bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 3
Hebrews 3
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 4 →
1
Эй, сӑваплӑ тӑванӑмӑрсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр ӗненӗвӗмӗр апостолӗ, Аслӑ священник Иисус Христос ҫинчен шухӑшлӑр-ха.
2
Турӑ кил-ҫуртӗнче Моисей епле шанчӑклӑ пулнӑ, Вӑл та Хӑйне Аслӑ священника лартнӑ Турӑ умӗнче шанчӑклӑ.
3
Кил-ҫурт лартакан ҫурт-йӗрӗнчен мӗн чухлӗ чаплӑрах, Христос та Моисейран ҫавӑн чухлӗ чаплӑрах.
4
Мӗншӗн тесен кирек епле кил-ҫурта та кам та пулин пултарать, пурне те пултараканӗ вара – Турӑ.
5
Моисейӑн Турӑ малашне мӗн пӗлтерессине каласа ҫирӗплетмелле пулнӑ, вӑл Турӑ кил-ҫуртӗнче пур енчен те шанчӑклӑ тарҫӑ пулнӑ.
6
Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр.
7
Ҫавӑнпа та Святой Сывлӑш калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан,
8
пуш хирте Мана тӗрӗсленӗ кун ӳпкеленӗ чухнехи пек чӗрӗрсене ан хытарӑр.
9
Унта, Эпӗ мӗн тунине хӗрӗх ҫул курса тӑнӑ ҫинчех, Мана мӑн аслаҫӑрсем тӗрӗслерӗҫ.
10
Ҫавӑнпа Эпӗ вӑл ӑрӑва ҫилленсе ҫапла каларӑм: кусем шухӑш-кӑмӑлӗпе яланах аташаҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫул-йӗрӗме пӗлес темерӗҫ.
11
Ҫавӑнпа Эпӗ, вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, ҫиллӗмпе тупа турӑм».
12
Тӑванӑмӑрсем! Сирӗнтен хӑшӗ те пулин усал та ултавлӑ чӗреллӗ пуласран, чӗрӗ Турӑран пӑрӑнасран асӑрханӑр.
13
Сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫылӑх илӗртнипе чунне ан хытартӑр тесе, „паян“ теме май пур чухне пӗр-пӗрне куллен ӳкӗтлӗр.
14
Малтанхи ҫирӗп ӗненӗве вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Христоспа пӗр пая кӗреетпӗр.
15
Ҫырнинче калашле: «Эсир паян Унӑн сассине илтес пулсан, ӳпкелешнӗ чухнехи пек чӗрӗрсене ан хытарӑр».
16
Мӗншӗн тесен ҫав сасса илтсессӗн Моисейпа Египетран тухнисенчен хӑшӗ-пӗрисем – пурте мар – ӳпкелешме пуҫланӑ.
17
Хӗрӗх ҫула яхӑн Турӑ кама ҫилӗ тытса тӑнӑ-ха? Ҫылӑха кӗрсе шӑмми-шаккисене пуш хиртех хӑварнисене мар-и вара?
18
Вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма ан кӗрейччӗр тесе, Хӑйне итлеменнисене хирӗҫ тупа туман-им вара Вӑл?
19
Куратпӑр ӗнтӗ: хӑйсен ӗненменлӗхне пула вӗсем чӑнах та канӑҫлӑха кӗреймен.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13