bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 6
Ecclesiastes 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 7 →
1
Ҫӗр ҫинче эпӗ курнӑ пӗр усаллӑх пур, вӑл ҫынсем хушшинче тӑтӑшах тӗл пулать:
2
Турӑ этеме пуянлӑх та, пурлӑх та, чап та парать, ӑна хӑй мӗн кӑмӑл туни пӗтӗмпех ҫитсе пырать; анчах Турӑ ӑна ҫакӑнпа усӑ курма памасть, унпа ют ҫын усӑ курать: ку вӑл — харамлӑх, йывӑр чир!
3
Эхер те пӗр-пӗр ҫын, ҫӗр ача ҫуратса, нумай ҫул пурӑннӑ пулсассӑн, ӗмӗрӗ унӑн татах тӑсӑлса пынӑ пулсассӑн, анчах унӑн чунӗ ырӑлӑхпа киленеймен пулсассӑн, ӑна тирпейлесе те пытарайман пулсассӑн, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: вилӗ ҫуралнӑ ача унран телейлӗрех, тейӗттӗм,
4
мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫине кӑлӑхах килсе ӗмӗрлӗх сӗмлӗхе кайнӑ, унӑн ячӗ те сӗмлӗх айне пулнӑ.
5
Вӑл хӗвеле те курман, пӗлмен: ӑна леш ҫынран канлӗрех.
6
Лешӗ вара, икӗ пин ҫул пурӑнас пулсассӑн та, хӑйӗн мулӗпе-ырлӑхӗпе киленме пӗлменскер, ҫав пӗр вырӑнах каймасть-и-ха?
7
Этемӗн пӗтӗм ӗҫӗ — хӑй хырӑмӗшӗн, анчах чунӗ унӑн тӑранаймасть.
8
Ӑсли ухмахран мӗн тӗлӗшӗнчен лайӑхрах? Пурӑнӑҫра чухӑн мӗн тумаллине пӗлет пулин те, ӑна ҫакӑнтан мӗн усси?
9
Чунпа аташса ҫӳриччен куҫпа курни лайӑхрах. Ҫакӑ та — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!
10
Ҫӗр ҫинче мӗн пуррине ят панӑ ӗнтӗ, этем мӗнли те паллӑ, вӑл хӑйӗнчен вӑйлӑраххипе тавлашма пултараймасть.
11
Пушӑ сӑмах нумай: этеме унран мӗн усси?
12
Этем пурӑнӑҫӗнче — ӗмӗлке пек пурӑнса ирттерекен хӗвӗшӳллӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗнче — уншӑн мӗн лайӑххине кам пӗлме пултарӗ? Хӑй хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче мӗн пулассине этеме кам калӗ?
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12