bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 10
Ecclesiastes 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 11 →
1
Вилӗ шӑна мирӑ шӑратаканӑн ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшне пӑсса пӑсӑк шӑршӑллӑ тӑвать; хисеплӗ ҫыннӑн чӗптӗм ухмахлӑхӗ те унӑн ӑслӑлӑхӗпе чысне ҫавӑн пекех пӑсса хӑварать.
2
Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри — сылтӑмалла, ухмах ҫыннӑн чӗри — сулахаялла.
3
Ухмах ҫын ҫулпа ҫеҫ утса пырать — вӑл ухмах пулнине кирек кам та курать.
4
Сана ҫилленнӗ пуҫлӑх ҫилли вутла хыпса илтӗр, эсӗ тухса кайма ан васка: йӑвашлӑх пысӑк айӑпа та каҫарттарать.
5
Ҫӗр ҫинче эпӗ тата тепӗр усаллӑх куртӑм, ӑна хуҫаран килекен айӑп темелле:
6
пӗлменлӗхе мала хураҫҫӗ, пуянсем вара кӗҫӗне юлаҫҫӗ.
7
Эпӗ чура пулмалли ҫынсем утпа ҫӳренине, аслӑ улпутсем вара, чура пек, ҫуран ҫӳренине куртӑм.
8
Шӑтӑк алтакан ҫав шӑтӑках ӳкет, хӳме ҫӗмӗрекене ҫӗлен сӑхать.
9
Вырӑнтан вырӑна чул куҫаракан пилӗкне хуҫма пултарать, вутӑ ҫуракан вутӑранах инкек курма пултарать.
10
Пуртӑ мӑкалсассӑн, ӑна хӑйраса ҫивӗчлетмесессӗн, ытларах вӑй хума тивет; ӑслӑлӑх вара ҫавна тӳрлетме пӗлет.
11
Ҫӗленӗ тухатичченех сӑхнӑ пулсассӑн, ӗнтӗ тухатаканӗ те кирлӗ мар.
12
Ӑслӑ ҫын ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмах — тивлетлӗх, ухмах ҫыннӑн ҫӑварӗ вара ӑна хӑйнех пӗтерет:
13
вӑл калама тытӑннӑ сӑмахӑн пуҫламӑшӗ — ухмахлӑх, калаҫӑвӗн вӗҫӗ — ӑссӑрлӑх.
14
Ухмах ҫын нумай калаҫать. Этем мӗн пуласса пӗлмест. Ун хыҫҫӑн мӗн пуласса ӑна кам пӗлтерӗ?
15
Ухмах ҫынна хӑйӗн ӗҫӗ ӗшентерет, мӗншӗн тесессӗн вӑл хула ҫулне те пӗлмест.
16
Эй ҫӗрӗм, патшу тарҫӑсем хушшинчен тухнӑ пулсассӑн, пуҫлӑхусем ирех ӗҫме-ҫиме пикенеҫҫӗ пулсассӑн, хуйхӑ ҫитрӗ ӗнтӗ сана!
17
Эй ҫӗрӗм, патшу чыслӑ ӑруран ҫуралнӑ пулсассӑн, пуҫлӑхусем иртӗхсе мар, вӑй илмелӗх ҫеҫ, хӑй вӑхӑтӗнче ҫеҫ апатланаҫҫӗ пулсассӑн, ырӑлӑх сана!
18
Наянлӑха пула мачча авӑнса анать, алӑ усӑнсассӑн, ҫурта шыв кайма тытӑнать.
19
Ӗҫке рехетленме ирттереҫҫӗ, эрех пурӑнӑҫа хаваслӑрах тӑвать; ҫакӑншӑн вара кӗмӗл саплаштарать.
20
Патшана ӑшӑнта та ан хурла, пуяна ҫывӑрмалли пӳлӗмӳнте те ан сивле: вӗҫен кайӑк сан сӑмахна урӑх ҫӗре ҫитерме пултарать, вӑл, ҫунатлӑскер, эсӗ мӗн каланине каласа кӑтартма пултарать.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12