bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Corinthians 2
2 Corinthians 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 3 →
1
Ҫапла вара эпӗ сирӗн пата пырса сире каллех кулянтарас мар тесе шутларӑм.
2
Сире кулянтарсассӑн, мана хам кулянтарнисем савӑнтармасассӑн, кам савӑнтарӗ тата?
3
Эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен ҫыртӑм та: сирӗн пата пырсассӑн, хама савӑнтарас ҫынсем пирки кулянмалла пулас марччӗ терӗм; || эпӗ савӑнни сире пурсӑра та савӑнтарать пулӗ тесе, эпӗ сире пурне те шанса тӑратӑп.
4
Эпӗ сирӗн пата питӗ хурланса, чунӑм тӑвӑрланса ҫитнипе темӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхтарса ҫырса ятӑм, сире кулянтарас тесе мар, сире хам мӗн тери юратнине пӗлтересшӗн ҫыртӑм.
5
Пӗри мана кулянтарчӗ пулсассӑн, вӑл мана ҫеҫ мар (ӳстерсе каламӑп), сире пурсӑра та мӗн чухлӗ те пулин кулянтарчӗ.
6
Ӑна нумайӑшӗ айӑплани ҫителӗклӗ ӗнтӗ;
7
халӗ ӗнтӗ сирӗн ӑна каҫарса чунне лӑплантарас пулать — ытлашши хуйхӑрса пусӑрӑнсах ан лартӑр;
8
ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире ӑна юратӑр тетӗп.
9
Эсир пур тӗлӗшпе те итлетӗр-ши тесе, эпӗ сире сӑнаса пӗлесшӗн ҫырса ятӑм та.
10
Эсир каҫарнӑ ҫынна эпӗ те каҫаратӑп, эпӗ кама та пулин мӗншӗн те пулин каҫартӑм пулсассӑн, ӑна Христос умӗнче сирӗншӗн каҫарнӑ —
11
пире шуйттан сиен ан тутӑр тенӗ, эпир шуйттан мӗнле сӑтӑрланине пӗлетпӗр.
12
Эпӗ Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар калама Троадӑна пырсан, Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе манӑн ӗҫӗм ӑнса пыратчӗ пулин те,
13
чунӑм пусӑрӑнма пӗлмерӗ: эпӗ унта Тит тӑванӑма тупаймарӑм; вара вӗсемпе сывпуллашса Македоние кайрӑм.
14
Тавах Турра! Ҫӗнтерӳллӗ пынӑ чухне Вӑл пире, Христоспа пӗрлешнӗскерсене, яланах Хӑй хыҫҫӑн илсе пырать, Хӑй ҫинчен пӗлтерекен ырӑ шӑрша пирӗн урлӑ пур ҫӗрте те сарать.
15
Чӑнах та, Турӑ умӗнче эпир — Христосӑн ырӑ шӑршийӗ: вӑл ҫӑлӑнаканнисем хушшинче те, пӗтекеннисем хушшинче те:
16
пӗрисемшӗн эпир — вилӗм кӳрекен вилӗм шӑрши, тепӗрисемшӗн — чӗрӗлӗх кӳрекен пурӑнӑҫ шӑрши. Кам ҫакӑн пек тума пултарӗ?
17
Турӑ сӑмахне нумайӑшӗ пӑсать, эпир ӑна пӑсмастпӑр, ку — Турӑ сӑмахӗ тесе, эпир, Христоспа пӗрлешнӗскерсем, ӑна таса чун-чӗререн, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13