bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 4
Ecclesiastes 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 5 →
1
Тимлесе пӑхрӑм та — ҫак ҫӗр ҫинче пулакан тем тӗрлӗ пусмӑра куртӑм: акӑ пусмӑртисенӗн куҫҫулӗ, анчах вӗсене йӑпатаканӗ ҫук; пусмӑрҫисен аллинче — вӑй, ӗнтӗ асапланакансене йӑпатаканӗ ҫук.
2
Вара тахӑҫан вилнисем чӗррисенчен, халӗ те пурӑнаканнисенчен телейлӗрех пулнине ӑнланса илтӗм;
3
анчах вӗсенчен те телейлӗреххи — ҫуралманни, ҫӗр ҫинче тӑвакан усал ӗҫсене курманни.
4
Эпӗ тата ҫакна куртӑм: кирек мӗнле ӗҫ те, ӗҫри кирек мӗнле ӑнӑҫу та ҫынсем хушшинче кӗвӗҫӳ ҫуратать. Ҫакӑ та — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!
5
Ухмаххи, аллине усса, ӳтне кӑшласа ларать.
6
Лӑпкӑн ӗҫлесе тупнӑ пӗр ывӑҫ — хӗвӗшсе те ҫил хӑваласа тупнӑ йӗкӗр ывӑҫран лайӑхрах.
7
Тимлесе пӑхрӑм та — ҫӗр ҫинче тепӗр харамлӑх куртӑм:
8
пӗччен ҫын, урӑх никам та ҫук; ывӑлӗ те, тӑванӗ те ҫук унӑн, ӗҫӗ-терчӗ вара вӗҫӗмсӗр, куҫӗ те пуянлӑхпа тӑрана пӗлмест. «Камшӑн ӗҫлетӗп-ха, мӗншӗн чунӑма канӑҫ памастӑп-ха эпӗ?» Ҫакӑ та — харамлӑх, ырӑ мар ӗҫ ку!
9
Пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн ӗҫӗнче ырӑ пайта пур:
10
пӗри ӳксессӗн, теприйӗ хӑйӗн юлташне ҫӗклесе тӑратать. Пӗччен ҫын ӳксессӗн вара, ҫӗклесе тӑратаканӗ ҫук пулсассӑн, хӗн килет ӑна.
11
Иккӗн выртнӑ чухне те вӗсене ӑшӑрах; пӗччен ҫыннӑн вара мӗнле ӑшӑнас-ха?
12
Кам та пулин пӗр ҫыннине хӗстерме пуҫласассӑн, ӑна иккӗн парӑнмаҫҫех вӗсем: виҫҫӗлле явнӑ ҫип те часах татӑлмасть.
13
Чухӑн, анчах ӑслӑ яш ача — ӑс панине итлеме пӗлмен ватӑ та ӑссӑр патшаран лайӑхрах;
14
вӑл, хӑйӗн патшалӑхӗнче чухӑнлӑхра ҫуралнӑ пулин те, тӗрмерен тухса патшана ларӗ.
15
Эпӗ ӗнтӗ ҫӗр ҫинче ун вырӑнне ларнӑ тепӗр яш ачана та, унпа пӗрле ҫӳрекен пӗтӗм ҫынна та куртӑм.
16
Ун умӗнче пыракан халӑхӑн имӗ-сумӗ те ҫукчӗ, анчах ҫакӑ каярах килекеннисене савӑнтармӗ. Ҫакӑ та — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!
17
Турӑ ҫуртне утнӑ чухне уруна астуса пыр, итлеме пӗлни ӑссӑр ҫынсем парне кӳнинчен лайӑхрах: вӗсем ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа усал ӗҫ тӑваҫҫӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12