bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Corinthians 10
2 Corinthians 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 11 →
1
Эпӗ — сирӗнпе куҫ умӗнче йӑваш, куҫ хыҫӗнче хӑюллӑ Павел — сире Христос йӑвашлӑхне, Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса ӳкӗтлетӗп:
2
хӑшӗ-пӗрисем пире ӳт еккипе пурӑнакан вырӑнне хураҫҫӗ, вӗсене эпӗ хамӑн хӑюлӑхӑма кӑтартма хатӗр; астӑвӑр, сирӗн пата пырсассӑн, манӑн чӑнах та ҫавӑн пек тумалла ан пултӑрччӗ.
3
Эпир этем пулсассӑн та кӗрешессе тӗнче этемӗ пек кӗрешместпӗр.
4
Пирӗн вӑй — этем вӑйӗ мар, тӗрексене те аркатма пултаракан Турӑ хӑвачӗ: Турӑ хӑвачӗпе эпир суя шухӑшсене пӗтеретпӗр,
5
Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан кирек мӗнле мӑнаҫлӑха та ҫӗнтеретпӗр, кирек мӗнле ӑслӑ ҫынна та парӑнтарса Христоса итлекен тӑватпӑр;
6
эсир чӑннипе те итлекен пулса ҫитсессӗн вара эпир сире кирек мӗнле итлеменшӗн те тивӗҫлипе хаса пама хатӗр пулӑпӑр.
7
Эсир ҫынна тулашӗнчен пӑхатӑр-и? || Хӑйне Христос ҫынни тесе шутлакан хӑйӗнчен шутласа илтӗр: вӑл епле Христос ҫынни, эпир те ҫавӑн пекех Христос ҫынни.
8
Эпӗ хамӑра Ҫӳлхуҫа панӑ ирӗкпе — сире пӑсма мар, тӗреклӗлентерме панӑ ирӗкпе — ытларах мухтанас пулсан та намӑса юлмӑп.
9
Эпӗ сире ҫырусемпе ҫеҫ хӑратнӑ пек ан туйӑнтӑр тата.
10
Ӗнтӗ «вӑл ҫырӑвӗсенче ӗнентерӳллӗ те, паттӑр та, куҫ умӗнче йӑмшак, сӑмахӗ те ун витӗмлӗ мар» теекенсем те пур;
11
ҫавӑн пек шухӑшлакансем пӗлсе тӑччӑр: эпир куҫ хыҫӗнче ҫырусенчи сӑмахпа епле, куҫ умӗнче ӗҫре те ҫаплах.
12
Эпир хамӑра хӑйсене мала хуракансемпе пӗре хума е вӗсемпе танлаштарма хӑяймастпӑр: вӗсем хӑйсене хӑйсен виҫипе виҫеҫҫӗ, айванла хӑйсене хӑйсемпе танлаштараҫҫӗ.
13
Эпир виҫесӗр мухтанмӑпӑр, Турӑ хамӑра кӑтартнӑ таран, хамӑра ҫӳресе тухма, сирӗн пата ҫитме панӑ ҫӗр ҫинче ҫеҫ мухтанӑпӑр.
14
Эпир ытлашши мухтанмастпӑр, эпир сирӗн пата Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме килмен пулсассӑн, пире ҫапла айӑплама пулатчӗ.
15
Эпир, виҫерен тухса, ҫын тунипе мухтанмастпӑр, эсир ҫирӗпрех ӗненнӗҫемӗн ҫак ҫӗртех сирӗн хушшӑрта тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме ӗмӗтленетпӗр,
16
кайран вара Ырӑ Хыпара пӗлтермешкӗн урӑх ҫӗршывсене те кайӑпӑр, унта ыттисем тунӑ ӗҫпе мухтанмӑпӑр.
17
Мухтанаканӗ Ҫӳлхуҫапа мухтантӑр.
18
Хӑйне хӑй мухтакан мухтавлӑ мар, кама Ҫӳлхуҫа мухтать, ҫавӑ мухтавлӑ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13