bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 4
Hebrews 4
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 5 →
1
Ҫапла вара асӑрханар: Турӑ Хӑйӗн канӑҫлӑхне кӗртме сӑмах пани вӑйра тӑнӑ чухне сирӗнтен хӑшӗ те пулин унта кӗмешкӗн кая ан юлтӑрччӗ.
2
Мӗншӗн тесен вӗсене хыпарланӑ пекех, пире те канӑҫлӑха кӗме хыпар тунӑ. Анчах та вӗсем илтнӗ сӑмах, итлекенсен ӗненӗвӗпе пӗр пулаймасӑр, усса кайман.
3
Эпир вара, ӗненнисем, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗреетпӗр. Турӑ Хӑйӗн ӗҫне тӗнчене пултарсанах вӗҫленӗ пулин те, ҫапла каланӑ: «Эпӗ, вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, ҫиллӗмпе тупа турӑм».
4
Мӗншӗн тесен Ҫырнинче пӗр тӗлте ҫапла калани пур: «Ҫиччӗмӗш кунне вара Турӑ Хӑйӗн мӗн пур ӗҫӗсенчен каннӑ».
5
Ку тӗлте вара: «Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр», – тенӗ.
6
Пӗрисем, Турӑ канӑҫлӑхне кӗме хӑйсене малтанах хыпарланӑ пулин те, пӑхӑнман пирки унта кӗреймен. Унта теприсене кӗмелле тунӑ, вӗсем валли
7
Турӑ темле „паян“ текен кун палӑртать. Чылай вӑхӑт иртсен Турӑ ун ҫинчен, маларах пӗрре каланӑ пек, Давид сӑмахӗсемпе калать: «Паян Унӑн сассине илтес пулсан, эсир чӗрӗрсене ан хытарӑр».
8
Енчен те Иисус Навин вӗсене канӑҫлӑх парайнӑ пулсан, Турӑ урӑх канӑҫлӑх кунӗ ҫинчен каламан пулӗччӗ.
9
Эппин Турӑ халӑхӗн канӑҫлӑха кӗресси малта-ха.
10
Мӗншӗн тесен Туррӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын, Турӑ Хӑйӗн ӗҫӗсенчен каннӑ пекех, ӗҫӗсенчен канӑҫӗ.
11
Ҫапла вара, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗресчӗ тесе тӑрӑшар. Итлеменнисенчен тӗслӗх илсе никам та унта кӗреймесӗр ан юлтӑрччӗ.
12
Мӗншӗн тесен Турӑ сӑмахӗ чӗрӗлӗхлӗ, ӗҫлӗхлӗ. Вӑл ик енӗ те ҫивӗч хӗҫрен те ҫивӗчрех. Вӑл пирӗн ӑша ҫав тери тарӑн – чун-чӗрепе шӑм-шак таранах – витерет. Турӑ сӑмахӗ чӗрери ӗмӗт-шухӑша та хакласа уйӑрса илет.
13
Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.
14
Ҫапла вара, пирӗн тӳпене ҫӗкленнӗ чаплӑран та чаплӑ Аслӑ священник пур, Вӑл Турӑ Ывӑлӗ Иисус, ҫавӑнпа ӗненӗвӗмӗре ҫирӗп тытса пурӑнар.
15
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.
16
Эппин, хамӑра тӗрӗслес вӑхӑтра пулӑшма ырӑлӑхпа тивлет илес тесе, чаплӑран та чаплӑ престол патне ҫирӗп кӑмӑллӑн пырар.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13