bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Corinthians 13
2 Corinthians 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
1
Эпӗ ӗнтӗ сирӗн пата виҫҫӗмӗш хут пыратӑп. Икӗ е виҫӗ кӳнтелен ҫирӗплетсе каласассӑн кирек мӗнле сӑмах та тӗплӗ пулӗ.
2
Эпӗ сире унччен те каланӑччӗ, халӗ те, — тепӗр хут тӗл пулас умӗн, — иккӗмӗш хут пынӑ чухнехи пекех унччен ҫылӑха кӗнисене хытарсах калатӑп: пырсассӑн хӗрхенсе тӑмӑп.
3
Эсир ман урлӑ Христос каланине кӑтартакан паллӑ шыратӑр. Эсир Христос хӑватне курман мар, Вӑл сирӗн хушшӑрта Хӑйӗн хӑватне кӑтартать.
4
Ӑна халсӑр этем халлӗн пӑталанӑ пулин те, Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ; эпир те Унпа пӗрле халсӑр, анчах эпир Турӑ хӑвачӗпе Унпа пӗрле сирӗн хушшӑрта чӗрӗ пулӑпӑр.
5
Эсир хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр — ӗненетӗр-и эсир? хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслӗр. Эсир Иисус Христос хӑвӑр ӑшӑрта иккенне пӗлместӗр-им? Хӑвӑра сӑнани кӑлӑхах пулман пулсассӑн, пӗлмеллех.
6
Пирӗн вара ҫакӑ кӑлӑхах пулмарӗ, эсир ӑна пӗлессе эпӗ шанса тӑратӑп.
7
Эсир нимӗн усал та тумӑсӑрччӗ тесе эпир Турра кӗлтӑватпӑр. Эпир ҫакна тӗрӗслени-сӑнани витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑшӑн ырӑ сӑмах илтесшӗн тумастпӑр, сире эпир ҫав тӗрӗслеве чӑтайман пек туйӑнсассӑн та эсир ырӑ ҫеҫ тунӑ пултӑрччӗ.
8
Эпир чӑнлӑха хирӗҫ пыма хӑватлӑ мар, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшма хӑватлӑ.
9
Эпир, хамӑр халсӑр пулса, эсир хӑватлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр; ҫавӑнпа ӗнтӗ сире пур тӗлӗшпе те ырра кӑларасшӑн кӗлтӑватпӑр та.
10
Хам пыриччен, аякран та пулин, ҫакна ҫырса ярас терӗм: сирӗн пата пырсассӑн Ҫӳлхуҫа панӑ ирӗкӗмпе хаяр пулмалла ан пултӑрччӗ манӑн, ҫав ирӗке мана ӗҫе пӑсма паман, ӗҫе туса ҫитермешкӗн панӑ.
11
Эй тӑванӑмсем, ӗнтӗ савӑнса пурӑнӑр, ырӑланса пырӑр, чунӑра пусарӑр, пӗр шухӑшпа тӑрӑр, килӗштерсе пурӑнӑр — вара юратупа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пӗрле пулӗ.
12
Пӗр-пӗрне таса кӑмӑлтан чуптуса ырӑ сунӑр. Сире сӑваплӑ ҫынсем пурте салам яраҫҫӗ.
13
Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ, Атте Туррӑн савакан кӑмӑлӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр, сире пурсӑра та Таса Сывлӑш пӗрлештерсе тӑтӑр. Аминь.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13