bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Corinthians 4
2 Corinthians 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 5 →
1
Турӑ ырӑлӑхӗпе эпир ҫак ӗҫе туса тӑмалла пултӑмӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ пуҫа усмастпӑр;
2
намӑсла вӑрттӑн ӗҫсене хутшӑнмастпӑр, чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр, пур ҫынна та Турӑ умӗнче чӑннине анчах каласа паратпӑр.
3
Эпир пӗлтерекен Ырӑ Хыпар ӑнланмалла мар пулсассӑн та, вӑл пӗтекеннисемшӗн,
4
ӗненменнисемшӗн ҫеҫ ӑнланмалла мар — Христос мухтавӗ ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпар ҫутине ан курччӑр тесе, вӗсенӗн ӑсне ҫак тӗнченӗн турри туйми тунӑ; Христос вара — курӑнми Туррӑн сӑнарӗ.
5
Эпир хамӑр ҫинчен мар, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен каласа вӗрентетпӗр; эпир Иисусшӑн сирӗн чурӑрсем пулатпӑр:
6
ҫутта сӗмлӗхрен ҫутӑлса тухма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне Иисус Христос пичӗ ҫинче кӑтартмашкӑн пирӗн чӗремӗрсене ҫутатрӗ.
7
Ҫакӑ ырӑлӑха эпир тӑм савӑтрах илсе ҫӳретпӗр, ҫав ытла та пысӑк хӑват хамӑрӑн марри, вӑл Туррӑн пулни ҫавӑнтанах паллӑ.
8
Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ — ҫавах тытӑнса тӑратпӑр; шанчӑк пӗтнӗ пекех — ҫавах шанатпӑр;
9
пире хӗсӗрлеҫҫӗ — ҫавах эпир пӗччен мар; пире ураран ӳкернӗ — эпир ҫавах пӗтместпӗр;
10
Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн ӳтӗмӗрте палӑртӑр тесе, эпир Унӑн вилӗмне яланах хамӑр ӳтӗмӗрте илсе ҫӳретпӗр.
11
Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн вилӗмлӗ ӳтӗмӗрте пултӑрччӗ тесе, хамӑр чӗрӗ чухне эпир яланах Иисусшӑн вилетпӗр.
12
Апла пулсан, пирӗнпе пӗрле — вилӗм, сирӗнпе пӗрле — пурӑнӑҫ.
13
Ҫырура: «эпӗ ӗненеттӗм, ҫавӑнпа каларӑм» тенӗ пек, эпир те ҫавӑн пекех ӗненетпӗр, ӗненнӗрен калатпӑр та:
14
Иисус Ҫӳлхуҫамӑра Чӗртсе Тӑратаканӗ пире те Иисус урлӑ чӗртсе сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратассине эпир пӗлсе тӑратпӑр.
15
Нумайӑшӗ Ырӑ Хыпарӑн пысӑк ырӑлӑхне курса Турра тав тӑвакан, Турра мухтакан пулччӑр тесе, эпир пурне те сирӗншӗн тӳсетпӗр.
16
Ҫавӑнпа эпир хуйхӑрмастпӑр; пирӗн ӳт пӗтсе пырать пулсассӑн та, чун куллен-кун ҫӗнелсе пырать.
17
Пӗр вӑхӑта кӑштах асапланни пирӗн валли ӗмӗрлӗх мухтав хатӗрлет, ҫак тулли мухтавпа танлаштарсассӑн, ҫав асап — нимӗн те мар.
18
Эпир курӑнаканни патне мар, курӑнманни патне ҫитме тӑрӑшатпӑр: курӑнаканни вӑл — пӗр вӑхӑта, курӑнманни — ӗмӗрлӗхе.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13