bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zechariah 13
Zechariah 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 14 →
1
Ҫавӑ кун Давид килӗпе Иерусалим ҫыннисемшӗн ҫылӑхсемпе тасамарсенчен ҫӑвӑнса тасалма ҫӑл уҫӑлӗ.
2
Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен йӗрӗхсен ячӗсене пӗтерсе тӑкӑп, вӗсене вара текех асӑнмӗҫ, ҫавӑн пекех суя пророксемпе усал сывлӑша ҫӗр ҫинчен хӑваласа ярӑп.
3
Ҫавӑн чухне, кам та пулин малашне пулассине калать пулсан, ӑна ҫуратнӑ ашшӗпе амӑшӗ: «эсӗ пурӑнма тивӗҫлӗ мар, эсӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе суя сӑмах калатӑн» тейӗҫ; вара ӑна, пулассине каланӑ чухне, хӑйне ҫуратнӑ ашшӗпе амӑшӗ вӗлерсе пӑрахӗ.
4
Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: малашне пулассине каланӑ чухне ҫав суя пророксем кашнийӗ хӑйне мӗн курӑннинчен намӑсланса кайӗ те, хӑй малашнехине пӗлтерекенӗ иккенне кӑтартма шӑла пир тумтир тӑхӑнса улталаса ҫӳрекенскер, текех ун пек тӑхӑнмӗ те.
5
Вара кашниех ҫапла калӗ: эпӗ пророк мар, эпӗ ҫӗр ӗҫлекен, эпӗ ачаранпах ҫӗр ӗҫлесе пурӑнатӑп, тейӗ.
6
Ӑна: мӗншӗн-ха сан аллу ҫинче ҫӗвӗсем пур? тейӗҫ; вӑл ҫапла хуравласа калӗ: мӗншӗн тесен мана хама юратакансен килӗнче хӗненӗ, тейӗ.
7
Эй хӗҫ! Манӑн кӗтӳҫӗм ҫине, Манӑн ҫывӑх ҫыннӑм ҫине ҫӗклен, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: кӗтӳҫне ҫапса ӳкер те — сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ! Эпӗ вара Хамӑн аллӑма кӗҫӗннисем енне тӑсӑп.
8
Мӗнпур ҫӗр ҫинче вара ҫапла пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа, ун ҫинче икӗ пайӗ тӗп пулӗ, вилсе пӗтӗ, виҫҫӗмӗшӗ чӗрӗ юлӗ.
9
Ҫав виҫҫӗмӗш пайне вут-ҫулӑма илсе кӗрӗп те вӗсене кӗмӗле шӑратнӑ пек шӑратӑп, ылтӑна тасатнӑ пек тасатӑп: вӗсем Мана чӗнме тытӑнӗҫ, Эпӗ вӗсене илтӗп те калӑп: «ку Манӑн халӑх» тейӗп, вӗсем вара: «Ҫӳлхуҫа — манӑн Туррӑм!» тейӗҫ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14