bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 7
Hebrews 7
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 8 →
1
Мелхиседек Салим патши тата Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ. Вӑл Авраама патшасене ҫӗнтерсе тавӑрӑннӑ чухне кӗтсе илнӗ те пилленӗ.
2
Авраам вара Мелхиседека вӑрҫӑра ҫӗнсе илнӗ пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне панӑ. Унӑн ятне икӗ тӗрлӗ ӑнлантарма пулать: пӗрремӗшӗнчен, Мелхиседек тени „чӑнлӑх патши“ тени пулать; иккӗмӗшӗнчен, Салим патши тени „канӑҫлӑх патши“ тени пулать.
3
Унӑн ашшӗ-амӑшне те, мӑн аслашшӗсене те никам та пӗлмест, унӑн пурӑнӑҫӗн пуҫламӑшӗпе вӗҫӗ те паллӑ мар. Турӑ Ывӑлӗ евӗрлех, вӑл ӗмӗрлӗх священник пулса тӑрать.
4
Хӑвӑрах куратӑр: пирӗн йӑх тӗпӗ Авраам хӑй те ӑна вӑрҫӑра туртса илнӗ чи лайӑх пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне панӑ пулсан, еплерех чаплӑ пулнӑ вӑл!
5
Саккунпа килӗшӳллӗн, священника тухнӑ Левий тӑхӑмӗсен халӑхран пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне пуҫтармалла. Ҫав вуннӑмӗш пая вӗсем Авраам урлӑ тӑван лекекен ҫынсенченех пуҫтараҫҫӗ.
6
Мелхиседек вара, Левий йӑхӗнчен мар пулин те, Турӑ сӑмах парса шантарнӑ Авраамран пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне илнӗ те ӑна пилленӗ.
7
Паллӑ ӗнтӗ, пил паракан пил илекентен аслӑрах.
8
Пурлӑхӑн вуннӑмӗш пайне кунта вилӗмлӗ ҫынсемех пуҫтараҫҫӗ, унти Мелхиседек пирки вара Ҫырнинче вилнӗ тесе ҫирӗплетмен.
9
Вуннӑмӗш пай пуҫтаракан Левий хӑй те Авраам урлӑ Мелхиседека пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне панӑ теме пулать.
10
Мӗншӗн тесен Мелхиседек Авраама тӗл пулнӑ чухне Левий ҫуралман-ха, вӑл Авраам тӑхӑмӗнче ҫураласси кӑна пулнӑ.
11
Енчен те Левий йӑхӗнчен тухнӑ священниксем халӑха чи паха шая ҫитерейсен (халӑха ун чухне панӑ саккун шӑпах левитлӑх ҫинче никӗсленсе тӑрать), Аарон евӗрлӗ мар, Мелхиседек евӗрлӗ тепӗр Аслӑ священник мӗн тума кирлӗччӗ?
12
Священника тухасси улшӑнни саккуна та улӑштармаллине пӗлтерет.
13
Кам пирки калаҫатпӑр, Ҫавӑ пачах урӑх йӑх-несӗлтен вӗт-ха, вӑл йӑхран никам та нихӑҫан та парне вырӑнӗ умӗнче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑман.
14
Пирӗн Хуҫамӑр, паллӑ ӗнтӗ, Иуда йӑхӗнчен тухнӑ. Вӑл йӑхри ҫынсем священника ларасси пирки вара Моисей пӗр сӑмах та каламан.
15
Мелхиседек евӗрлӗ тепӗр Священник килни ҫакна уҫҫӑнах кӑтартса парать.
16
Вӑл этемле йӑх-несӗл йӗркипе мар, вилӗмсӗр пурӑнӑҫ хӑвачӗпе Священника ларнӑ.
17
Ҫырнинче ҫапла пӗлтернӗ: «Эсӗ – Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗх священник».
18
Малтанхи йӗркене вара хавшак та усӑсӑр пулнӑран улӑштарнӑ.
19
Моисей саккунӗ ниме те чи паха шая ҫитереймен пирки пире ҫӗнӗ шанчӑк панӑ та ӗнтӗ. Ҫав шанчӑка пула эпир Турӑ патне ҫывхаратпӑр.
20
Иисуса Аслӑ священника лартнӑ чухне Турӑ тупа тунӑ.
21
Ыттисене пӗрне те священника тупа туса лартман. Куна вара Турӑ тупа туса ҫапла каланӑ: «Тупа тунӑ Хуҫа Турӑ Хӑй сӑмахне улӑштармӗ: Эсӗ – Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗх Священник».
22
Ку вӑл лайӑхрах халал ҫирӗплӗхне шантараканӗ Иисус пулнине пӗлтерет.
23
Ытти священниксем нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен пӗрисем вилсен вӗсем вырӑнне теприсем ларнӑ.
24
Анчах та Иисус ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ, ӗмӗр-ӗмӗр Священник пулӗ.
25
Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ.
26
Пирӗн Аслӑ священник ҫавнашкал пулмалла та: таса, ҫылӑхсӑр, ҫитменлӗхсӗр. Ӑна, ҫылӑхлисенчен уйӑрса, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленӗ.
27
Унӑн, ытти священниксем евӗр, куллен чи малтан – хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн, унтан халӑх ҫылӑхӗшӗн Турра парне кӳмелле мар. Мӗншӗн тесен Вӑл пӗрре Хӑйне Хӑй парнене кӳнӗ.
28
Саккун тӑрӑх аслӑ священника лартнӑ ҫынсем – ҫитменлӗхлӗ ахаль ҫынсемех. Саккун хыҫҫӑнхи тупа сӑмахӗ вара Аслӑ священника ӗмӗрлӗх паха Турӑ Ывӑлне лартнӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13