bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 2
Hebrews 2
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 3 →
1
Ҫавӑнпа та пирӗн, Турӑ ҫулӗнчен пӑрӑнса каяс мар тесен, хамӑра мӗн вӗрентнине асра тытмалла.
2
Мӗншӗн тесен ангелсем урлӑ пӗлтернӗ саккун ҫирӗп пулсан, ҫав саккунран иртсе айӑпа кӗнишӗн тивӗҫлӗ тавӑру илмелле пулсан,
3
эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ.
4
Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне ҫирӗплетмешкӗн Турӑ Хӑй те паллӑсемпе хӑватсем, тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ, Святой Сывлӑшӑн парнисене илмешкӗн те Унран ирӗк пулнӑ.
5
Эпир каласа пӗлтерекен пулас ҫут тӗнчене Турӑ ангелсене пӑхӑнса тӑмалла туман.
6
Ҫырнинче пӗр тӗлте такам ҫапла ҫирӗплетсе калани пур: «Мӗншӗн Эсӗ ҫынсемшӗн тӑрӑшатӑн? Мӗншӗн Эсӗ этем ывӑлӗшӗн тӑрӑшатӑн?
7
Вӑхӑтлӑха Эсӗ ӑна ангелсенчен кӗҫӗнрех турӑн та унтан ӑна мухтавлӑ, чыслӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартрӑн, Ху аллупа пултарнӑ япаласен хуҫи турӑн,
8
пӗтӗмпех унӑн аллине патӑн». Пурне те ҫынна пӑхӑнтартӑн, пӑхӑнманни нимскер те хӑвармарӑн. Хальлӗхе вара эпир ҫынна пурте пӑхӑннине курмастпӑр-ха.
9
Анчах та вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех пулнӑ Иисус Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ мухтавлӑ, чыслӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине куратпӑр. Ҫапла вара, Турӑ тивлечӗпе Вӑл пирӗншӗн кашниншӗн вилнӗ.
10
Мӗн пурри – Турӑшӑн, мӗн пурри – Турӑран. Хӑйне ӗненекен ачисене мухтавлӑ тӑвакан Туррӑн ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен Ҫулпуҫне асап кӑтартса асла кӑлармалла пулнӑ та.
11
Мӗншӗн тесен Тасатаканӗн те, тасалаканӗсен те Ашшӗ пӗрре, ҫавна пула вӗсене тӑвансем темешкӗн вӑтанмасӑр Вӑл ҫапла калать:
12
«Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, ӗненекен ушкӑнра Сана мухтаса юрлӑп».
13
Тата: «Эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп», – тенӗ. Унтан тата: «Акӑ Эпӗ тата Турӑ Мана панӑ ачамсем», – тенӗ.
14
Ҫавӑнпа та ачасем ӳтлӗ-юнлӑ пулнӑран, вӗсем пек пулас тесе, Вӑл Хӑй те ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакна Вӑл Хӑйӗн вилӗмӗпе шуйттанӑн, вилӗм пуҫлӑхӗн, хӑватне пӗтерес тесе,
15
вилӗмрен хӑранипе ӗмӗр тӑршшӗпех чуралӑхра пурӑнакансене пурне те хӑтарас тесе тунӑ.
16
Паллах, Вӑл ангелсене мар, Авраам йӑхне пулӑшмашкӑн килнӗ.
17
Турӑ умӗнче ҫынсен ҫылӑхне каҫарттармашкӑн, хӗрхенӳллӗ те шанчӑклӑ Аслӑ священник пулмашкӑн Унӑн пур енчен те тӑванӗсем пекех пулмалла пулнӑ.
18
Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй, асаппа тӗрӗсленнӗскер, халӗ асап куракансене пулӑшма пултарать.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13