bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 7
Ecclesiastes 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 8 →
1
Ырӑ ят хаклӑ сӗрӗшрен лайӑхрах, вилӗм кунӗ ҫуралнӑ кунран лайӑхрах.
2
Ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫуртне ҫӳриччен — вилнӗ ҫыншӑн хӳхлекенсен килне кайни лайӑхрах: пур ҫыннӑн кунҫулӗ те ҫапла вӗҫленет, чӗрӗ ҫын вара ҫакна хӑй чӗрине илет.
3
Хуйхӑ-суйхӑ кулӑран лайӑхрах: сӑн хурлӑхлӑ чухне чӗре ырӑланать.
4
Ӑслисенӗн чӗри — хӳхлев ҫуртӗнче, ухмахсенӗн чӗри — вӑйӑ-кулӑ ҫуртӗнче.
5
Ухмахсенӗн юррине итличчен — ӑсли питленине итлени лайӑхрах;
6
мӗншӗн тесен ухмахсенӗн кулли — хуран айӗнче кӳкен ҫаппи ҫатӑртатни анчах. Ҫакӑ та — харамлӑх!
7
Ыттисене хӗсӗрлесе ӑсли ухмаха тухать, чӗрене парне те пӑсать.
8
Ӗҫӗн вӗҫӗ — пуҫламӑшӗнчен лайӑхрах; тӳсӗмли мӑнаҫлинчен лайӑхрах.
9
Эсӗ чунупа ҫилленме ан васка: ҫилӗ вӑл ухмахсенӗн ӑшне йӑва ҫавӑрать.
10
«Иртнӗ кунсем хальхи кунсенчен мӗншӗн лайӑхрахчӗ-ши?» тесе ан кала, мӗншӗн тесессӗн ҫакна эсӗ ӑслӑ пулнӑран ыйтмастӑн.
11
Ӑслӑлӑх еткер пекех аван, уйрӑмах — хӗвеле куракансемшӗн:
12
унӑн хӳттинче кӗмӗл хӳттинчи пекех; пӗлӳ усси ҫакӑ: ӑслӑлӑх пурӑнӑҫа упрать.
13
Пӑх-ха Турӑ ӗҫӗ ҫине: Вӑл кукӑр тунине кам тӳрӗ тума пултарайӗ?
14
Тӗрӗс-тӗкел кунсенче ырӑлӑхпа усӑ кур, синкерлӗ кунсенче шухӑшла: ӑна та, кӑна та Турӑ этем Хӑйне хирӗҫ нимӗн те ан калайтӑр тесе тунӑ.
15
Хамӑн харам кунӑмсенче эпӗ пурне те ҫителӗклех куртӑм: тӳрӗ ҫын тӳрӗ пурӑннӑ чухнех вилет; усал ҫын усал тусах нумай пурӑнать.
16
Хӑвна пӗтерес темесессӗн ытлашши тӳрӗ те, ытлашши ӑслӑ та ан пул.
17
Вӑхӑту ҫитиччен вилес темесессӗн усал ан пул, ӑссӑр-тӑнсӑр ан пул.
18
Пӗрне тытса пыни, тепӗрне те пӑрахманни, аллунтан яманни — лайӑх: Турӑран хӑракан пур асапран та хӑтӑлӗ.
19
Ӑслӑлӑх ӑслӑ ҫынна хулара пуҫ пулса тӑракан вунӑ ҫынран та вӑйлӑрах тӑвать.
20
Ҫӗр ҫинче ҫылӑха кӗмесӗр ырӑ туса ҫеҫ пурӑнакан тӳрӗ ҫын ҫук;
21
ҫавӑнпа ӗнтӗ калакан сӑмаха пурне те ан тӑнла — хӑвна чуру мӗнле хӑртнине илтмелле ан пултӑр санӑн;
22
чӗрӳ пӗлет — эсӗ хӑв та ыттисене сахал мар хурланӑ.
23
Ҫакна эпӗ пӗтӗмпех ӑслӑлӑхпа сӑнаса пӑхнӑ; «ӑслӑ пулам» тенӗ; анчах ӑслӑлӑхӗ манран аякра.
24
Мӗн пулни — аякра, тарӑн-тарӑн пытаннӑ: кам пӗлсе ҫитерӗ ӑна?
25
Ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑла пӗлес, тӗпчес, тупас тесе, ҫапла ухмахлӑхӑн, пӗлменлӗхӗн, ӑссӑрлӑхӑн усаллӑхне пӗлес тесе чунтан тимлерӗм те —
26
ҫакна ӑнкарса илтӗм: вилӗмрен те хӑрушӑраххи — хӗрарӑм, мӗншӗн тесессӗн вӑл — таната, унӑн чӗри — серепе, унӑн алли — тӑлӑ; Турӑ умӗнче ырӑ ӗҫ тӑвакан унран хӑтӑлӗ, ҫылӑхли вара ун аллине ҫакланӗ.
27
Пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне сӑнаса, эпӗ акӑ мӗн пӗлтӗм, тенӗ Екклесиаст.
28
Чунӑм тата мӗн шыранӑччӗ-ха, эпӗ мӗн тупаймарӑм-ха? пинрен пӗр арҫынна тупрӑм эпӗ, анчах вӗсем хушшинче пӗр хӗрарӑм та тупаймарӑм.
29
Ӗнтӗ ҫакна ҫеҫ пӗлтӗм: Турӑ этеме таса пултарнӑ, анчах ҫынсем ытлашши пӗлӗве шырама пуҫланӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12