bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Corinthians 11
2 Corinthians 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 12 →
1
Манӑн ӑссӑрлӑхӑма ытла айӑпа хумӑсӑрччӗ эсир! Ӗнтӗ чӑтӑрах мана!
2
Эпӗ сирӗншӗн Турӑ пек тӑрӑшатӑп-ҫке: эпӗ сире пӗр Ар валли — Христос валли — ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр пек туса тӑратас терӗм.
3
Анчах та ҫӗлен Евӑна хӑйӗн чеелӗхӗпе илӗртсе улталанӑ пек, эсир те Христоса тӳрӗ кӑмӑлпа ӗненессине пӑрахса, хӑвӑр ӑсӑра пӑсасран хӑратӑп.
4
Кам та пулин сире эпир вӗрентмен урӑх Иисус ҫинчен пырса вӗрентсессӗн, эсир хӑвӑр илмен урӑх сывлӑша йышӑнсассӑн, хӑвӑра пӗлтермен урӑх Ырӑ Хыпара йышӑнсассӑн — эсир ҫакна нимӗн те мар тӳсетӗр.
5
Эпӗ хама ҫав «аслӑ апостолсенчен» нимӗнрен те кая мар тесе шухӑшлатӑп:
6
эпӗ хитре калаҫма ӑста мар пулин те, пӗлӳ тӗлӗшӗнчен япӑх мар. Ҫакна эпир сире тем тӗрлӗ те кӑтартса панӑ.
7
Хӑвӑра асла кӑларасшӑн Турӑ Евангелийӗне сире ахалех вӗрентсе хама кӗҫӗне хурса, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-и-мӗн?
8
Сирӗншӗн ӗҫленӗ чухне мана ытти ӗненекен ушкӑнсем пулӑшса тӑчӗҫ, эпӗ вӗсене тӑккалантарса пурӑнтӑм; сирӗн патӑрта ҫитменнипе асапланаттӑм пулсан та, эпӗ никама та аптӑратмарӑм:
9
манӑн ҫитменнине Македонирен килнӗ тӑвансем ҫитерчӗҫ; эпӗ сире унччен те чӑрмантарман, малашне те чӑрмантармӑп.
10
Хам ӑшӑмри Христос чӑнлӑхне асӑнса калатӑп: пӗтӗм Ахаи ҫӗрӗнче манӑн ырӑ ятӑма никам та пӗтерес ҫук.
11
Мӗншӗн эпӗ ҫапла тӑватӑп-ха? Сире юратманран-и-мӗн? Эпӗ сире юратнине Турӑ пӗлет!
12
Эпӗ халиччен мӗнле пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах пурӑнӑп: «эпир те сирӗн пекех ӗҫлесе тӑратпӑр» тесе мухтанмашкӑн сӑлтав шыракансене эпӗ ун пек сӑлтав тупма памӑп.
13
Ҫав суя апостолсем, ултавлӑн ӗҫлекенсем, Христос апостолӗсем пек курӑнса ҫӳреҫҫӗ.
14
Тӗлӗнме те кирлӗ мар: шуйттан хӑй те хӑш чухне ҫутӑ ангел евӗрлӗ курӑнать,
15
ҫавӑнпа уншӑн ӗҫлекенсем те чӑнлӑхшӑн ӗҫлекенсем пек курӑнса ҫӳрени темех мар; вӗсене юлашкинчен ӗҫӗсене кура пулӗ.
16
Тата калам: мана кам та пулин ӑссӑр тесе ан шутлатӑр; ҫапла шутлатӑр пулсассӑн вара мана ӑссӑр вырӑнне те пулин хапӑл тӑвӑр, манӑн та кӑштах мухтанасчӗ.
17
Мухтанса калас сӑмахӑм Турӑран мар ӗнтӗ, эпӗ шӑпах ӑссӑр пек калӑп.
18
Ҫак тӗнче ҫыннисем мухтанма юрать теҫҫӗ пулсассӑн, эпӗ те мухтанам.
19
Эсир, ӑслӑ ҫынсем, ӑссӑрсене хапӑллатӑр:
20
вӗсем мӗн тунине чӑтатӑр — хӑвӑра пусмӑрлакана, хӑвӑртан тӑранса пурӑнакана, хӑвӑртан ытлашши пуҫтаракана, хӑйне асла хуракана, питӗртен ҫупса яракана чӑтатӑр.
21
Намӑс пулсан та калатӑп: пирӗн апла тума хал ҫитмерӗ. || Кам та кам мӗнпе те пулин мухтанма хӑять пулсассӑн, эпӗ те — ӑссӑрскер — ҫавӑнпа мухтанма хӑятӑп.
22
Вӗсем еврей-и? Эпӗ те — ҫавах. Израиль ҫыннисем-и? Эпӗ те — ҫавах. Авраам йӑхӗнчисем-и? Эпӗ те — ҫавах.
23
Христосшӑн ӗҫлекенсем-и? Ӑссӑрланса калатӑп: эпӗ Христосшӑн ытларах ӗҫлетӗп. Эпӗ вӗсенчен чылай нумайрах ӗҫлерӗм, темӗн чухлӗ суран тӳсрӗм, вӗсенчен нумайрах тӗрмере лартӑм, темиҫе хут вилес патнех ҫитрӗм.
24
Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ,
25
виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм;
26
темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм;
27
эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.
28
Ытти ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ, ман патӑмра тата куллен халӑх — манӑн пур ӗненекен ушкӑншӑн та тӑрӑшмалла.
29
Кам та пулин асаплансассӑн, эпӗ те унпа пӗрле асапланмастӑп-им? Кам та пулин такӑнсассӑн, эпӗ уншӑн хыпса ҫунмастӑп-им?
30
Мухтанас тесессӗн, хамӑн халсӑрлӑхӑмпа мухтанам.
31
Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, — Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ пултӑр! — эпӗ суеҫтерменнине пӗлет.
32
Арета патшанӑн Дамаскри халӑха пӑхса тӑракан пуҫлӑхӗ мана тытасшӑн Дамаск хулине хурал тӑратрӗ; мана вара кунтӑ ӑшне лартса чӳречерен кӑларса хӳме тӑрӑх антарса ячӗҫ те, эпӗ унӑн аллинчен хӑтӑлтӑм.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13