bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zechariah 6
Zechariah 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 7 →
1
Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те — куратӑп: акӑ икӗ ту варринчи хушӑкран тӑватӑ ҫар урапи тухать; тӑвӗсем вара пӑхӑр тусемччӗ.
2
Пӗрремӗш ҫар урапине ҫӳрен утсем, иккӗмӗш ҫар урапине хура утсем кӳлнӗ;
3
виҫҫӗмӗш ҫар урапине шурӑ утсем, тӑваттӑмӗш ҫар урапине ула утсем, вӑйлӑ утсем, кӳлнӗ.
4
Калаҫу пуҫарса, эпӗ хампа калаҫакан Ангела каларӑм: ку мӗскер, хуҫамӑм? терӗм.
5
Ангел мана хуравласа каларӗ: кусем — тӳпенӗн тӑватӑ сывлӑшӗ, вӗсем пӗтӗм ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи умӗнче тӑраҫҫӗ.
6
Хура утсем унта ҫурҫӗрти ҫӗршыва каяҫҫӗ, шуррисем вӗсем хыҫҫӑн пыраҫҫӗ, улисем вара кӑнтӑрти ҫӗршыва каяҫҫӗ.
7
Вӑйлисем тухрӗҫ те пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх кайма ӑнтӑлчӗҫ; вӑл каларӗ: кайӑр, ҫӗр тӑрӑх иртӗр, терӗ. Вӗсем ҫӗр тӑрӑх иртрӗҫ.
8
Вара вӑл мана чӗнсе илчӗ те ҫапла каларӗ: пӑхсам, ҫурҫӗр ҫӗрне кайма тухнисем ҫурҫӗр ҫӗрӗнче Манӑн сывлӑшӑма лӑплантарчӗҫ, терӗ.
9
Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ:
10
Хелдай, Товия тата Иедай тыткӑнран, Вавилонран, таврӑнчӗҫ. Вӗсенчен ылтӑнпа кӗмӗл ил те ҫав кунах Софония ывӑлӗ Иосия патне кай.
11
Ҫав ылтӑнпа кӗмӗле ил те пуҫкӑшӑль ту, ӑна Иоседек ывӑлӗ аслӑ иерей Иисус пуҫне тӑхӑнтарт,
12
вара ӑна кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: акӑ Ар, Вӑл ХУНАВ ятлӑ, Вӑл Хӑйӗн тымарӗнчен шӑтса тухӗ те Турӑ Ҫуртне туса лартӗ, тесе калать те.
13
Вӑл Турӑ Ҫуртне туса лартӗ те чап илӗ, Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса пуҫ пулса тӑрӗ; Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларса Вӑл священник та пулӗ, пӗринпе тепӗри хушшинче вара канӑҫлӑх килӗшӗвӗ тӑрӗ.
14
Леш пуҫкӑшӑльсем вара Хелемпе Товия валли, Иедайпа Софония ывӑлӗ Хен валли пулӗҫ, асӑнмалӑх вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче упранӗҫ.
15
Инҫетрен килӗҫ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума хутшӑнӗҫ, эсир вара Саваоф Ҫӳлхуҫа мана сирӗн патӑра янине пӗлсе илӗр, ку вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр сассине тимлесе итлесессӗн пулӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14