bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 1
Hebrews 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 2 →
1
Аттемӗрсене мӗн авалтанах пророксем урлӑ темиҫе хут та, темиҫе тӗрлӗ те каланӑ Турӑ
2
ҫак юлашки кунсенче пире Ывӑлӗ урлӑ каланӑ. Вӑл мӗн пуррине пурне те Ывӑлӗн аллине панӑ, тӗнчене те Ун урлӑ пултарнӑ.
3
Ывӑлӗ Вӑл — Турӑ мухтавӗн ҫути, Вӑл пур тӗлӗшпе те Ашшӗпе пӗрех, Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе пурне те тытса тӑрса, пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене Хӑй урлӑ каҫарттарса, Вӑл тӳпери аслӑ Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
4
Вӑл ангелсенчен чаплӑрах, Вӑл илнӗ ят та ангелсен ятӗнчен мухтавлӑрах.
5
Ангелсенчен хӑшне те пулин, хӑҫан та пулин Турӑ ҫапла каланӑ-и: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тенӗ-и? Е тата: «Эпӗ Унӑн Ашшӗ пулӑп, Вӑл Манӑн Ывӑлӑм пулӗ» тенӗ-и?
6
Малтанах Ҫуралнине тӗнчене илсе килнӗ чухне те Вӑл: «Туррӑн ангелӗсем Ӑна пурте пуҫҫапчӑр» тенӗ.
7
Ангелсем ҫинчен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эсӗ сывлӑшсене Хӑвӑн ангелусем тӑватӑн, ялкӑшса ҫунакан вут-ҫулӑма Хӑвна ӗҫлесе тӑракансем тӑватӑн» тенӗ.
8
Ывӑлӗ ҫинчен вара ҫапла каланӑ: «эй Турӑ, Санӑн аслӑ пукану — ӗмӗр-ӗмӗре; тӗрӗслӗх туйи — Санӑн патшалӑхун туйи.
9
Эсӗ тӳрӗлӗхе юрататӑн, йӗркесӗрлӗхе кураймастӑн, эй Турӑ, ҫавӑнпа Сана Хӑвӑн Турру Хӑвӑнпа пая кӗнисенчен мала хурса савӑнӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ» тенӗ.
10
Тата каланӑ: «эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ;
11
вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ,
12
вӗсене Эсӗ тумтир чӗркенӗ пек чӗркӗн те, тум улӑштарнӑ пек улӑштарӑн та — вӗсем улӑшӑнӗҫ; Эсӗ вара — ҫав-ҫавах, Санӑн кунусем пӗтес ҫук» тенӗ.
13
Турӑ ангелсенчен хӑшне те пулин, хӑҫан та пулин ҫапла каланӑ-и: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ-и?
14
Ангелсем вӗсем пурте ҫӑлӑнас ҫынсемшӗн ӗҫлесе тӑма яракан сывлӑшсем мар-и вара?
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13