bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zechariah 4
Zechariah 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 5 →
1
Манпа калаҫакан Ангел таврӑнчӗ те мана ҫынна ыйхӑран вӑратнӑ пек вӑратрӗ.
2
Вӑл мана каларӗ: эсӗ мӗн куратӑн? терӗ. Эпӗ хуравласа каларӑм: акӑ пӗтӗмпех ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫ куратӑп, ҫӳлте йывӑҫ ҫӑвӗ валли курка, ҫутаткӑҫӑн ҫичӗ лампада, кашни лампада патне ҫӳлтен пӗчӗк кӗпҫе пырать;
3
унӑн тата ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли пур, пӗри — куркан сылтӑм енче, тепӗри — куркан сулахай енче, терӗм.
4
Эпӗ хампа калаҫакан Ангела ҫапла хуравласа каларӑм: эй хуҫамӑм, мӗн ку? терӗм.
5
Манпа калаҫакан Ангел мана ҫапла хуравласа каларӗ: ку мӗн иккенне эсӗ пӗлместӗн-и вара? терӗ. Эпӗ: пӗлместӗп, хуҫамӑм, терӗм.
6
Вара мана хуравласа, вӑл ҫапла каларӗ: ку вӑл — Ҫӳлхуҫа Зоровавеле калакан сӑмах, вӑл ҫакна пӗлтерет: ҫарпа мар, вӑйпа мар, Манӑн Сывлӑшӑмпа, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
7
Аслӑ ту, кам эсӗ Зоровавель умӗнче? эсӗ — тӳремлӗх, вӑл вара пурте шавлӑн: «ун ҫинче тивлет, тивлет!» тесе шавласа кӑшкӑрнӑ чухне кӗтес чулне илсе тухӗ.
8
Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ:
9
ҫак Ҫуртӑн никӗсне Зоровавель алли хывнӑ; ӑна ун аллиех туса пӗтерӗ, Мана сирӗн патӑра Саваоф Ҫӳлхуҫа янине пӗлӗн вара.
10
Зоровавель аллинчи ҫурт тӑвакансен тӳркӗҫӗ ҫине ҫав ҫичӗ куҫ — Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ҫӗре курса тӑракан куҫӗсем вӗсем — савӑнӑҫлӑн пӑхса тӑнӑ чухне ҫакӑ куна кам пули-пулмискер теме пултартӑр?
11
Ҫавӑн чухне эпӗ ӑна хуравласа ҫапла каларӑм: ҫутаткӑҫӑн сылтӑм енчи тата сулахай енчи ҫав ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли мӗне пӗлтерет? терӗм.
12
Эпӗ тепӗр хут калама тытӑнтӑм та каларӑм ӑна: ҫу йывӑҫӗн икӗ турачӗ, икӗ пӗчӗк ылтӑн кӗпҫерен ылтӑн юхтарса тӑраканскерсем, мӗне пӗлтереҫҫӗ вӗсем? терӗм.
13
Вӑл мана каларӗ: ку мӗнне пӗлместӗн-и эсӗ? терӗ. Эпӗ: пӗлместӗп, хуҫамӑм, терӗм.
14
Вӑл каларӗ: кусем — ҫу сӗрнӗ икӗ ҫын, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫийӗ умӗнче тӑракансем, терӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14