bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Hebrews 9
Hebrews 9
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 10 →
1
Малтанхи халалӑн та Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмалли йӑли-йӗркисем тата ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑнӗ пулнӑ.
2
Кӗлӗ чатӑрӗ туса лартнӑ, унӑн малти пӳлӗмӗнче ҫутаткӑҫ, сӗтел тата Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсем пулнӑ. Малти пӳлӗме „Таси“ тенӗ.
3
Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче „Тасаран таси“ текен пӳлӗм пулнӑ.
4
Унта ылтӑнран тунӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ тата йӗри-тавра ылтӑнланӑ халал арчи пулнӑ. Ҫав арчара маннӑ тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ кӑларнӑ туйи тата халал сӑмахӗсем ҫырнӑ чул хӑмасем пулнӑ.
5
Арча хупӑлчи ҫинче мухтавлӑх херувимӗсен кӗлеткисем пулнӑ, ҫуначӗсемпе вӗсем „ҫылӑх каҫарттармалли“ текен вырӑна хупласа тӑнӑ. Вӑхӑта перекетлесе ытти япаласем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑмӑпӑр.
6
Ҫакнашкал йӗркеленӗ кӗлӗ чатӑрӗн малти пӳлӗмне Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн священниксем куллен кӗреҫҫӗ.
7
Иккӗмӗш пӳлӗмне вара пӗртен-пӗр аслӑ священникӑн ҫулталӑкра пӗрре кӑна кӗме юрать. Вӑл унта, парне выльӑхӗн юнне сирпӗтсе, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн Турӑран каҫару ыйтать.
8
Кӗлӗ чатӑрне ҫапла йӗркеленипе Святой Сывлӑш ҫакна кӑтартса парать: малти пӳлӗмӗ пур чухне Тасаран таса текен пӳлӗм уҫӑ мар-ха.
9
Ҫак тӗслӗхре хальхи вӑхӑт та сӑнарланнӑ: нимӗнле ахаль парне те, нимӗнле пусса панӑ парне те Турра пуҫҫапаканӑн чун-чӗрине аталантарса ҫитереймест.
10
Тӗрлӗ парне таврашӗ ӗҫсе ҫиес, ҫӑвас йӑлана туса пымаллине кӑна палӑртать. Ӳт-пӳпе кӑна ҫыхӑннӑ ҫак йӑла-йӗркене Турӑ ҫынсене ҫӗнӗ йӗркеччен кӑна тытса пымалла тунӑ.
11
Пире пулас ырӑлӑха паракан Аслӑ священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кӗлӗ чатӑрӗ витӗр Тасаран таса вырӑна кӗнӗ. Вӑл унта качака е пӑру юнне илсе кӗмен, Хӑйӗн Юнне парса пӗрре кӗнӗ. Ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫа Христос пирӗн валли Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
13
Енчен те качакапа пӑру юнне, тына пӑру кӗлне сирпӗтсе ирсӗрленнисене тасатма пулать пулсан,
14
Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ.
15
Ҫавӑнпа та Турӑ этеме панӑ ҫӗнӗ халал Ун урлӑ пулнӑ. Христос пире малтанхи халал саманинче тунӑ ҫылӑхсемшӗн Хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе илнӗ, ҫапла майпа Турӑ шантарнӑ ӗмӗрлӗх еткере илме тивӗҫлисем Турӑ пама пулнине илччӗр тенӗ.
16
Халалӗ пур пулсан, халаллаканӗ вилнине ҫирӗплетмелле.
17
Мӗншӗн тесен халал сӑмахӗ халаллаканӗ вилсен ҫеҫ вӑя кӗрет, халал параканӗ чӗрӗ чухне вӑл вӑйра мар.
18
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ малтанхи халала та юнпа ҫирӗплетнӗ.
19
Моисей, мӗн пур халӑха саккунри пӗтӗм пил-хушусене пӗлтерсе, пӑрупа качака юнӗ, шыв, хӗретнӗ ҫӑм тата иссоп туратне илнӗ те халал кӗнеки ҫине, халӑх ҫине сирпӗтнӗ.
20
Сирпӗтнӗ чухне вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак юн – Турӑ пире пӑхӑнса пурӑнма хушнӑ халала ҫирӗплетекен юн».
21
Унтан вӑл кӗлӗ чатӑрӗ ҫине те, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ чух тыткалакан пур япаласем ҫине те юн сирпӗтнӗ.
22
Саккунпа килӗшӳллӗн, пурне те тенӗ пекех юнпа тасатмалла, юн тӑкмасӑр каҫару та пулмасть.
23
Эппин тӳперин ҫӗр ҫинчи ӗлкисене ҫапла майпа тасатмалла, анчах та тӳперине ку парнесенчен те лайӑхраххипе кӑна тасатма пулать.
24
Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ.
25
Аслӑ священник юн илет те кашни ҫулах Тасаран таса вырӑна парне кӳме кӗрет. Христос вара Хӑйӗн пурӑнӑҫне нумай хутчен памасть.
26
Апла мар пулсан, тӗнчене пултарнӑранпа Унӑн нумай-нумай хутчен асапланмаллаччӗ. Вӑл вара тӗнче пӗтмӗшӗнче, Хӑйне Хӑй Турра пӗр хут парнелӗхе кӳрсе, ҫылӑха пӗтермешкӗн килнӗ.
27
Этеме пӗрре кӑна вилме пӳрнӗ, кайран унӑн Суд умне тӑмалла.
28
Ҫавнашкалах Христос та, нумай ҫыннӑн ҫылӑхне илсе каяс тесе, Хӑйне пӗрре Турра парнелӗхе кӳнӗ. Иккӗмӗш хут килнӗ чухне Вӑл пире ҫылӑхран хӑтарма мар, Хӑйне кӗтекенсене ҫӑлас тесе килӗ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
Recommended Reading
Commentary
Hebrews Commentaries
→
Devotional
Hebrews Devotional Guide
→
Get This Bible
Chuvash RSO (Синодальный НЗ) Study Bible
→