bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 5
Ecclesiastes 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 6 →
1
Чӗлхӳпе нумай калама ан васка, чӗрӳ те Турӑ умӗнчи сӑмахне калама ан хыпалантӑр; Турӑ тӳпере, эсӗ вара ҫӗр ҫинче, ҫавӑнпа сӑмаху нумай ан пултӑр.
2
Ҫыннӑн ӗҫӗ-хӗлӗ нумай пулнине кайран унӑн ыйхи мӗнле пулнинчен пӗлнӗ евӗр, ӑссӑр ҫынна сӑмахӗ нумай пулнӑран пӗлсе илетӗн.
3
Турра сӑмах парсассӑн, ӑна пурӑнӑҫлама ан вӑрахла, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ухмахсене кӑмӑлламасть: мӗн тума асӑнтӑн — ту.
4
Сӑмах парса ӑна пурӑнӑҫламаннинчен — сӑмах паманни лайӑхрах.
5
Чӗлхӳ-ҫӑварна хӑвӑн ӳтне ҫылӑха кӗртме ан пар, [Турӑ] Ангелӗ умӗнче: «йӑнӑш пулчӗ ку!» тесе ан кала. Хӑвӑн сӑмахупа Турра ан ҫиллентер, Вӑл санӑн аллун ӗҫне пӗтерсе ан пӑрахтӑр.
6
Нумай тӗлӗкре, нумай сӑмахри пекех, кӑлӑххи нумай; эсӗ вара Турӑран хӑраса тӑр.
7
Эхер те эсӗ, хӑш-хӑш ҫӗрте чухӑна хӗсӗрленине тата сутпа тӳрӗлӗхе пӑснине курсассӑн, ҫавӑнтан ан тӗлӗн, мӗншӗн тесессӗн аслине аслӑраххи, вӗсене вара тата аслӑраххи асӑрхаса тӑрать;
8
ҫӗршывӑн чи чапли вара — ҫӗршывшӑн тӑрӑшакан патша.
9
Кӗмӗле юратакан кӗмӗлпе тӑранаймӗ; пуянлӑха юратаканшӑн унран усси ҫук. Ҫакӑ та — харамлӑх!
10
Пурлӑх хушӑнать те — унпа усӑ куракансен йышӗ те хушӑнать; хуҫишӗн мӗн ырри ӗнтӗ ҫакӑ: куҫӗпе курни ҫеҫ мар-и?
11
Ӗҫлекен ҫыннӑн — сахал ҫисессӗн те, нумай ҫисессӗн те — ыйхи тутлӑ; пуян ҫынна вара ытлашши ҫини ҫывӑрма памасть.
12
Ҫут тӗнчере эпӗ курнӑ питех те асаплантаракан чир пур: хуҫи упракан пуянлӑх хуҫинех сиен кӳрет.
13
Ҫав пуянлӑх инкеклӗ самантсенче пӗтет: хуҫанӑн акӑ ывӑл ҫуралнӑ, анчах унӑн аллинче ӗнтӗ нимӗн те ҫук.
14
Амӑш варӗнчен мӗнле ҫара тухнӑ, мӗнле килнӗ, вӑл кайма та ҫавӑн пекех каять, хӑй мӗн ӗҫлесе тунинчен аллипе нимӗн те илсе каяймасть.
15
Йывӑр чир ку: ҫын мӗнле килнӗ, яланлӑха та ҫавӑн пекех каять. Ӗҫӗ ҫилпе вӗҫсе кайнинчен мӗн усси-ха ӑна?
16
Хӑй вара ӗмӗрӗ тӑршшӗпех апатне те тӗттӗмре ҫеҫ ҫинӗ, тем тӗрлӗ вӗчӗрхенсе те пӑшӑрханса, кӳренсе пурӑннӑ.
17
Акӑ эпӗ тата ыррине, кӑмӑллине куртӑм: ҫут тӗнчере ҫыннӑн Турӑ панӑ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ӗҫсе-ҫисе, хӑй тӑвакан пур ӗҫӗн ырӑлӑхӗпе киленсе пурӑнмалла: ку вӑл — унӑн шӑпи.
18
Эхер те хӑш ҫынна Турӑ пуянлӑхпа пурлӑх панӑ пулсассӑн, вӗсемпе усӑ курма, хӑйӗн пайне илме, хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе савӑнма ирӗк те панӑ пулсассӑн, ку вӑл — Турӑ панӑ телей.
19
Турӑ унӑн чӗрине ҫапла савӑнтарать пулсассӑн, этем хӑйӗн пурӑнас кунӗсем ҫинчен питех шухӑшламӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12