bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Zechariah 14
Zechariah 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
1
Акӑ Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫитет, вара сан патӑнтан вӑрласа тухнине хӑвӑн умӑнтах пайлӗҫ.
2
Халӑхсене пурне те Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пуҫтарӑп, хулана туртса илӗҫ, ҫуртсене ҫаратса тухӗҫ, арӑмсене чыссӑра кӑларӗҫ, ҫур хула тыткӑна кайӗ; анчах ытти халӑхне пӗтермӗҫ, вӗсем хулара юлӗҫ.
3
Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа тухӗ те ҫак халӑхсене вӑрҫӑ кунӗнче тапӑннӑ пек пырса тапӑнӗ.
4
Унӑн ури ҫав кун Иерусалим умӗнчи тухӑҫ енчи Елеон тӑвӗ ҫине ярса пусӗ; Елеон тӑвне вара тухӑҫран анӑҫалла питӗ пысӑк айлӑм икке уйӑрӗ, ҫур тӑвӗ ҫурҫӗрелле, тепӗр ҫур тӑвӗ кӑнтӑралла юлӗ.
5
Эсир Манӑн тӑвӑмсен айлӑмне чупса кайӑр, тусен айлӑмӗ Асил таранах сарӑлса выртӗ; эсир Иудея патши Озия вӑхӑтӗнче ҫӗр чӗтреннинчен тарнӑ чухнехи пекех чупӑр; вара Ҫӳлхуҫа Туррӑм килӗ, Унпа пӗрле мӗнпур святой килӗ.
6
Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: ҫутӑ пулмӗ, хӗвел те, уйӑх-ҫӑлтӑр та ҫухалӗ.
7
Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа анчах пӗлекен пӗртен-пӗр кун пулӗ: кун та мар, каҫ та мар; каҫхи вӑхӑтра тин ҫутӑ курӑнса кайӗ.
8
Ҫавӑ кун тата ҫапла пулӗ: Иерусалимран чӗрӗлӗх шывӗ юхма тытӑнӗ, ҫурри тухӑҫри тинӗселле, тепӗр ҫуррийӗ анӑҫри тинӗселле юхса выртӗ: ҫулла та, хӗлле те ҫапла пулӗ.
9
Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗр Патши пулӗ; ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗрре пулӗ, Унӑн ячӗ те пӗртен-пӗрре пулӗ.
10
Ҫакӑ пӗтӗм ҫӗр, Гаваонран пуҫласа Реммон таран, тӳремлӗх пек пулӗ, Иерусалимран кӑнтӑралла сарӑлса выртӗ, Иерусалим вара хӑйӗн вырӑнӗнче ҫӳлте ларӗ, унта Вениамин хапхинчен пуҫласа малтанхи хапха вырӑнӗ таран, кӗтесри хапха таран, Анамеил пашнинчен пуҫласа патшанӑн иҫӗм сӗткенӗн юхтаркӑчӗ таран халӑх пурӑнма пуҫлӗ.
11
Вара ҫавӑнта пурӑнӗҫ, текех ылхан пулмӗ, Иерусалим сыхлӑхра пурӑнӗ.
12
Ҫӳлхуҫа Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫнӑ халӑхсене пурне те ҫакӑн пек пӗтерсе тӑкӗ: кирек камӑн та ури ҫинче тӑнӑ чухнех ӳчӗ-тирӗ хӑрса ларӗ, куҫ лупашкинче куҫӗ сӳнсе ларӗ, ҫӑварӗнче чӗлхи типсе ларӗ.
13
Ҫавӑ кун вара вӗсен хушшинче Ҫӳлхуҫаран килекен пысӑк пӑлхану пулса иртӗ: пӗри тепӗрин аллинчен ярса тытӗ, унӑн алли хӑйӗн ҫывӑх ҫынни ҫине ҫӗкленӗ.
14
Анчах Иуда хӑй те Иерусалима хирӗҫ ҫапӑҫӗ, таврари мӗнпур халӑх пуянлӑхне пуҫтарса килӗҫ: ылтӑн, кӗмӗл, шутсӑр нумай тумтир илсе килӗҫ.
15
Вӗсен тапӑрӗсенчи лашасене те, ашакла лашасене те, тӗвесене те, ашаксене те, мӗнпур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхе те ҫавӑн пекех пӗтерсе тӑкӗҫ.
16
Кайран вара Иерусалима хирӗҫ тӑнӑ халӑхсенчен чӗрӗ юлнисем пурте ҫултан-ҫулах Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, пуҫҫапма тата хӳшӗ уявне уявлама килсе ҫӳрӗҫ.
17
Тата ҫапла пулӗ: эхер те ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр халӑх Иерусалима Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, пуҫҫапма каймасан, вӗсен ҫумӑр пулмӗ.
18
Эхер те Египет йӑхӗ ҫула тухса кунта килмесен, унӑн та ҫумӑр пулмӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна хӳшӗ уявне уявлама килсе ҫӳремен халӑхсене пӗтернӗ пекех пӗтерсе тӑкӗ.
19
Египет ҫылӑхӗшӗн тата хӳшӗ уявне уявлама ҫӳремен ытти мӗнпур халӑх ҫылӑхӗшӗн акӑ мӗн пулӗ!
20
Ҫавӑн чухне ут хатӗрӗ ҫине те: «Ҫӳлхуҫанӑн таса япали» тесе касса ҫырӗҫ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хурансем те алтарь умӗнчи парне алтӑрӗсемпе танах пулӗҫ.
21
Иерусалимри хурансем те, Иудейӑри хурансем те пурте Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн таса япалисем пулса тӑрӗҫ, парне кӳме ҫӳрекенсем килӗҫ те, вӗсене илсе, унта парне ашӗ пӗҫерӗҫ, Саваоф Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ҫав кун пӗр хананей те пулмӗ вара.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14