bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zechariah 10
Zechariah 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 11 →
1
Кирлӗ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран ҫумӑр ыйтӑр: Ҫӳлхуҫа ҫиҫӗм ҫиҫтерӗ те сире тулӑх ҫумӑр парӗ, уй-хирте кирек кама та тырӑ-пулӑ парӗ.
2
Терафимсем пушӑ сӑмах калаҫҫӗ, пӗлӗмҫӗсем те, чӑн мар япаласем курса, суя тӗлӗксем каласа параҫҫӗ; вӗсем пулас ҫуккипе лӑплантараҫҫӗ; ҫавӑнпа вӗсем сурӑхсем пек аташса ҫӳреҫҫӗ, кӗтӳҫи ҫуккипе инкек тӳсеҫҫӗ.
3
Манӑн ҫиллӗм кӗтӳҫисем ҫине тулса ҫитрӗ, Эпӗ качака такисене те хаса парӑп: Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн кӗтӗвне, Иуда килне, пырса курӗ те вӗсене Хӑйӗн вӑрҫӑри ырӑ учӗ пек тӑратса тухӗ.
4
Унран кӗтес чулӗ пулӗ, унран — пӑта, унран вӑрҫӑ уххи пулӗ, халӑха тытса тӑракансем пурте ун хушшинчен тухӗҫ.
5
Вӗсем вӑрҫӑра тӑшмансене урамри пылчӑка таптанӑ евӗр таптакан паттӑрсем пек пулӗҫ, ҫапӑҫӗҫ, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа вӗсемпе пӗрле пулӗ, ҫапла ут утланнӑ юланутҫӑсене намӑса хӑварӗҫ.
6
Иуда килне тӗреклетӗп, Иосиф килне ҫӑлӑп, вӗсене каялла илсе килӗп, мӗншӗн тесен Эпӗ вӗсене хӗрхентӗм, вара Эпӗ вӗсене пӑрахман пекех пулӗ: Эпӗ — вӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсене илтӗп.
7
Ефрем акӑ паттӑр пек пулӗ; вӗсенӗн чӗри эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пек хӗпӗртесе хӑпартланӗ; ҫакна вӗсен ывӑлӗсем курӗҫ те савӑнӗҫ; вӗсенӗн чӗри Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн хавасланса ӳкӗ.
8
Эпӗ вӗсене паллӑ парӑп та пӗр ҫӗре пуҫтарӑп, мӗншӗн тесен Эпӗ — вӗсене Хӑтараканӗ; вӗсем малтанхи пекех йышлӑ пулӗҫ;
9
вӗсене халӑхсем хушшинче вырӑнаҫтарса тухӑп, аякри ҫӗршывсенче те вӗсем Мана аса илӗҫ, хӑйсен ачисемпе пӗрле пурӑнӗҫ, ӗнтӗ каялла таврӑнӗҫ;
10
вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухӑп, Ассирирен те пухӑп вӗсене, Галаад ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ ҫине илсе килӗп, вӗсем валли вырӑн та ҫитмӗ.
11
Тинӗс тӑрӑх типшар кайӗ, тинӗс хумӗсене ҫапса салатӗ, шывсем ӑшӑхланса юлӗҫ, Ассурӑн мӑн кӑмӑлӗ йӑвашланӗ, Египетран патша туйине туртса илӗҫ.
12
Вӗсене Ҫӳлхуҫа тӗреклентерӗ, вӗсем Унӑн ячӗпе ҫӳрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14