bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Corinthians 12
2 Corinthians 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 13 →
1
Мухтанни маншӑн усӑллӑ мар та, ҫавах манӑн мухтанмах тивет: эпӗ хама Ҫӳлхуҫа мӗн кӑтартни, мӗн уҫса пани патне ҫитетӗп.
2
Эпӗ пӗр Христос ҫыннине пӗлетӗп; вунтӑватӑ ҫул каялла ӑна (те ӳчӗпе, те ӳчӗсӗр — эпӗ пӗлместӗп, Турӑ пӗлет) виҫҫӗмӗш тӳпене ҫитиех илсе кайнӑ.
3
Ҫакна пӗлетӗп: ҫав ҫынна (те ӳчӗпе, те ӳчӗсӗр — эпӗ пӗлместӗп, Турӑ пӗлет)
4
рая илсе кайнӑ, вӑл унта этем каласа пама та пултарайман сӑмахсем илтнӗ.
5
Ҫавӑн пек ҫынпа мухтанӑп; хам мухтанаймӑп, мухтансассӑн та халсӑрлӑхӑмпа ҫеҫ мухтанӑп.
6
Мухтанас тесессӗн те эпӗ ӑссӑр пулмӑп, чӑннине калӑп; ҫапах та кам та пулин ман ҫинчен манра мӗн курнинчен е манран мӗн илтнинчен ытлашшине ан шухӑшлатӑр тесе, эпӗ чарӑнса тӑратӑп.
7
Хама ытла нумай пӗлтернипе мухтанасран, хама асла хурасран мана асаплантарма ӳтӗм ӑшне сӑнӑ кӗртнӗ — шуйттан ангелӗ асап кӑтартать мана.
8
Ӑна манран сиртӗрччӗ тесе эпӗ Ҫӳлхуҫана виҫӗ хутчен тархасларӑм.
9
Анчах Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: «сана Эпӗ панӑ тивлет те ҫителӗклӗ, Манӑн хӑватӑм халсӑрлӑхра палӑрать» терӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ хамӑн халсӑрлӑхӑмпа хавассӑнах мухтанӑп, халсӑрланнӑ чухне мана Христос вӑй парать.
10
Ҫавӑнпа эпӗ Христосшӑн темӗнле асапа та тӳсме хавас: хамӑн халсӑрлӑхӑма та кӑмӑллатӑп, хурлӑхран та, йывӑрлӑхран та, инкек-синкекрен те, хӗсӗрленинчен те хӑрамастӑп, мӗншӗн тесессӗн асап курнӑ чухне эпӗ хӑватлӑ.
11
Эпӗ ӗнтӗ мухтанса ухмаха тухас патнех ҫитрӗм; ҫакна эсир мана ирӗксӗрех тутартӑр. Мана сирӗн мухтамаллаччӗ, хам нимӗне тӑмастӑп пулин те, «аслӑ апостолсенчен» эпӗ нимӗнрен те кая мар.
12
Хам апостол иккенне эпӗ сире тӗрлӗ асап тӳссе тата паллӑсем, кӗтретсем, хӑватсем туса кӑтартрӑм.
13
Ытти ӗненекен ушкӑнсемпе танлаштарсассӑн, сире мӗн ҫитмест-ха? Тен, эпӗ сире тӑккалантарманни-и? Каҫарӑрсам ун пек айӑпӑма.
14
Акӑ эпӗ сирӗн пата виҫҫӗмӗш хут пыма та хатӗр, пырсассӑн сире тӑккалантармӑп: мана сирӗнни кирлӗ мар, хӑвӑр кирлӗ. Ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли пурлӑх пуҫтармалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пуҫтармалла.
15
Эпӗ те хамӑн мӗн пуррине сирӗншӗн хаваспах тӑкаклама хатӗр, сирӗншӗн эпӗ хама та хӗрхенместӗп. Эпӗ сире ҫапла шутсӑр юратнӑ ҫӗртех эсир мана сахал юрататӑр.
16
Сирӗн шутпа, эпӗ ӗнтӗ сирӗнтен хам илмен пулсассӑн та, чееленсе, сирӗнтен улталаса илнӗ пулать.
17
Сирӗн пата янӑ ҫынсем урлӑ эпӗ мӗн те пулин илтӗм-ши вара?
18
Эпӗ сирӗн пата Тита ятӑм, унпа пӗрле тата пӗр тӑвана ятӑм. Сирӗнтен Тит мӗн те пулин илчӗ-и? Эпир унпа иксӗмӗр те пӗр шухӑшпа ӗҫлесе тӑмарӑмӑр-и? Пӗр ҫулпах ҫӳремерӗмӗр-и?
19
Вӗсем пирӗн умра хӑйсене тӳрре кӑларасшӑн ҫапла калаҫҫӗ тесе шухӑшламастӑр-и тата эсир? Эпир Турӑ умӗнче Христоса ӗненсе калатпӑр: савнӑ тӑванӑмсем, ҫакна сире ӑса кӗртесшӗн тӑватпӑр.
20
Эпӗ хӑраса тӑратӑп: унта ҫитӗп те — эсир эпӗ курма ӗмӗтленнӗ ҫынсем пек мар иккен, эпӗ те сирӗншӗн — эсир курма ӗмӗтленнӗ ҫын пек мар иккен; эпӗ пынӑ ҫӗре сирӗн хушшӑрта тавлашу, ӑмсану, ҫилленӳ, вӑрҫӑ-харҫӑ, суя, элек, мӑнкӑмӑллӑх, йӗркесӗрлӗх ан пултӑрччӗ;
21
сирӗн пата пырсассӑн Туррӑм умӗнче намӑсланас марччӗ; таса мар ӗҫ туса, аскӑнланса, намӑссӑрланса ҫылӑха кӗнӗ хыҫҫӑн халичченех ӳкӗнмесӗр пурӑнакансемшӗн манӑн хуйхӑрса макӑрмалла ан пултӑрччӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13