bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 2
Ecclesiastes 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 3 →
1
Каларӑм вара ӑшӑмра: «сана савӑнӑҫпа тӗрӗслесе пӑхам-ха, ырӑлӑхпа килен-ха» терӗм; анчах ҫакӑ та — харамлӑх!
2
Кулӑ пирки: «ку ухмахлӑх!» терӗм, савӑнӑҫ пирки: «ку мӗн тӑвать-ши?» терӗм.
3
Эпӗ ӳтӗме эрехпе килентерме шутларӑм, чӗреме ӑслӑлӑх ертсе пынӑ хушӑрах ухмахла-ҫӑмӑлттайла та савӑнас, этем ывӑлӗсемшӗн мӗн лайӑххине курас, ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен кӗске ӗмӗрӗнче мӗн тума тивӗҫлине пӗлес терӗм.
4
Пысӑк ӗҫсем турӑм эпӗ: хам валли ҫуртсем туса лартрӑм, иҫӗм пахчисем чӗртрӗм,
5
йывӑҫ пахчисемпе катасем лартса тухрӑм, унта паха ҫимӗҫлӗ тӗрлӗрен йывӑҫ ӗрчетрӗм;
6
катари йывӑҫсене шӑварма кӳлӗсем тутартӑм;
7
арҫын тарҫӑсемпе хӗрарӑм тарҫӑсем туянтӑм, манӑн хамӑн килӗмре ҫуралнӑ тарҫӑсем те пурччӗ; манӑн шултӑра выльӑхпа вак выльӑхӗ те Иерусалимра хамран малтан пурӑннисенчен пуринчен те нумайрахчӗ;
8
патшасенчен, тӗрлӗ ҫӗршывран эпӗ ылтӑн-кӗмӗл, чаплӑ мул пуҫтартӑм; арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем пурччӗ манӑн, ар киленӗҫӗ — темӗн чухлӗ ҫум-арӑм — пурччӗ манӑн.
9
Ҫапла эпӗ Иерусалимра халиччен хамран малтан пурӑннӑ пур ҫынран та аслӑрах та чаплӑрах пулса тӑтӑм; ӑслӑлӑхӑм та хампа пӗрлехчӗ.
10
Куҫӑма мӗн килӗшетчӗ, ҫавӑ манӑн пулатчӗ; чӗреме нимӗнле савӑнӑҫран та катса хӑвармарӑм, мӗншӗн тесессӗн пур ӗҫӗмре те чӗрем хӗпӗртесе тӑратчӗ; ку вӑл мана пӗтӗм ӗҫӗмшӗн тивӗҫнӗ парне пулнӑ.
11
Ӗнтӗ аллӑм тунӑ мӗнпур ӗҫе, ҫав ӗҫсене тунӑ чухне мӗнле вӑй хунине пӑхса тухрӑм та — акӑ пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ, ҫӗр ҫинче вӗсенчен нимӗн усси те ҫук!
12
Тата эпӗ ӑслӑлӑха, ӑссӑрлӑхпа ухмахлӑха ӑнкарасшӑн пултӑм: этем тени патша тунинчен ытларах мӗн тума пултарайтӑр?
13
Вара ҫакна куртӑм: ҫутӑ сӗмлӗхрен лайӑхрах пулнӑ евӗр, ӑслӑлӑх ӑссӑрлӑхран лайӑхрах:
14
ӑслӑ ҫыннӑн куҫӗ — хӑйӗн пуҫӗнче, ухмаххи вара сӗмлӗхре ҫӳрет; анчах ҫакна та пӗлтӗм: вӗсене пурне те пӗр шӑпа кӗтет.
15
Ӗнтӗ ӑшӑмра ҫапла каларӑм: «мана та ухмах шӑпиех тивӗҫет, мӗншӗн-ха эпӗ питӗ ӑслӑ пулма тӑрӑшрӑм?» Вара ӑшӑмра ҫапла каларӑм: ҫакӑ та — харамлӑх:
16
ӑслине те, ухмаххине те ӗмӗрех асра тытмӗҫ; ҫитес кунсенче пурте манӑҫа тухӗ, шел! ӑсли те ухмахпа танах вилет.
17
Ӗнтӗ пурӑнӑҫа курайми пултӑм, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пулакан-тӑвакан ӗҫсем мана йӗрӗнтерсе ҫитерчӗҫ: пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!
18
Вара ҫӗр ҫинче тунӑ пӗтӗм ӗҫӗме курайми пултӑм, мӗншӗн тесессӗн ӑна хам хыҫҫӑн килес ҫынна хӑварма тивет.
19
Кам пӗлет ӑна: те ӑслӑ ӗнтӗ вӑл, те ухмах? Вӑл вара эпӗ ӗҫлесе тунӑ пӗтӗм ӗҫӗмпе, ӑсӑм-тӑнӑмпа тунӑ ӗҫӗмпе хуҫаланӗ. Ҫакӑ та — харамлӑх!
20
Вара ҫӗр ҫинче ӗҫлесе тунӑ пӗтӗм ӗҫӗме чӗрем мантӑр, пӑрахӑҫлатӑр терӗм,
21
мӗншӗн тесессӗн ҫынни ӑстайлӑ, пӗлсе, ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, анчах мӗн тунине унӑн ҫав ӗҫе туман тепӗр ҫынна парса хӑварма тивет. Ҫакӑ та — харамлӑх, тем тӗрлӗ усаллӑх!
22
Ҫак ҫӗр ҫинче ҫапла ӗҫлесе, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшса тунӑ ӗҫӗнчен мӗн усси-ха ҫав ҫынна?
23
Унӑн пӗтӗм кунҫулӗ — хуйхӑ-суйхӑ ҫеҫ, ӗҫӗсене пула канӑҫ курмасть вӑл; унӑн чӗри ҫӗрле те канма пӗлмест. Ҫакӑ та — харамлӑх!
24
Ӗҫсе ҫиес, чунне ӗҫӗпе савӑнтарас ырӑлӑх та этемӗн хӑйӗн ирӗкӗнчен килмест. Куртӑм эпӗ, ҫакӑ та — Турӑ аллинче:
25
Вӑл памасассӑн, кам ҫиейӗ, кам савӑнайӗ?
26
Хӑйӗн умӗнче ырӑ тӑвакан ҫынна Турӑ ӑслӑлӑх та, пӗлӳ те, савӑнӑҫ та парать; ҫылӑхлине ӗҫ парать — вӑл мул пуҫтартӑр-пухтӑр, кайран мулне Турӑ умӗнче ырӑ тӑвакана парса хӑвартӑр. Ҫакӑ та — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12