bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 5
Hebrews 5
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 6 →
1
Кирек епле аслӑ священника та ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн кӗлтума, Турра ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме ҫынсем хушшинченех суйласа лартаҫҫӗ.
2
Пӗлменнипе е аташнипе ҫылӑха кӗнисене вӑл хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесен хӑй те ҫитменлӗхсӗр мар.
3
Ҫавӑнпа та унӑн хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн те, ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн те Турра парне кӳрсе тӑмалла.
4
Никам та хӑй тӗллӗн аслӑ священника лараймасть. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама ӑна, Аарона чӗнсе илнӗ пекех, Турӑ чӗнсе илет.
5
Христос та аслӑ священник тивӗҫне Хӑй тӗллӗн илмен. Турӑ Ӑна: «Эсӗ Манӑн Ывӑлӑм, паян Эпӗ Санӑн Аҫу пулса тӑтӑм», – тесе ҫак тивӗҫе панӑ.
6
Тепӗр тӗлте Турӑ ҫапла калать: «Эсӗ, Мелхиседек евӗрлех, ӗмӗрлӗх священник».
7
Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ.
8
Вӑл, Турӑ Ывӑлӗ пулин те, асап витӗр тухса, пӑхӑнмашкӑн вӗреннӗ.
9
Вилсе чӗрӗлсессӗн Вӑл Хӑйне итлекенсемшӗн пуриншӗн те ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнӑ.
10
Вара Турӑ Ӑна Мелхиседек евӗрлех Аслӑ священника лартнӑ.
11
Кун пирки калаҫмалли нумайччӗ, анчах та сире, итлеменскерсене, тӑнлантарма йывӑр.
12
Сирӗн хӑвӑрӑн вӗрентекен пулмашкӑн вӑхӑт ӗнтӗ, анчах та сире Турӑ сӑмахне каллех пуҫламӑшӗнченех вӗрентмелле, сире хытӑ ҫимӗҫ мар, сӗт кирлӗ.
13
Сӗтпе тӑранса пурӑнакан чӑнлӑх сӑмахне пӗлеймӗ, мӗншӗн тесен вӑл ача-ха.
14
Хытӑ ҫимӗҫ вара ҫитӗннисем валли, мӗншӗн тесен вӗсем пурӑнӑҫ курнӑ, ырӑпа усала уйӑрма пӗлеҫҫӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
Recommended Reading
Commentary
Hebrews Commentaries
→
Devotional
Hebrews Devotional Guide
→
Get This Bible
Chuvash RSO (Синодальный НЗ) Study Bible
→