bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 9
Ecclesiastes 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 10 →
1
Ҫакна пурне те чӗремпе тимлесе тӗпчесессӗн пӗлтӗм вара: сӑваплисем те, ӑслисем те, вӗсенӗн ӗҫӗ те — Турӑ аллинче, этем хӑйне малашлӑхра мӗн кӗтнине — юрату-и, курайманлӑх-и — пачах та пӗлмест.
2
Пурне те — пӗриех: тӳрӗ ҫынпа тӳрӗ мар ҫынна та, ыррипе [усаллине те], тасипе таса маррине те, парне кӳрекеннипе парне кӳменнине те; ырӑ тӑваканнине те, ҫылӑхлине те; тупа тӑваканнине те, тупа тума хӑраканнине те пӗр шӑпа кӗтет.
3
Ҫакӑ ӗнтӗ — ҫут тӗнчере пурте ҫапла пулса пыни, пурне те пӗр шӑпа кӗтни — пур тӗлӗшпе те япӑх. Этем ывӑлӗсен чунӗ усаллӑхпа тулнӑ, вӗсен чӗринче, вӗсен пурӑнӑҫӗнче — ӑссӑрлӑх; ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем вилнисем патне каяҫҫӗ.
4
Чӗррисем хушшинчи этемӗн ӗмӗчӗ пур-ха, мӗншӗн тесессӗн чӗрӗ йытта та вилнӗ арӑсланран лайӑхрах.
5
Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсене урӑх нимӗн те тавӑрса памаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен манса та кайнӑ,
6
вӗсенӗн юратӑвӗ те, курайманлӑхӗ те, кӗвӗҫӗвӗ те ҫухалнӑ, текех ӗнтӗ вӗсене ҫут тӗнчере мӗн пулса пынинчен ӗмӗрне те пай тухмӗ.
7
Ҫапла вара хӑвӑн ӗҫӳсене Турӑ кӑмӑл курнӑ чухне ҫӑкӑрна хӗпӗртесе ҫи, эрехне чунна савӑнтарса ӗҫ.
8
Санӑн тумтирӳ кирек хӑҫан та ҫутӑ пултӑр, пуҫна сӗрнӗ ҫу ан иксӗлтӗр.
9
Хӑвӑн харам пурӑнӑҫунта юратнӑ арӑмупа пурӑнса килен, ӑна сана Турӑ ҫӗр ҫинчи харам кунусенче пӗрле пурӑнма панӑ: ку вӑл — пурӑнӑҫун шӑпи, ҫӗр ҫинче тӑвакан ӗҫӳсен шӑпи.
10
Аллу мӗн тума пултарнине пурне те хӑвӑн вӑйна кура ту; ху кайса выртас ҫӑва шӑтӑкӗнче ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑс та ҫук.
11
Пӑхрӑм та ҫут тӗнчере ҫакна куртӑм: ӑмӑртса чупнӑ чухне ӑнӑҫӑвӗ — ҫивӗччисене мар, ҫӗнтерӳ — паттӑррисене мар, ҫӑкӑр — ӑсчахсене мар, пуянлӑх — ӑслӑ-тӑнлисене мар, чыс-хисеп — вӗреннисене мар иккен, пурте вӑхӑтран, ӑнсӑртран килет.
12
Этем хӑйӗн вӑхӑтне пӗлеймест. Пулӑ синкерлӗ сӗрекене лекнӗ пекех, кайӑк серепене лексе чӑлханса ӳкнӗ пекех, этем ывӑлӗсем те хӑйсене ӑнсӑртран килсе ҫапакан инкеклӗ вӑхӑтра ҫакланаҫҫӗ.
13
Эпӗ тата ҫут тӗнчере акӑ мӗнле ӑслӑлӑх куртӑм, вӑл мана пысӑк пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнчӗ:
14
акӑ пысӑках мар хула, унта халӑхӗ те нумаях мар; ун патне аслӑ патша ҫитсе тӑнӑ та, хӗссе хурса, вӑйлӑн хупӑрласа илнӗ;
15
анчах хулара пӗр ӑслӑ чухӑн тупӑннӑ, ҫав хулана вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫӑлса хӑварнӑ; апла пулин те ҫак чухӑн ҫынна никам та аса илмен.
16
Эпӗ вара ҫапла каларӑм: ӑслӑлӑх — вӑйран лайӑхрах, ҫапах та чухӑн ҫыннӑн ӑслӑлӑхне вырӑна хумаҫҫӗ, унӑн сӑмахне итлемеҫҫӗ.
17
Ӑслӑ ҫыннӑн лӑпкӑн каланӑ сӑмахне пӗр-пӗр пуҫлӑх ухмахсем хушшинче кӑшкӑрашнинчен лайӑхрах итлеҫҫӗ.
18
Ӑслӑлӑх ҫар кӑралӗнчен лайӑхрах; анчах та ҫылӑха кӗнӗ пӗр ҫынах ыррине нумай пӗтерет.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12