bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 1
Ecclesiastes 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 2 →
1
Екклесиастӑн — Давид ывӑлӗн, Иерусалимри патшанӑн — сӑмахӗсем.
2
Харамран харам, тенӗ Екклесиаст, харамран харам — пурте харамлӑх!
3
Ӗҫлет, ӗҫлет этем ҫӗр ҫинче, мӗн усси ӑна хӑйӗн ӗҫӗнчен?
4
Ӑру килет те, ӑру каять, ҫӗр вара ӗмӗрлӗхе пырать.
5
Хӗвел тухать те, хӗвел анать, вӑл ӑҫтан тухнӑ, ҫавӑнтах васкать.
6
Ҫил кӑнтӑралла вӗрет, ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать, хӑй ҫулӗ ҫинче ҫаврӑнать-ҫаврӑнать те унчченхи тӗлех таврӑнать.
7
Пур юханшыв та тинӗсе юхать, тинӗсӗ пӗрех тулса тӑкӑнмасть: юханшывсем ӑҫталла юхнӑ, вӗсем халӗ те ҫавӑнталлах юхаҫҫӗ.
8
Сӑмах вӑл вӑйсӑр: ҫын пӗтӗмпех каласа параймасть; куҫ курса тӑранаймасть, хӑлха илтсе пӗтереймест.
9
Мӗн пулнӑ, ҫавах пулать; мӗн пулса пынӑ, ҫавах пулса пырать, ҫут тӗнчере нимӗн ҫӗнни те ҫук.
10
Мӗн те пулин пулать те: «кур-ха, ку акӑ ҫӗнӗскер» теҫҫӗ; анчах ку унчченех, пирӗн ӗмӗрчченех, пулнӑ.
11
Унччен пулни асра юлмасть; ӗнтӗ пуласси те кайран килес ҫынсенӗн асне юлмӗ.
12
Эпӗ, Екклесиаст, Иерусалимра Израиль патши пулнӑ.
13
Ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнине пурне те ӑс-хакӑлӑмпа тӗпчес-тишкерес тесе пӗтӗм чӗремрен тӑрӑшрӑм эпӗ: ҫак йывӑр ӗҫе Турӑ этем ывӑлӗсене вӗсем вӗренсе-хӑнӑхса пыччӑр тесе панӑ.
14
Ҫут тӗнчере тӑвакан пур ӗҫе те куртӑм та — акӑ пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!
15
Кукӑрри тӳрӗ пулаймасть, ҫуккине пур тӑваймастӑн.
16
Вара чӗреме ҫапла каларӑм: акӑ эпӗ асла тухрӑм, Иерусалима манран маларах тытса тӑнисенчен пуринчен те ытларах ӑс пухрӑм, чӗрем манӑн пӗлӳпе ӑслӑлӑх нумай илчӗ.
17
Ӑслӑлӑха пӗлсе ҫитес, ӑссӑрлӑхпа ухмахлӑха та пӗлсе ҫитес тесе пӗтӗм чунӑма патӑм эпӗ; пӗлтӗм вара, ку та — ҫил хӑвалани ҫеҫ:
18
мӗншӗн тесессӗн пысӑк ӑслӑлӑх пысӑк хуйхӑ кӳрет; нумай пӗлекен нумай асапланать.
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12