bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zechariah 12
Zechariah 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 13 →
1
Ҫӳлхуҫа Израиль ҫинчен ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтерсе калани. Ҫӳлхуҫа — тӳпене карӑнтарнӑ, ҫӗре никӗсленӗ, этем ӑшӗнчи сывлӑша пултарнӑ Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать:
2
акӑ Эпӗ Иерусалима таврари халӑхсемшӗн пуриншӗн те ӑншӑрт курки туса хурӑп, Иерусалима тӑшмансем хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра Иудӑшӑн та ҫапла пулӗ.
3
Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, Иерусалима пур ӑрушӑн та йывӑр чул туса хурӑп; ӑна йӑтма тӑракансем халран кайӗҫ, ӑна хирӗҫ вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх пухӑнса килӗ.
4
Ҫавӑ кун, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ кирек хӑш ута та уртарса ярӑп, юланутҫине ӑссӑра кӑларӑп; Иуда килӗ ҫине вара куҫӑма уҫса пӑхӑп; халӑхсен кашни утне суккӑр тӑвӑп.
5
Иуда ҫулпуҫӗсем хӑйсен ӑшӗнче калӗҫ вара: «манӑн вӑйӑм-хӑватӑм — Саваоф Ҫӳлхуҫапа, хӑйсен Туррипе, пурӑнакан Иерусалим ҫыннисем» тейӗҫ.
6
Ҫавӑ кун Эпӗ Иуда ҫулпуҫӗсене вут-кӑвайтӑ хушшинчи кӑвар савӑчӗ пек, кӗлтесем хушшинче ялкӑшакан ҫулӑм пек туса хурӑп, вӗсем таврари мӗнпур халӑха — сылтӑмра та, сулахайра та — пӗтерсе тӑкӗҫ, Иерусалимра вара каллех хӑйӗн вырӑнӗнче, Иерусалимра, халӑх пурӑнма пуҫлӗ.
7
Давид килӗн аслӑлӑхӗпе Иерусалим ҫыннисен аслӑлӑхӗ Иудӑран ҫӳле ан ҫӗклентӗр тесе, Ҫӳлхуҫа малтан Иуда чатӑрӗсене ҫӑлӗ.
8
Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа Иерусалимра пурӑнакансене хӳтӗлӗ, вӗсен хушшинчи чи вӑйсӑрри те ҫавӑ кун Давид пек пулӗ, Давид килӗ вара Турӑ пек, вӗсен умӗнчи Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пек пулӗ.
9
Ҫавӑ кун тата ҫапла пулӗ: Эпӗ Иерусалим ҫине тапӑнакан халӑхсене пурне те пӗтерсе пӑрахӑп.
10
Давид килӗпе Иерусалим ҫыннисем ҫине тивлет ярӑп, кӑмӑлӗсене ҫемҫетӗп, вӗсем вара хӑйсем сӑнӑпа Чикнийӗ ҫине пӑхӗҫ, Уншӑн пӗртен-пӗр ывӑлшӑн ӗсӗкленӗ пек ӗсӗклесе йӗрӗҫ, малтан ҫуралнишӗн хуйхӑрнӑ пек хуйхӑрӗҫ.
11
Ҫавӑ кун Иерусалимра Мегиддо айлӑмӗнче Гададриммон патӗнче хӳхленӗ пек хӳхлӗҫ.
12
Ҫӗр ӗсӗклесе йӗрӗ, кашни йӑх уйрӑммӑн йӗрӗ: Давид килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм; Нафан килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм;
13
Левий килӗн йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм; Симеон йӑхӗ — хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем — хӑйне уйрӑм.
14
Ытти мӗнпур йӑх та — кашни йӑх хӑйне уйрӑм, вӗсенӗн арӑмӗсем те — хӑйне уйрӑм.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14