине те хисеплемен эпӗ, суя турӑсене парне кӳнӗ эрехе те тутанман, шӑпам улшӑннӑранпа Санӑн чуру савӑнса курман, Ҫӳлхуҫа, Авраам Турри, эпӗ пӗр Саншӑн ҫеҫ савӑнатӑп. Пурне те пӑхӑнтарса тӑракан Турӑ! шанчӑк ҫухатнисен сассине илтсемччӗ, пире усал сунакансен аллинчен ҫӑлсамччӗ, мана хӑрасси-шикленессинчен хӑтарсамччӗ.]
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10