bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 10
Hebrews 10
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 11 →
1
Саккун паракан ырӑлӑх – пулас чӑн-чӑн ырӑлӑхсен мӗлки кӑна. Ҫулсерен тӑтӑшах пӗрешкел парнепе Турӑ патне пыракансене вӑл нихӑҫан та чи паха шая ҫитереймест.
2
Ахальлӗн ҫынсем парне кӳме пӑрахӗччӗҫ, мӗншӗн тесен парне кӳрекенсем, пӗрре ҫылӑхран тасалнӑскерсем, хӑйсем ҫылӑхлине пӗлми пулӗччӗҫ.
3
Ҫуллен Турра кӳрекен парне вара ҫылӑх ҫинчен астутарсах тӑрать.
4
Мӗншӗн тесен пӑрупа качака юнӗ ҫылӑха пӗтерме пултараймасть.
5
Ҫавӑнпа та Христос, тӗнчене килсе, ҫапла калать: «Ахаль парне те, пусса панӑ парне те Сана кирлӗ пулмарӗ, ҫавӑнпа Эсӗ Мана ӳт-пӳллӗ турӑн.
6
Пӗтӗмӗшпе ҫунтарнӑ парне те, ҫылӑхшӑн пусса панӑ парне те Сана юрӑхлӑ пулмарӗ.
7
„Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ! – терӗм вара Эпӗ. – Кӗнекере Ман ҫинчен ҫырнӑ пекех, Эпӗ Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм“».
8
Саккунпа кӳрекен парнесенчен: «ахальли те, пусса пани те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пани те, ҫылӑхшӑн кӳни те Сана юрӑхлӑ мар», – тенӗ Вӑл малтан.
9
«Эй, Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ, Эпӗ Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм», – тенӗ Вӑл кайран. Ҫапла майпа кайран каланине ҫирӗплетмешкӗн малтан каланине пӑрахӑҫланӑ.
10
Христос Хӑйӗн ӳтне Турӑ ирӗкӗпе пӗрре тата яланлӑха парнелӗхе кӳнипе эпир тасалнӑ.
11
Кашни священниках кунсерен Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрать, пӗрешкел парнесемех нумай хутчен Турра кӳрет, анчах вӑл парнесем ҫылӑха нихӑҫан та пӗтереймеҫҫӗ.
12
Христос вара, пирӗн ҫылӑхсемшӗн пӗрре парне кӳрсе, Туррӑн сылтӑм енне ӗмӗрлӗхех ларнӑ.
13
Унтан Вӑл Хӑйӗн тӑшманӗсене ури айне тӑвиччен кӗтнӗ.
14
Мӗншӗн тесен Вӑл пӗрре парне кӳрсех Хӑй сӑвапласа тасатнисене яланлӑхах чи паха шая ҫитернӗ.
15
Ун ҫинчен Святой Сывлӑш та ҫирӗплетсе пӗлтерет. Ҫырнинче ҫапла каланӑ:
16
«Ҫав кунсем иртсен, – тет Хуҫа Турӑ, – Эпӗ вӗсене ҫак халала парӑп, Хамӑн саккуна вӗсен чӗрисене хывӑп, ӑс-пуҫне ҫырса хурӑп».
17
«Вӗсен ҫылӑхӗсемпе йӗркесӗрлӗхне те аса илмӗп», – тет Турӑ.
18
Эппин, ҫылӑха каҫарнӑ пулсан, ҫылӑхшӑн парне кӳмелле мар.
19
Ҫапла вара, тӑванӑмӑрсем, Иисус Христос Юнне пула эпир Тасаран таса вырӑна ҫӗнӗ те чӗрӗлӗхлӗ ҫулпа кӗме хӑятпӑр.
20
Ҫав ҫула Вӑл пире чаршав урлӑ, урӑхла каласан, Хӑйӗн ӳчӗ урлӑ ҫӗнӗрен уҫса панӑ.
21
Чаплӑ священникӑмӑра Турӑ кил-ҫуртне пӑхса тӑмашкӑн лартнӑ.
22
Эппин Турӑ патне таса чунпа, тулли ӗненӳпе, ҫылӑхлӑ чӗремӗрсене сӑваплатса-сирпӗтсе, ӳт-пӗве таса шывпа ҫуса кӗрер.
23
Хамӑр ӗненекен шанчӑка иккӗленмесӗр чунтан парӑнар, мӗншӗн тесен Шантараканӗ Хӑйӗн сӑмахне яланах тытать.
24
Пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарар.
25
Хӑшӗ-пӗрисем хӑнӑхса кайнӑ пек, хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар. Ҫав Кун ҫывхарнине пӗлсе пӗр-пӗрне вӑйлӑрах ӳкӗтлер.
26
Енчен те эпир чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн та хамӑр ирӗкпех ҫылӑха кӗретпӗр пулсан, хамӑр ҫылӑхсемшӗн парне кӳме пирӗн урӑх нимӗн те тӑрса юлмасть.
27
Вара пирӗн хӑраса суда кӗтмелли тата Турра хирӗҫҫисене тӗп тӑвасла хаяр вута кӗтмелли ҫеҫ юлать.
28
Кам та пулин Моисей саккунне пӑснине икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, пӑсаканнине вӗлермеллех айӑплаҫҫӗ.
29
Апла пулсан, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Ывӑлне ним вырӑнне хумасӑр, халала ҫирӗплетсе хӑйне тасатнӑ Юна сӑваплӑх вырӑнне хуман, ырӑлӑхлӑ Турӑ Сывлӑшне хурлакан ҫынна епле вӑйлӑрах айӑплав пулӗ!
30
Ҫак сӑмахсене Кам каланине пӗлетпӗр-ҫке-ха: «„Манра – тавӑру, Эпӗ тавӑрса парӑп“, – тет Хуҫа Турӑ». Тата Вӑл ҫапла каланӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑй халӑхне суд тӑвӗ».
31
Чӗрӗ Турӑ аллине лекесси епле хӑрушӑ!
32
Иртнӗ кунсене, ӗненсе ҫутта тухнӑ хыҫҫӑн хӑрушӑ асап тӳссе паттӑрлӑх кӑтартнӑ кунсене, аса илӗр-ха.
33
Пӗр енчен, сире пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑлласа хур тӑватчӗҫ; тепӗр енчен, хӑвӑр юлташӑрсем ҫакна тӳснине курса тӑратӑрччӗ.
34
Тӗрмене хупнисен асапне, ҫав шутрах манӑнне те, эсир те пӗрлех пайлатӑрччӗ. Тӳпере хӑвӑрӑн лайӑхрах, пӗтми пурлӑх пуррине пӗлнӗ пирки ҫӗр ҫинчи пурлӑхӑра туртса илнишӗн те кулянмастӑрччӗ.
35
Малашне те ҫавнашкалах шанчӑкӑра сӳнме ан парӑр, уншӑн сире аслӑран та аслӑ сӑвап пулӗ.
36
Турӑ ирӗкне пурнӑҫласчӗ тесе, Вӑл сӑмах парса шантарнине илесчӗ тесе, малашне те тӳсӗмлӗ пулӑр.
37
Мӗншӗн тесен «кӗтмелли нумаях та юлмарӗ, Килмелли часах килӗ, вӑрах кӗттермӗ.
38
Тӳрӗ пурӑнакан ӗненӳпе чӗрӗ пулӗ. Енчен те вӑл Манран пӑрӑнсан, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑма юрӑхлӑ пулмӗ».
39
Эпир вара Турӑран пӑрӑннӑ пӗтес ҫынсем мар, ҫирӗп ӗненсе чунӑмӑрсене ҫӑлса хӑварас текен ҫынсем.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13