bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 6
Hebrews 6
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 7 →
1
Ҫавӑнпа та Христос вӗрентӗвӗн пуҫламӑшӗнчен тулли пӗлӳ патне хӑвӑртрах куҫар. Никӗсри ансат чӑнлӑхсем ҫинчен: ҫылӑхлӑ ӗҫсем тума пӑрахасси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, тӗне кӗрессипе алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх суд ҫинчен тӑтӑшах калаҫар мар, Вӑл вӗрентнине тӗплӗнрех пӗлсе ҫитме васкар.
3
Турӑ ирӗк парсан эпир ҫапла тӑвӑпӑр та.
4
Ҫакнашкал ҫынсем те пур: вӗсем чӑн ҫутта тухнӑ, ҫӳлти сӑвапа астивнӗ, Святой Сывлӑш илнӗ. Ҫак ҫынсем Туррӑн ырӑ сӑмахне илтнӗ, лери пурӑнӑҫ вӑй-хӑватне те курнӑ. Ҫаксем пӗтӗмпех ырӑлӑх пулнине пӗлсе тӑнӑ ҫинчех вӗсем Турӑран пӑрӑннӑ. Вӗсене ӗнтӗ ӳкӗнтерсе каялла тавӑрма ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ Ывӑлне тепӗр хут пӑталаҫҫӗ, мӑшкӑл тӑваҫҫӗ.
7
Тӑтӑш ҫуса тӑракан ҫумӑра сӑхса, ӗҫлекене тыр-пул ӳстерсе паракан ҫӗр Турӑран пиллӗх илет.
8
Пиҫенпеле хыт-хура ӳстерекен ҫӗр вара ниме юрӑхсӑр, ылхана тивӗҫ. Вӑл вутра ҫунса пӗтӗ.
9
Ҫапах та, савнӑ тӑвансем, эпир ҫак сӑмахсене каларӑмӑр пулин те, сирӗн лару-тӑру лайӑхрах тесшӗн. Эсир ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинче тӑнине пӗлетпӗр.
10
Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхне Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть.
11
Эпир сирӗнтен кашниех тулли шанчӑклӑ пулмашкӑн вӗҫне ҫитичченех ҫавнашкал тӑрӑштӑр тетпӗр;
12
Сирӗнтен пӗри те ан наянлантӑр, хӑйсен ӗненӗвӗпе тӳсӗмлӗхне пула шантарнӑ еткере илме тивӗҫлисем пек пултӑр тетпӗр.
13
Турӑ, Авраама сӑмах панӑ чухне, Хӑйӗнчен аслӑраххи нимӗн те пулманран Хӑйӗнпе тупа тунӑ.
14
Вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пиллемеллипех пиллӗп, санӑн йышна хунанӑҫемӗн хунамалла тӑвӑп».
15
Ҫапла майпа, ҫирӗп тӳсӗмлӗхне пула Авраам хӑйне шантарнине тивӗҫ пулнӑ.
16
Ҫынсем яланах хӑйсенчен аслӑраххипе тупа тӑваҫҫӗ, сӑмах панине тупа туса ҫирӗплетсен, кирек епле тавлашу та вӗҫленет.
17
Ҫавӑнпа Турӑ та, еткер илме тивӗҫлисене Хӑйӗн ирӗкне улӑштарас ҫуккине кӑтартса, Хӑй сӑмах панине тупапа ҫирӗплетнӗ.
18
Икӗ япалара – сӑмах панинче тата тупа тунинче – Турӑ суйма пултараймасть. Ҫакна Вӑл пирӗн, Хӑйӗн хӳттине пынисен, умри шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесе тунӑ.
19
Ҫав шанчӑк чунӑмӑрсемшӗн тӗрек евӗр; вӑл чаршав хыҫӗнчи Тасаран таса вырӑна та кӗрет.
20
Унта пирӗншӗн, Мелхиседек евӗр ӗмӗрлӗх Аслӑ священник пулса, пирӗн умран Иисус кӗнӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
Recommended Reading
Commentary
Hebrews Commentaries
→
Devotional
Hebrews Devotional Guide
→
Get This Bible
Chuvash RSO (Синодальный НЗ) Study Bible
→