bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zechariah 11
Zechariah 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 12 →
1
Эй Ливан, уҫ хапхуна: кедр йывӑҫҫусене вут ҫунтарса ятӑр.
2
Эй кипарис, ӗсӗкле — кедр кайса ӳкрӗ, чаплисем те ҫаралса юлчӗҫ; эй, ӗсӗклӗр, Васан юманӗсем — утса тухайми вӑрман йӑванчӗ.
3
Кӗтӳҫӗсем ӳлесе йӗни илтӗнсе тӑрать: ӗнтӗ вӗсен ирӗклӗ ҫӗрӗсене ҫаратса пӗтернӗ; ҫамрӑк арӑслансем ӳхӗрни илтӗнет, мӗншӗн тесен Иордан илемне тустарса хӑварнӑ.
4
Манӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм ҫапла калать: пусса пӗтерме пӳрнӗ сурӑхсене кӗт,
5
сутӑн туяннисем вӗсене пӗр шелсӗр, айӑпласран хӑрамасӑр вӗлереҫҫӗ, сутса янисем: «мухтав Ҫӳлхуҫана; эпӗ пуйса юлтӑм!» теҫҫӗ, кӗтӳҫисем те вӗсемшӗн пӑшӑрханмаҫҫӗ.
6
Ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансене Эпӗ текех хӗрхенсе тӑмӑп, тет Ҫӳлхуҫа; акӑ Эпӗ ҫынсене кирек кама та хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин, хӑйӗн патшин аллине парӑп, вӗсем ҫапла ҫӗре пӗтерсе пырӗҫ, Эпӗ вӗсене ҫавсен аллинчен хӑтармӑп.
7
Пусма пӳрнӗ сурӑхсене, чӑннипех те мӗскӗн сурӑхсене, кӗтӗп. Хам валли икӗ туя илӗп, пӗрне «ырӑлӑх», тепӗрне «пӗрлӗх» тесе ят парӑп та сурӑхсене ҫав туясемпе кӗтӗп.
8
Пӗр уйӑхра кӗтӳҫӗсенчен виҫҫӗшне пӗтерсе пӑрахӑп; вӗсен чунӗ Манран писнӗ пекех, Манӑн чунӑм та вӗсенчен писӗ.
9
Калӑп ҫавӑн чухне: сире кӗтместӗп; вилекенни — вилтӗр, пӗтекенни — пӗттӗр, юлаканнисем — пӗрне-пӗри ҫиччӗр, тейӗп.
10
Вара Хамӑн туяна, «ырӑлӑх» ятлӑскерне, илӗп те ӑна Хам пур халӑхсемпе хывнӑ халала пӗтермешкӗн хуҫса пӑрахӑп.
11
Вӑл ҫав кун пӗтсе ларӗ, вара Мана кӗтсе тӑракан мӗскӗн сурӑхсем ку вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пулнине пӗлӗҫ.
12
Вара вӗсене калӑп: кӑмӑлӑр пулсан, Мана Хама тивӗҫлине тӳлӗр; кӑмӑлӑр пулмасан — ан парӑр, тейӗп; вӗсем вара Мана тӳлеме вӑтӑр кӗмӗл виҫсе парӗҫ.
13
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ӑна Ҫурт управӑшне пӑрах — мӗн тери пысӑк хакпа хакларӗҫ вӗсем Мана! терӗ. Эпӗ вӑтӑр кӗмӗл укҫана илтӗм те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне чӳлмекҫӗ валли пӑрахрӑм.
14
Унтан Иудӑпа Израиль хушшинчи тӑванлӑха пӗтермешкӗн Эпӗ Хамӑн тепӗр туяна — «пӗрлӗхе» — хуҫса пӑрахрӑм, терӗ.
15
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: хӑвӑн валли тата пӗр ухмах кӗтӳҫин ӗҫ хатӗрне ил:
16
Эпӗ ҫакӑ ҫӗр ҫине акӑ вилекеннисемшӗн тӑрӑшман, ҫухалса юлнисене шыраман, чирлисене эмеллемен, сыввисене ҫитермен, анчах хӑй самӑр выльӑхӑн чӗрнине тата-тата пӑрахса ашне ҫиекен кӗтӳҫӗне ярӑп.
17
Кӗтӗвне пӑрахса хӑваракан юрӑхсӑр кӗтӳҫӗне хуйхӑ ҫитӗ! унӑн алли ҫине, унӑн сылтӑм куҫӗ ҫине хӗҫ ӳктӗр! унӑн алли пӗтӗмпех хӑрса типӗ, унӑн сылтӑм куҫӗ пачах курми пулӗ, терӗ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14