bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 11
Ecclesiastes 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 12 →
1
Ҫӑкӑрна шыв тӑрӑх яр — ӑна эсӗ чылай кунран тупатӑн.
2
Хӑвӑн пайна ҫичӗ-сакӑр ҫыннах пар: ҫӗр ҫинче мӗнле инкек пуласса пӗлместӗн эсӗ.
3
Ҫумӑр пӗлӗчӗсем тулса ҫитсессӗн, ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫума пуҫлӗ; йывӑҫ кӑнтӑр еннелле е ҫурҫӗр еннелле ӳксессӗн, вӑл ӳкнӗ вырӑнтах выртса юлӗ.
4
Ҫиле сӑнаса тӑраканӗ акаймӗ; ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫине пӑхаканӗ вырса илеймӗ.
5
Эсӗ, ҫил ҫулӗсене пӗлеймен пекех, йывӑрланнӑ арӑм варӗнче шӑмӑсем мӗнле ӳснине пӗлеймен пекех, пурне те тӑвакан Туррӑн ӗҫне те пӗлеймӗн.
6
Ирхине вӑрлӑхна ак, каҫхине те аллуна канӑҫлӑх ан пар, мӗншӗн тесессӗн эсӗ пӗри е тепӗри ӑнӑҫлӑрах пулассине е иккӗшӗ те пӗр пекех аван пулассине пӗлместӗн.
7
Ҫутӑ хаваслӑ, хӗвеле курма куҫа кӑмӑллӑ.
8
Этем нумай ҫул пурӑнас пулсассӑн та ӗмӗрӗ тӑршшӗпех савӑнса пурӑнтӑр, анчах хура кунсем нумай пулассине те ан мантӑр: мӗн пуласси пӗтӗмпех — харамлӑх!
9
Эй яш ача, ҫамрӑк чухне савӑн, чӗрӳ санӑн ҫамрӑклӑхра савӑнӑҫ курса юлтӑр, чӗрӳ ӑҫталла туртать, куҫу ӑҫталла пӑхать — ҫавӑнталла кай; анчах пӗлсе тӑр: ҫакӑншӑн пуриншӗн те Турӑ сана сут умне тӑратӗ.
10
Хурлӑха хӑвала чӗрӳ патӗнчен, пӑрса яр усаллине ӳтӳ патӗнчен: ачалӑхпа ҫамрӑклӑх та — харамлӑх.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12