bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 2
Hebrews 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 3 →
1
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ҫулран пӑрӑнас мар тесессӗн, хамӑр мӗн илтнине пирӗн ҫирӗп астуса тӑрас пулать.
2
Ангелсем урлӑ пӗлтернӗ сӑмах хӑватлӑ пулнӑ пулсан, ӑна итлемесӗр-тумасӑр хӑварнӑшӑн ялан тивӗҫлипе тавӑрнӑ пулсан,
3
ҫав тери пысӑк ырӑлӑхшӑн — аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн — тӑрӑшмасан, эпир епле хӑтӑлса юлӑпӑр? Ун ҫинчен малтан Ҫӳлхуҫа Хӑй каласа пӗлтернӗ, кайран пире ҫакна Ӑна илтнисем ҫирӗплетсе панӑ;
4
тата Турӑ паллӑсем, кӗтретсем, тӗрлӗ хӑватсем кӑтартса, Хӑй ирӗкӗпе пире Таса Сывлӑш ырӑлӑхне парса ҫак ҫӑлӑнӑҫ чӑн иккенне ӗнентернӗ.
5
Эпир асӑнакан пулас тӗнчене Турӑ ангелсене пӑхӑнтарман-ҫке,
6
апла тума мар-ха, тахӑшӗ пӗр тӗлте ҫапла каласа пӗлтернӗ: «ҫын мӗнех вӑл? Эсӗ ӑна ҫавах асӑнтан ямастӑн. Мӗнех вара этем ывӑлӗ? Эсӗ ӑна ҫавах пӑхса тӑратӑн.
7
Эсӗ ӑна вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех турӑн, ӑна мухтавпа хисеп кӳрсе чысларӑн; Хӑвӑн аллу мӗн пултарнине пӗтӗмпех ӑна патӑн,
8
пурне те пӑхӑнтарса, ун ури айне турӑн» тенӗ. Пурне те этеме пӑхӑнтарнӑ пулсан, апла ӑна пӑхӑнтарманни нимӗн те ҫук. Халлӗхе пурне те этеме пӑхӑнтарнине курмастпӑр-ха.
9
Анчах та эпир пӗр авкана ангелсенчен кӗҫӗне юлнӑ Иисуса, Турӑ тивлечӗпе пирӗншӗн асапланса вилнӗскере, халӗ мухтава кӑларнине, чыслӑ-хисеплӗ тунине куратпӑр.
10
Ҫапла пулмалла пулнӑ та: пурне те пултарнӑ Турӑ, — ӗнтӗ пурте Унӑн, — Хӑйӗн ывӑлӗсене нумайӑшне мухтав патне ертсе пынӑ чухне ҫавсене Ҫӑлӑнӑҫ Паракана асап урлӑ асла кӑларнӑ.
11
Тасатаканӗ те, тасалаканӗсем те пурте — пӗр Аттерен; ҫавӑнпа Тасатаканӗ ҫынсене тӑванӑмсем теме вӑтанмасть,
12
Вӑл ҫапла каланӑ: «Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, ӗненекенсем хушшинче Сана мухтаса юрлӑп» тенӗ.
13
Тата: «Эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп» тенӗ, тата: «акӑ Эпӗ тата Мана Турӑ панӑ ачамсем» тенӗ.
14
Ӗнтӗ ачисем ӳтпе юнран пулнӑран Вӑл та вӗсем пекех ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ, ҫакна Вӑл вилӗм пуҫлӑхне, шуйттана, Хӑйӗн вилӗмӗпе ҫӗнтермешкӗн
15
тата вилӗмрен хӑранипе хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех чуралӑхра пурӑнакансене хӑтармашкӑн тунӑ.
16
Унӑн ангелсене мар, Авраам йӑхне ҫӑлмалла пулнӑ.
17
Халӑх ҫылӑхне каҫарттарма Турӑ умӗнче хӗрхенекен кӑмӑллӑ, шанчӑклӑ Аслӑ Священник пулмашкӑн Унӑн пур тӗлӗшпе те тӑванӗсем евӗрлӗ пулмалла пулнӑ.
18
Вӑл Хӑй асап курнӑ, тӳснӗ, ҫавӑнпа асапланакансене пулӑшма пултарать.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13