bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Corinthians 3
2 Corinthians 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 4 →
1
Пирӗн сирӗнпеле ҫӗнӗрен паллашас-и-мӗн? Хӑшӗ-пӗрисем ыйтнӑ пек, сирӗн пата пире ырлакан ҫыру, пирӗн пата сире ырлакан ҫыру кирлӗ-им пирӗншӗн?
2
Пирӗншӗн ҫавӑн пек ҫыру — эсир хӑвӑр, ӑна пирӗн чӗре ӑшнех ҫырнӑ; ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, пурте вулаҫҫӗ.
3
Паллӑ ӗнтӗ, эсир — Христос ҫырӑвӗ, хамӑр ӗҫлесе тӑнипе эпир ӑна хурапа ҫырман, Чӗрӗ Турӑ Сывлӑшӗпе ҫырнӑ, ӑна чул хӑмасем ҫине ҫырман, чӗре ӑшне ҫырса хунӑ.
4
Ҫапла Турӑ умӗнче хамӑр ӗҫсем пирки иккӗленменни вӑл Христосран килет,
5
эпир хамӑр тӗллӗн нимӗн тума та пултараймастпӑр, пирӗн пултарулӑх Турӑран килет.
6
Вӑл пире Ҫӗнӗ Халалшӑн ӗҫлекенсем пулма пултарулӑх панӑ, саккун саспаллийӗшӗн мар, Сывлӑшшӑн ӗҫлеме панӑ: саспалли вилӗм кӳрет, Сывлӑш чӗрӗ тӑвать.
7
Чулсем ҫине ҫырнӑ вилӗм кӳрекен саспаллисемшӗн ӗҫлениех ҫав тери мухтавлӑ пулнӑ пулсассӑн, ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем мухтав ҫутипе — иртсе каяс мухтавпа — ялтӑртатса тӑракан Моисей сӑнӗ ҫине пӑхма та пултарайман пулсассӑн,
8
Сывлӑшшӑн ӗҫлени вара тата ытларах мухтавлӑ пулмалла мар-и?
9
Айӑпа хӑвараканнишӗн ӗҫлени мухтавлӑ пулсассӑн, тӳрре кӑлараканнишӗн ӗҫлени еплерех мухтавлӑ пулмалла!
10
Ку ытла та мухтавлӑран лешӗ, пӗр вӑхӑта анчах мухтавлӑ пулнӑскер, мухтавлӑ пек те туйӑнмасть.
11
Пӗр вӑхӑта пыраканни мухтавлӑ пулсассӑн, ӗмӗре пыраканни тата ытларах мухтавлӑ.
12
Ҫавӑн пек шанӑҫ пуррипе эпир Моисей пек мар, хӑюллӑн та уҫҫӑн ӗҫлетпӗр: вӑл, Израиль ывӑлӗсем мухтавлӑх иртсе кайнине ан курччӑр тесе, питне пӗркенчӗкпе витсе ҫӳренӗ.
14
Анчах вӗсенӗн ӑсӗ пӗлми-курми пулнӑ: Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсемшӗн ҫав пӗркенчӗк мӗн халичченех сирӗлмесӗр тӑрать — вӑл Христос урлӑ ҫеҫ сирӗлет.
15
Моисей кӗнекине вуланӑ чухне вӗсенӗн чӗри ҫинче мӗн халичченех пӗркенчӗк выртать;
16
Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнсассӑн, ҫав пӗркенчӗк сирӗлет.
17
Ҫӳлхуҫа вӑл Сывлӑш; ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх.
18
Эпир пурсӑмӑр та, Ҫӳлхуҫа мухтавне уҫӑ питпе тӗкӗр ҫинчи пек курса тӑрса, хамӑр та улшӑнатпӑр, Унӑн сӑнарӗ евӗр пулса пыратпӑр. Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пире мухтавлӑран мухтавлӑ тӑвасшӑн.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13