bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 3
Ecclesiastes 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 4 →
1
Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур:
2
ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт;
3
вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт;
4
йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт;
5
чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт;
6
шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт;
7
ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт;
8
юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.
9
Ӗҫлекен ҫынна хӑй мӗн ӗҫленинчен мӗн усси?
10
Этем ывӑлӗсем вӗренсе-хӑнӑхса пыччӑр тесе Турӑ вӗсене мӗнле йывӑр ӗҫ панине куртӑм эпӗ.
11
Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗмпех илемлӗ пултарнӑ, этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ, ҫапах та этем Турӑ тӑвакан ӗҫсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ӑнланса ҫитереймест.
12
Эпӗ ӗнтӗ ҫакна пӗлсе ҫитрӗм: вӗсемшӗн хӑйсенӗн пурӑнӑҫӗнче савӑнассинчен, ырӑ тӑвассинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук.
13
Ҫын ӗҫет-ҫиет пулсассӑн, кирек мӗнле ӗҫӗнче те ыррине курать пулсассӑн, ку вӑл — Турӑ панӑ телей.
14
Пӗлсе ҫитрӗм эпӗ: Турӑ тӑвакан пур ӗҫ те — ӗмӗрлӗхе: ун ҫумне нимӗн те хушаймастӑн, унран нимӗн те кӑларса пӑрахаймастӑн — Турӑ Хӑй умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑччӑр тесе ҫапла тӑвать.
15
Мӗн пулнийӗ халӗ те пур, мӗн пуласси ӗлӗкех пулнӑ — Турӑ иртнине те каялла тавӑрать.
16
Ҫӗр ҫинче эпӗ тата ҫакна куртӑм: тӳрӗ сут тумалли вырӑнта — ултавлӑх; тӗрӗс тӑвас вырӑнта — тӗрӗсмарлӑх.
17
Ӑшӑмра вара ҫапла каларӑм: «тӳрӗ ҫынна та, усал ҫынна та Турӑ сут тӑвӗ, мӗншӗн тесессӗн унта кашни япаланӑн, кашни ӗҫӗн — хӑйӗн вӑхӑчӗ» терӗм.
18
Ӑшӑмра этем ывӑлӗсем пирки ҫапла каларӑм: Турӑ вӗсене сӑнаса пӑхтӑр, вӗсем хӑйсем халлӗн выльӑх ҫеҫ иккенне курччӑр, терӗм;
19
мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсен шӑпи те, выльӑх шӑпи те — пӗрех: лешӗсем те вилеҫҫӗ, кусем те вилеҫҫӗ, пурте пӗр сывлӑшпа пурӑнать, этем выльӑхран мала мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗмпех — харамлӑх!
20
Пурте пӗр вырӑна каять: пурте тӑпраран пулнӑ, пурте каллех тӑпра пулать.
21
Кам пӗлесси пур: этем ывӑлӗсен чунӗ-чӗмӗ ҫӳле ҫӗкленет-ши, выльӑхсенӗн чунӗ-чӗмӗ аяла, ҫӗр ӑшне, анать-ши?
22
Вара ӑнлантӑм эпӗ: этемшӗн хӑйӗн ӗҫӗпе савӑнса-киленсе пурӑннинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл — ӑна пӳрнӗ шӑпа; кайран хӑй хыҫҫӑн мӗн пулассине курма кам илсе килтӗр-ха ӑна?
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12