bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 8
Hebrews 8
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 9 →
1
Сӑмахӑмӑрӑн тӗшши ҫакӑ пулать: пирӗн Аслӑ священник пур, Вӑл Ҫӳлти Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ;
2
Вӑл чӑн-чӑн кӗлӗ чатӑрӗн Тасаран таса вырӑнӗнче Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрать; ҫав чатӑра этем мар, Хуҫа Турӑ Хӑй лартнӑ.
3
Кирек епле аслӑ священника та ахаль парнесене тата пуснӑ парнесене Турра кӳме лартаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн Священникӑн та Турра кӳрес парни пулмалла.
4
Вӑл ҫӗр ҫинчех юлнӑ пулсан, священник та пулмӗччӗ. Мӗншӗн тесен кунта саккунпа килӗшӳллӗн Турра парне кӳрекен священниксем пур.
5
Вӗсем ҫӗр ҫинче сӑваплӑ вырӑнта Турӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Анчах та ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑн тӳперин мӗлки тата ӗлки кӑна. Мӗншӗн тесессӗн чатӑр лартма пуҫласан Турӑ Моисея ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Асту, – тенӗ Вӑл, – пӗтӗмпех хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту».
6
Анчах та Иисуса шанса панӑ ӗҫ ытти священниксем тӑвакан ӗҫрен тем тери пахарах. Ҫавнашкалах Турӑ этеме Ун урлӑ панӑ ҫӗнӗ халал та малтанхинчен пахарах. Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ халал Турӑ лайӑхраххине шантарни ҫинче никӗсленсе тӑрать.
7
Енчен те малтанхи халалӗ пӗр ҫитменлӗхсӗр пулсан, ҫӗнӗ халал парас та ҫукчӗ.
8
Ҫавӑнпа та вӗсене ӳпкелесе пророк ҫапла калать: «Эпӗ Израиль ҫыннисене, Иуда ҫыннисене ҫӗнӗ халал парас кунсем ҫывхараҫҫӗ, – тет Хуҫа Турӑ.
9
– Ку халал вӗсен мӑн аслашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египетран илсе тухнӑ чухне панӑ халал пек пулмӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем Манӑн халала пӑхӑнса пурӑнас темерӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсенчен пӑрӑнтӑм, – тет Хуҫа Турӑ.
10
– Ҫав кунсем иртсен Эпӗ Израиль ҫыннисене халал парӑп, – тет Хуҫа Турӑ. – Ун чухне Хамӑн саккунсене вӗсен ӑс-пуҫне хывӑп, чӗри ҫине ҫырса хурӑп. Эпӗ вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.
11
Мана пурте, кӗҫӗннинчен пуҫласа чи асли таранах, пӗлнӗ пирки ун чухне никам та пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене: „Хуҫа Турра пӗл“, – тесе каламӗ.
12
Мӗншӗн тесен Эпӗ вӗсен тӗрӗсмарлӑхне хӗрхенсе каҫарӑп, ҫылӑхӗсемпе йӗркесӗрлӗхне те аса илмӗп».
13
Ҫак халала „ҫӗнӗ“ тесе, Вӑл малтанхи кивелнине палӑртнӑ: кивелни вара усӑсӑра тухса часах пӗтмелле.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
Recommended Reading
Commentary
Hebrews Commentaries
→
Devotional
Hebrews Devotional Guide
→
Get This Bible
Chuvash RSO (Синодальный НЗ) Study Bible
→