bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Corinthians 6
2 Corinthians 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 7 →
1
Эпир, Турӑшӑн тӑрӑшакансем, сире йӑлӑнатпӑр: Турӑ тивлетне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.
2
Ҫырура каланӑ: «Эпӗ майлӑ вӑхӑтра илтрӗм сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм сана» тенӗ. Акӑ халӗ майлӑ вӑхӑт, акӑ халӗ ҫӑлӑнас кун.
3
Ӗҫӗмӗре хурламалла ан пултӑр тесе, эпир никама та нихӑҫан та такӑнмалла тумастпӑр.
4
Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те,
5
хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр,
6
хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр,
7
чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр;
8
эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем;
9
эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр;
10
пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
11
Эй Коринф ҫыннисем, эпир сирӗнпе уҫҫӑн калаҫатпӑр, сирӗншӗн чӗремӗр те яриех уҫӑ тӑрать.
12
Пирӗн чӗресем сирӗн валли хупӑ мар, сирӗн чӗрӗрсем пирӗн валли хупӑ.
13
Ачамсене каланӑ пек калатӑп: пирӗн пекех пулӑр, чӗрӗре уҫӑр.
14
Ӗненменнисемпе пӗрле ют сӳсмен ан тӑхӑнӑр: тӳрӗлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпа сӗмлӗхӗн пӗрлехи мӗн пур?
15
Христоспа Велиар хушшинче ӑҫтан килӗштерӳ пултӑр? Е ӗненекенпе ӗненменскер епле пӗрле пулайччӑр?
16
Турӑ Ҫурчӗпе йӗрӗхсем епле пӗрле пулайччӑр? Эсир — Чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ, Турӑ ҫапла каланӑ: «вӗсен хушшине вырӑнаҫӑп, вӗсен хушшинче ҫӳрӗп; вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ» тенӗ.
17
«Ҫавӑнпа вӗсен хушшинчен тухӑр, тет Ҫӳлхуҫа, уйрӑлӑр вӗсенчен. Таса маррине ан сӗртӗнӗр, Эпӗ вара йышӑнӑп сире».
18
«Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир Манӑн ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем пулӑр, тет Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа» тенӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13