bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 13
Hebrews 13
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
1
Ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр.
2
Ютран килнӗ ӗненекенсемпе тараватлӑ пулӑр, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем пӗлмесӗрех ангелсене хӑна туса янӑ.
3
Хӑвӑр вӗсемпе пӗрле ларнӑ пекех, тӗрмере ларакан ӗненекенсене аса илсех тӑрӑр. Хӑвӑр вӗсемпе пӗрле асап курнӑ пекех, асап куракансене те асрах тытса тӑрӑр.
4
Арлӑ-арӑмлӑ пурӑнӑҫ хисепре пултӑр, мӑшӑрсем пӗр-пӗрне ан улталаччӑр. Улталакансене тата аскӑнланакансене Турӑ суд тӑвӗ.
5
Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп».
6
Ҫавӑнпа та эпир ҫирӗп кӑмӑлпа ҫапла калатпӑр: «Мана Хуҫамӑр пулӑшать, эпӗ нимӗнрен те хӑрамӑп, ҫын мана мӗнех тӑвайӗ?»
7
Хӑвӑра Турӑ сӑмахне вӗрентнӗ ӳкӗтлевҫӗсене асрах тытса тӑрӑр. Вӗсем тивӗҫлӗ пурӑнса тивӗҫлӗ вилнине курсассӑн, вӗсем пекех ӗненме тӑрӑшӑр.
8
Иисус Христос ӗнер те, паян та, ӗмӗр-ӗмӗр – Ҫавах.
9
Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр.
10
Пирӗн хамӑрӑн парне вырӑнӗ пур, ун ҫинчи Турра кӳнӗ ҫимӗҫе кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑракансен те ҫиме юрамасть.
11
Ҫылӑхшӑн парнене кӳнӗ выльӑх-чӗрлӗх юнне аслӑ священник Тасаран таса вырӑна илсе кӗрет, пуснӑ выльӑх-чӗрлӗхне вара тапӑр тулашӗнче ҫунтарса яраҫҫӗ.
12
Ҫавӑнпа та Иисус, ҫынсене Хӑйӗн Юнӗпе сӑвапласа тасатас тесе, хула хапхи тулашӗнче асап курнӑ.
13
Вӑл тӳснӗ мӑшкӑла хамӑр ҫие илер те Ун патне тулашне тухар.
14
Мӗншӗн тесен кунта пирӗн ялан пурӑнмалли хула ҫук, пулас хулана эпир ӑнтӑлса шыратпӑр.
15
Ҫапла вара, Турра яланах Иисус урлӑ мухтав парни кӳрсе тӑрар, урӑхла каласан, тута-ҫӑварӑмӑрсемпе Ӑна мухтар.
16
Пӗрне-пӗри ырӑ тума ан манӑр, туслӑ пурӑнӑр – Турра шӑпах ҫакнашкал парнесем юрӑхлӑ.
17
Хӑвӑр вӗрентӳҫӗрсене итлӗр, пӑхӑнӑр. Вӗсем сирӗншӗн Турӑ умӗнче яваплӑ, ҫавӑнпа вӗсем сирӗн чунӑршӑн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр тесе (вӗсем хуйхӑрса ӗҫленинчен сире усӑ пулас ҫук), вӗсене пӑхӑнӑр.
18
Эпир тӗрӗс пурӑнасчӗ тетпӗр, ҫавӑнпа хамӑр чунсем тасине шанатпӑр. Пирӗншӗн кӗлтӑвӑр.
19
Турӑ мана хӑвӑртрах сирӗн патӑра тавӑрӑнмалла тутӑрччӗ тесе уйрӑмах хытӑ кӗлтӑвӑр.
20
Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри,
21
Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлаччӑр тесе, сире ырӑ ӗҫсем тума май патӑр. Иисус Христос урлӑ Вӑл пире Хӑйне юрӑхлӑ пек тутӑр. Христоса ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! Аминь.
22
Тӑванӑмӑрсем! Ҫак ӳкӗт сӑмахӗсене йышӑнсамӑр. Ҫырасса та эпӗ кӗскен кӑна ҫыртӑм.
23
Тата Тимофей тӑванӑмӑра тӗрмерен кӑларса янине пӗлсемӗр. Ҫывӑх вӑхӑтрах вӑл ман патӑма килес пулсан, иксӗмӗр те сирӗнпе курнӑҫма тӑрӑшӑпӑр.
24
Хӑвӑра вӗрентекенсемпе ӗненекенсене пурне те салам калӑр. Италирисем те сире салам яраҫҫӗ.
25
Сире пурне те Турӑ тивлечӗ пултӑр! Аминь.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13