bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 12
Hebrews 12
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 13 →
1
Пире курса-пӗлсе тӑракансем пирӗн йӗри-тавра пӗлӗт пек нумай. Ҫавӑнпа та, ӗнсе ҫинчи ҫӗклеме илсе персе, ҫылӑх тӑллине татса, хамӑр утас ҫула тӳсӗмлӗн утса тухар.
2
Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
3
Халсӑрланса кӑмӑл ҫирӗплӗхне пӗтерес мар тесен, ҫылӑхлӑ ҫынсен мӑшкӑлне Тӳсекенӗ пирки шухӑшлӑр.
4
Эсир, ҫылӑхпа кӗрешсе, юн тӑкман-ха.
5
Ашшӗ ывӑлӗсене каланӑ пек, Турӑ хӑвӑра лӑплантарса каланӑ ҫак сӑмахсене эсир маннӑ: «Ывӑлӑм! Хуҫа Турӑ айӑплавне тӗрӗс хакла, Вӑл сана питлет пулсан, хуйха ан ӳк.
6
Мӗншӗн тесен Хуҫа Турӑ Хӑйне савакана асап кӑтартать, Хӑй кӑмӑллакан ывӑлне чӗн пушӑпа ӑс парать».
7
Ҫавӑнпа та, инкек-синкек килсе тухсан, Турӑ пире Хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хучӗ тейӗр. Ашшӗ айӑпламан ывӑл пулать-и?
8
Мӗн пур ывӑлсене айӑпланӑ пекех сире айӑпламарӗҫ пулсан, эсир вара чӑн ывӑлсем мар, тӑван мар ывӑлсем кӑна.
9
Ҫӗр ҫинчи атте пире айӑпласан эпир ӑна итлетпӗр, чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Атте пулакана пирӗн тата ытларах итлемелле мар-им вара? Ӑна итлени пурӑнӑҫ парать-ҫке-ха!
10
Ҫӗр ҫинчи аттесем пире хӑйсен тӗрӗслӗхӗпе вӑхӑтлӑха кӑна айӑпланӑ. Чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Атте пулакан вара пире усӑ тӑвас тесе, Хӑйӗн сӑвапне парас тесе айӑплав хурать.
11
Кирек епле айӑплав та ҫав вӑхӑтра савӑнтармасть, кулянтарать. Ҫапла ӑс пани каярахпа пире тӳрӗлӗхпе канӑҫлӑх ҫимӗҫӗ парать.
12
Ҫавӑнпа та лӑштӑр кайнӑ ал-урӑрсене тӗреклетӗр,
13
уксахлакан урӑр ан мӑкӑлтантӑрччӗ, сиплентӗрччӗ тесе, тӳрӗ сукмакпа утӑр.
14
Ҫынсемпе килӗштерсе, сӑваплӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Сӑвапсӑр пурӑнсан Хуҫа Туррӑмӑра кураймӑр.
15
Сирӗнтен хӑшӗ те пулин Турӑ ырӑлӑхне ҫухатасран асӑрханӑр. Йӳҫек тымартан наркӑмӑшлӑ хунав тухса сиен ан тутӑрччӗ, нумай ҫынна ан ирсӗрлеттӗрччӗ.
16
Сирӗн хушшӑрта, Исав пек, Турӑран пӑрӑннисем е Турра хисеплеменнисем ан пулччӑр. Исав еткере тивӗҫлӗ малтанхи ачи пулнӑ. Вӑл ҫав тивӗҫе чашӑк яшкалла сутса янӑ.
17
Пӗлетӗр ӗнтӗ, кайран Исав ашшӗн пилне илесшӗн питӗ ҫуннӑ, анчах ӑна пил паман. Куҫҫулӗпе йӗрсе айӑпне йышӑнсан та ӳкӗнме мехел ҫитереймен.
18
Эсир, Израиль халӑхӗ пек, вут-ҫулӑм сирпӗтекен тата чӑн-чӑн ту патне ҫывхармарӑр; тӗттӗмлӗх, сӗмлӗх тата тӑвӑл патне ҫывхармарӑр;
19
эсир труба сасси патне, тӳпери сасӑ патне ҫывхармарӑр. Тӳперен килекен сӑмахсене илтес мар тесе ҫынсем Турра тархасласа йӑлӑннӑ.
20
Мӗншӗн тесен «ҫак ту ҫумне тискер кайӑк сӗртӗнсессӗн те, ӑна чулпа е ухӑпа персе вӗлерӗҫ» тесе хӑйсене чарнине ҫынсем тӳсеймен.
21
Ҫак курӑну питӗ хӑрушӑ пулнӑран Моисей: «Эпӗ хӑранипе чӗтретӗп», – тенӗ.
22
Эсир вара Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Турӑ хули патне, тӳпери Иерусалим патне, пин-пин ангел патне ҫывхартӑр.
23
Эсир савӑнмашкӑн пухӑннӑ малтанхи ывӑлсен Чиркӗвӗ патне ҫывхартӑр. Вӗсен ятне тӳпере ҫырса хунӑ. Эсир пурне те Суд тӑвакан Турӑ патне, паха шая ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсен чунӗсем патне ҫывхартӑр.
24
Эсир Хӑй урлӑ ҫӗнӗ халал панӑ Иисус патне, сӑваплатса сирпӗтмелли Юн патне, ҫывхартӑр. Авель юнӗпе танлаштарсан, Иисус юхтарнӑ Юн чылай мухтавлӑрах.
25
Асӑрханӑр, Турӑ каланине итлемесӗр ан тӑрӑр. Хӑйсене ҫӗр ҫинче асӑрхаттарса калакана итлемен ҫынсем айӑпа юлнӑ пулсан, эпир вара, тӳперен Калакантан пӑрӑнсан, пушшех те айӑплӑ пулӑпӑр.
26
Ун чухне Турӑ сасси ҫӗре кисрентернӗ, халӗ вара Вӑл ҫапла сӑмах панӑ: «Ҫӗре кӑна мар, тӳпене те татах кисрентерӗп».
27
«Татах» тени кисренменни яланах пулмашкӑн кисренекенни, пултарнӑскер, улшӑнасса пӗлтерет.
28
Ҫавӑнпа та пирӗн, кисренмен Патшалӑха тивӗҫлисен, пархатарлӑ пулмалла. Ҫав пархатарпа Турра юрӑхлӑн, чунтан хисеплесе те хӑраса Турӑшӑн тӑрӑшар.
29
Мӗншӗн тесен пирӗн Туррӑмӑр – йӑлтах пӗтерекен вут-ҫулӑм та.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13