bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zechariah 9
Zechariah 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 10 →
1
Ҫӳлхуҫа Хадрах ҫӗрне малашне мӗн пулассине пӗлтерсе каланӑ сӑмах; вӑл Дамаска ҫити сарӑлӗ, ҫавӑнта чарӑнса тӑрӗ: Ҫӳлхуҫа куҫӗ, Израилӗн пур йӑхне те курса тӑнӑ пек, пур ҫынна та курса тӑрать,
2
унпа юнашар ларакан Емаф хулине те, Тир хулине те, питех ӑслӑланса кайнӑ Сидона та курса тӑрать.
3
Тир вара хӑй валли керем тутарнӑ, тусан чухлӗ кӗмӗл, урамри пылчӑк чухлӗ ылтӑн пухса тултарнӑ.
4
Акӑ Ҫӳлхуҫа ӑна кӗлмӗҫе хӑварӗ те унӑн вӑйне тинӗс ҫинче пӗтерсе тӑкӗ, хӑйне вара вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӗ.
5
Ҫакна Аскалон курӗ те сехӗрленсе ӳкӗ, Газа та, Екрон та вӑйлӑ чӗтресе ӳкӗҫ; ӗнтӗ вӗсенӗн шанчӑкӗ путланӗ: ӗнтӗ Газӑра патша пулмӗ, Аскалон ҫын пурӑнман вырӑн пулса тӑрӗ.
6
Азотра ют йӑх пурӑнма пуҫлӗ, Эпӗ филистимсен мӑнкӑмӑллӑхне пӗтерӗп.
7
Унӑн ҫӑварӗнчен юн, шӑлӗ хушшинчен ирсӗрлӗхне вӑйкӑнтарса кӑларӑп та, вӑл пирӗн Турӑ аллине лекӗ, Иудӑри пинпӳ пек пулӗ, Екрон вара иевусей пек пулӗ.
8
Хамӑн Ҫуртӑм умне, ҫара хирӗҫ, каллӗ-маллӗ ҫӳрекенсене хирӗҫ, Эпӗ тапӑр лартӑп, текех вара хӗсӗрлекен иртсе ҫӳреймӗ: Эпӗ ҫакна Хамӑн куҫӑмпа пӑхса тӑрӑп.
9
Эй Сион хӗрӗ, хӗпӗртесе савӑн, эй Иерусалим хӗрӗ, хавасланса тӑр: акӑ сан патна хӑвӑн Патшу, тӳрӗскер, ҫӑлаканскер, йӑвашскер, ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫинче ларса килет.
10
Ҫавӑн чухне Ефремӗн ҫар ураписене, Иерусалимра утсене пӗтерсе тӑкӑп, вӑрҫӑ уххине аркатӑп; Вӑл вара халӑхсене канӑҫлӑх ҫитни ҫинчен пӗлтерӗ, Унӑн патшалӑхӗ тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫитиех, юханшывран пуҫласа ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех пулӗ.
11
Сан пирки калас пулсан вара, санпа хывнӑ халал юнӗшӗн Эпӗ санӑн тӗрмере ларакан ҫыннусене шывсӑр урсенчен хӑтарӑп.
12
Эй эсир, тыткӑнра ӗмӗтленсе тӑракансем, хӑвӑрӑн тӗреклӗлетнӗ вырӑнӑра таврӑнӑр! Халӗ мӗн каласа пӗлтернинчен сана икӗ хут ытларах тавӑрса парӑп.
13
Акӑ Эпӗ Иудӑна ухӑ пек туртса карӑнтарӑп, Ефреме ухха тирӗнтерӗп, Сион, санӑн ывӑлусене Иония ывӑлӗсене хирӗҫ тӑратӑп та сана ҫар ҫыннин хӗҫӗ туса хурӑп.
14
Вӗсем ҫийӗн Ҫӳлхуҫа килӗ те, Унӑн ҫӗмренӗ ҫиҫӗм пек вирхӗнсе тухӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ трупипе кӑшкӑртса ярӗ, Хӑй вара кӑнтӑрлахи ҫил-тӑвӑл ӑшӗнче пырӗ.
15
Саваоф Ҫӳлхуҫа вӗсене хӳтӗлесе тӑрӗ, вӗсем чулрав чулӗсене тӗпретсе те таптаса пырӗҫ, ӗҫӗҫ те эрехпе ӳсӗрӗлнӗ пек шавлӗҫ, парне алтӑрӗсем пек, парне вырӑнӗн кӗтесӗсем пек тулса кайӗҫ.
16
Хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫав кун вӗсене, Хӑйӗн халӑхне, сурӑхсене ҫӑлнӑ пек ҫӑлса хӑварӗ; вӗсем Унӑн ҫӗрӗ ҫинче пуҫкӑшӑльри чулсем пек ҫуталса кайӗҫ.
17
Ах, мӗн тери аслӑ унӑн ырӑлӑхӗ, мӗн тери унӑн илемӗ! Яш ачасенӗн чӗлхине ҫӑкӑр, хӗрачасенӗн чӗлхине эрех хавхалантарӗ!
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14