bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Corinthians 1
2 Corinthians 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 2 →
1
Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христос апостолӗ пулнӑ Павел тата Тимофей тӑван — Туррӑн Коринфри ӗненекен ушкӑнне тата пӗтӗм Ахаири пур сӑваплӑ ҫынна:
2
хамӑрӑн Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.
3
Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ, мухтавлӑ!
4
Хӑй хамӑра лӑплантарнӑ пек, тӗрлӗ хурлӑх куракансене лӑплантарма пултарччӑр тесе, Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать.
5
Пире Христоса асаплантарнӑ пек асаплантарни ӳссех пынӑҫемӗн эпир Христос урлӑ илекен лӑпланӑҫ та ӳссех пырать.
6
Эпир хурлӑх куратпӑр пулсассӑн, сире лӑплантарасшӑн, сире ҫӑласшӑн хурлӑх куратпӑр; эпир лӑпланни сире те — эпир те тӳсекен хӗн-хур пек йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн чӑтса ирттермешкӗн — лӑплантарӗ;
7
эпир сире ҫирӗп шанса тӑратпӑр: эсир пирӗн хӗн-хура пирӗнпе пӗрле тӳссе пирӗнпе пӗрлех лӑпланӑҫ тупасса пӗлетпӗр эпир.
8
Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа эпир сире Асийӑра хамӑр хурлӑх курнине пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар; пире чӑтма ҫук йывӑр пулчӗ: хамӑр чӗрӗ юласса та сунманччӗ.
9
Ӑшӑмӑрта ӗнтӗ вилетпӗр тесех шухӑшланӑччӗ: хамӑра шанасси юлмарӗ, эпир хамӑра мар, вилнисене чӗртсе тӑратакан Турра ҫеҫ шанса тӑтӑмӑр.
10
Вӑл вара пире вилес патне ҫитнӗ ҫӗртен хӑтарчӗ, халӗ те хӑтарса тӑрать, эсир пирӗншӗн кӗлтунипе Вӑл пире ӳлӗмрен те хӑтарӗ тесе шанатпӑр; вара эпир нумайӑшӗ кӗлтунипе хӑтӑлнӑшӑн нумайӑшӗ Турра тав тӑвӗ.
12
Эпир таса кӑмӑлпах ҫакӑншӑн мухтанма пултаратпӑр: эпир тӗнчере — уйрӑмах сирӗн патӑрта — пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ тӳрӗлӗхпе, этем ӑсӗпе мар, Турӑ тивлечӗ кӑтартнипе пурӑнатпӑр.
13
Эпир сире ҫак хӑвӑр ӑнланма пултараканнине ҫеҫ ҫыратпӑр, урӑххине ҫырмастпӑр; эпӗ шанса тӑратӑп: эсир, пире ӑнланма пуҫланӑскерсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр кунӗнче пӗтӗмпех ӑнланса илетӗр, ун чухне эпир сирӗнпе мухтанма пултарнӑ пек, эсир пирӗнпе мухтанатӑр.
15
Ҫапла шанса тӑрса, эпӗ малтан сирӗн пата пырасшӑнччӗ, сире тепӗр хут савӑнтарасшӑнччӗ.
16
Сирӗн патӑртан Македоние каяс тенӗччӗ; Македонирен каллех сирӗн пата пырасшӑнччӗ; эсир вара мана Иудейӑна ӑсатса ярӑттӑрччӗ теттӗм.
17
Ман шухӑшӑм ҫаплаччӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫӑмӑл шухӑшлӑ пултӑм-и-мӗн? Е эпӗ, мӗн те пулин тума тытӑнсассӑн, ӳт кӗленӗ хыҫҫӑн кайса тытӑнатӑп-и, эпӗ «ҫапла» тени «апла мар» тени те пулать-и?
18
Турӑ шанчӑклӑ пулнӑ пек, эпир те сире пӗрре ҫапла, тепре капла вӗрентмен.
19
Эпӗ те, Силуан та, Тимофей те сире пӗлтернӗ Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос нихӑҫан та иккӗллӗ пулман, «ҫапла», «апла мар» тени пулман; Унӑн «ҫапла» тени ҫеҫ пулнӑ.
20
Турӑ мӗн пама пулни пӗтӗмпе Христос урлӑ пурӑнӑҫланса пырать, ҫавӑнпа ӗнтӗ «ҫапла» пулнӑ, ҫавӑнпа та эпир Турра мухтаса Христос урлӑ «аминь» тетпӗр.
21
Пире те, сире те Турӑ Христоспа пӗрлештерсе тӗреклӗлентерет, Вӑл пире те ҫу сӗрчӗ,
22
Вӑл пирӗн ҫине Хӑйӗн паллине хучӗ, пулассине шантарса пирӗн чӗремӗр ӑшне Хӑйӗн Сывлӑшне ячӗ.
23
Турӑ курса тӑрать: эпӗ Коринфа сире хӗрхеннипе халиччен пымасӑр тӑтӑм.
24
Эпир сире ирӗксӗр ӗнентересшӗн мар, сире савӑнтарасшӑн тӑрӑшатпӑр; ӗненессе эсир ҫирӗп ӗненетӗр.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13