bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Ecclesiastes 12
Ecclesiastes 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
1
Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр: йывӑр кунсем ҫитичченех, хӑвах «вӗсен ним ырри те ҫук!» теес ҫулсем ҫитичченех,
2
хӗвелпе ҫутӑ, уйӑхпа ҫӑлтӑрсем сӳнсе ларичченех, ҫумӑр хыҫҫӑн татах ҫумӑр пӗлӗчӗсем капланса тухичченех асӑнтан ан кӑлар.
3
Ҫав кун кил-ҫурта хураллакансем чӗтрене ерӗҫ, вӑй-халлӑ арҫынсем хутланса анӗҫ; авӑртакансем авӑртма пӑрахӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сахалланса юлӗҫ; кантӑкран пӑхакансем курми пулӗҫ;
4
урама тухса кӗмелли алӑксем питӗрӗне-питӗрӗне ларӗҫ; арман чулӗн сасси илтӗнми пулӗ, этем автан авӑтса янӑ чухнех вӑранма пуҫлӗ, юрӑҫӑ хӗрсем шӑпланӗҫ;
5
вӗсемшӗн ӗнтӗ сӑртсем те хӑрушӑ пулӗҫ, ҫулсем сехӗрлентерӗҫ; миндаль йывӑҫӗ ҫеҫкене ларӗ, шӑрчӑк хускалаймӗ, каперс тӑкӑнса пӗтӗ. Мӗншӗн тесессӗн этем хӑйӗн ӗмӗрхи ҫуртне каять, ӗнтӗ урамра ӑна хӳхлекен хӗрарӑмсем сырса илме хатӗр;
6
халлӗхе кӗмӗл сӑнчӑр татӑлман-ха, ылтӑн пиҫиххи татӑлман, ҫӑлкуҫӗ патӗнче кӑкшӑм ҫӗмӗрӗлсе арканман, пусӑ шӑлтӑрми йӑтӑнса анман.
7
Ҫӗртен-тӑпраран пулни каллех тӑпра пулӗ, чун вара хӑйне панӑ Турӑ патне таврӑнӗ.
8
Харамран харам, тенӗ Екклесиаст, пӗтӗмпе — харамлӑх!
9
Ӑсчах пулнисӗр пуҫне Екклесиаст тата халӑха вӗрентнӗ. Вӑл пурне те сӑнанӑ, тӗпченӗ, нумай ытарлӑ сӑмах хайланӑ.
10
Екклесиаст ҫунатлӑ каларӑшсем тупма тӑрӑшнӑ, чӑнлӑх сӑмахӗсене вӑл тӗрӗс ҫырса хӑварнӑ.
11
Ӑсчах ҫынсен сӑмахӗсем — чӑпӑркка пек, ҫапса лартнӑ пӑта пек, вӗсене ҫыраканӗсем пурте пӗр кӗтӳҫӗ патӗнчен килнӗ.
12
Ҫакӑнтан ытлашшийӗнчен вара, ывӑлӑм, сыхлан: нумай кӗнеке ҫырас тесессӗн вӗҫӗ те пулмӗ, нумай вулани хӑвнах ӗшентерет.
13
Ӗнтӗ пӗтӗм сӑмахӑн тӗшшине итлесе пӗтерер: Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур;
14
пур тӗрлӗ ӗҫе те, пур тӗрлӗ вӑрттӑнлӑха та — лайӑх-и вӑл, начар-и — Турӑ Хӑйӗн сутне илсе ҫитерет.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12