bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Corinthians 7
2 Corinthians 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 8 →
1
Эй савнӑ тӑванӑмсем, хамӑра ҫавӑн пек пама пулнине пӗле тӑркач, || Турӑран хӑраса, ырӑ ӗҫсем туса, ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр тасатар.
2
Пире хӑвӑр ӑшӑрта тытӑр: эпир никама та кӳрентермен, никама та сиен кӳмен, никамран та усӑ шыраман.
3
Ҫакна сире айӑпласа каламастӑп, эпӗ малтанах каларӑм: эсир — пирӗн чӗремӗрте, пирӗн ӗнтӗ пӗрле вилмелле, пӗрле пурӑнмалла.
4
Эпӗ сире питех те шанса тӑратӑп, сирӗнпе нумай мухтанатӑп; хамӑрӑн темӗн чухлӗ хуйхӑ пулин те, эпӗ пӗтӗмпех лӑплантӑм, темӗн тӗрлӗ савӑнса тӑратӑп.
5
Македоние ҫитсессӗн пире нимӗнле канлӗх те пулмарӗ, пире пур енчен те хӗсӗрлесе ҫитернӗччӗ: юттисем тапӑнаҫҫӗ, хамӑрӑннисемшӗн хӑраса тӑраттӑмӑр.
6
Йӑвашшисене лӑплантаракан Турӑ пире Тит килсе ҫитнипе лӑплантарчӗ,
7
Тит килнипе ҫеҫ мар-ха, эсир ӑна лӑплантарса янипе те лӑплантӑмӑр эпир: вӑл пире эсир маншӑн тунсӑхлани ҫинчен, маншӑн мӗнле пӑшӑрханни ҫинчен, эсир мана хӑюллӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа пачӗ те, вара эпӗ тата ытларах савӑнтӑм.
8
Ҫавӑнпа эпӗ сире хамӑн ҫырӑвӑмпа хурлантартӑм пулин те, ӳкӗнместӗп ӗнтӗ, малтан ӳкӗнсеттӗм: ҫав ҫыру сире пӗр вӑхӑта пулин те хуйхӑртнине пӗлетӗп.
9
Халӗ эпӗ савӑнатӑп, эсир хуйхӑрнӑшӑн савӑнмастӑп, эсир хуйхӑрса ҫылӑхӑрсенчен ӳкӗнмелле пулнӑшӑн савӑнатӑп. Ҫакӑ вӑл Турӑ ирӗкӗпе пулнӑ, ҫапла вара пирӗнтен нимӗнле сиен те курмарӑр.
10
Турра юрӑхлӑ хурлану ӳкӗнтерсе ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать — уншӑн ӗнтӗ пӑшӑрханмаҫҫӗ, тӗнчеришӗн хуйхӑрни вара вилӗм кӳрет.
11
Астӑвӑр-ха, Турра юрӑхлӑ хурлану сире епле тӑрӑшакан, мӗн тери ӳкӗнекен, епле тарӑхакан, епле хытӑ хӑракан, мӗн тери пӑшӑрханакан, епле хыпса ҫунакан турӗ, айӑпшӑн хаса пама хатӗр ҫынсем турӗ! Ҫав ӗҫре эсир хӑвӑр пур тӗлӗшрен те тасине кӑтартрӑр.
12
Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ сирӗн пата ҫыру ятӑм пулсассӑн, ӑна мӑшкӑл кӑтартаканшӑн та, мӑшкӑл кураканшӑн та ҫырмарӑм, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырса ятӑм.
13
Ҫакӑ пире лӑплантарчӗ. Эсир лӑплантарса янӑ Тит епле савӑнӑҫлӑ пулнине курсассӑн, эпир тата ытларах савӑнтӑмӑр.
14
Ҫапла ӗнтӗ Тит умӗнче сирӗнпе мухтаннӑшӑн манӑн намӑсланмалла пулмарӗ, эпир сире яланах чӑннине каланӑ пек, Тит умӗнче мухтанни те тӳрре килчӗ.
15
Тит эсир пурсӑр та хӑйне итленине, хӑйне хумханса та хисеплесе хапӑл тунине асӑнмассерен сирӗн пата тата ытларах туртӑнать.
16
Эпӗ ӗнтӗ сире пур ӗҫре те шанма юранӑшӑн питӗ савӑнатӑп.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13