bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zechariah 7
Zechariah 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 8 →
1
Дарий патшана ларсан тӑваттӑмӗш ҫулхине, тӑххӑрмӗш уйӑхӑн, хаслев уйӑхӗн, тӑваттӑмӗш кунӗнче, Захарийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ.
2
Ҫакӑ вӑл Вефиль халӑхӗ Сарецера, Регем-Мелеха тата унӑн юлташӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтума
3
тата Саваоф Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи священниксемпе пророксенчен: «чылай ҫул хушши туса пынӑ пек, пиллӗкмӗш уйӑхра йӗмелле-ши пирӗн, типӗ тытмалла-ши?» тесе ыйтма янӑ чухне пулнӑ.
4
Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ:
5
ҫак ҫӗрӗн пӗтӗм халӑхне тата священниксене ҫапла кала: пиллӗкмӗшпе ҫиччӗмӗш уйӑхсенче, ҫитмӗл ҫул хушши ӗнтӗ, типӗ тытса йӗнӗ чухне, Маншӑн типӗ тытнӑ-ши эсир? Маншӑн-ши?
6
Эсир ҫинӗ вӑхӑтра, ӗҫнӗ вӑхӑтра хӑвӑршӑн ҫиместӗр-и вара, хӑвӑршӑн ӗҫместӗр-и?
7
Иерусалимра халӑх пурӑннӑ вӑхӑтрах, хула лӑпкӑ тӑнӑ вӑхӑтрах, унӑн таврашӗнчи хуласенче те, кӑнтӑрти ҫӗршывра та, айлӑмра та халӑх пурӑннӑ вӑхӑтрах Ҫӳлхуҫамӑр ун чухнехи пророксем урлӑ ҫав сӑмахсенех каламанччӗ-и вара?
8
Ҫӳлхуҫаран Захарийӑна сӑмах пулнӑ:
9
ун чухне Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: тӳрӗ сут тӑвӑр, кашниех хӑвӑр тӑванӑра ырӑлӑх кӑтартӑр, хӗрхенӗр;
10
тӑлӑх арӑмпа тӑлӑх ачана, ютран килнӗ ҫынпа чухӑна ан хӗсӗрлӗр, пӗр-пӗрне хирӗҫ хӑвӑр ӑшӑрта усал шухӑш ан тытӑр, тенӗ.
11
Анчах вӗсем тӑнласшӑн пулмарӗҫ, Манран уйӑрӑлса кайрӗҫ, илтес мар тесе, хӑйсен хӑлхине мӑкларӗҫ.
12
Саккуна тата Саваоф Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ун чухнехи пророксем урлӑ каланӑ сӑмахсене илтес мар тесе, чӗрине чуллантарса ячӗҫ; ҫавӑншӑн ӗнтӗ вӗсене Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн хаяр ҫилли ҫитрӗ.
13
Ҫапла пулчӗ те вара: Вӑл тархасланӑ — вӗсем итлемен, вӗсем тархасларӗҫ те — Эпӗ итлемерӗм, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
14
Эпӗ вара вӗсене хӑйсем пӗлмен халӑхсем хушшине салатса ятӑм, ҫак ҫӗр те вӗсем хыҫҫӑн пушанса юлчӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ ун тӑрӑх никам та унталла та, кунталла та ҫӳремерӗ, ҫапла вӗсем ытарайми ҫӗршыва пушхир туса хучӗҫ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14