bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 6
Hebrews 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 7 →
1
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос ҫинчен чи малтан мӗн пӗлнипе ҫеҫ ҫырлахар мар, тӗплӗ пӗлсе ҫитме васкар; каллех никӗс хывар мар — вилӗм патне илсе ҫитерекен ӗҫсенчен хӑтӑласси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен,
2
шыва кӗресси ҫинчен, алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх сут ҫинчен ҫӗнӗрен пуҫласа калаҫар мар.
3
Турӑ ирӗк парсан эпир малалла кайӑпӑр.
4
Пӗрре тасалсан, ҫӳлти ырӑлӑхпа Таса Сывлӑш тивлетне илсен,
5
Туррӑн ырӑ сӑмахне тата пулас ӗмӗрӗн вӑйӗсене астивсен уйӑрӑлса кайнисене тепӗр хут ӳкӗнтерсе ҫӗнетме ҫук: вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӑшӗнче Турӑ Ывӑлне ҫӗнӗрен пӑталаҫҫӗ, Ӑна пурин умӗнче те мӑшкӑл тӑваҫҫӗ.
7
Хӑй ҫине тӑтӑшах ҫӑвакан ҫумӑрпа нӳрленекен ҫӗр, хӑйне сухалакансем валли усӑллӑ тырӑ-пулӑ ӳстерекен ҫӗр, Турӑран пиллӗх илсе тӑрать;
8
йӗплӗ курӑкпа хытхура ӳстерекен ҫӗр вара юрӑхсӑр — ӑна ылхан кӗтет, юлашкинчен ӑна ҫунтарсах ярӗҫ.
9
Эй юратнӑ тӑвансем, ҫапла калатпӑр пулин те, эпир ӗнтӗ эсир аванах тытӑнса тӑратӑр пулӗ, ҫӑлӑнас шухӑша тытса пурӑнатӑр пулӗ тесе шанса тӑратпӑр.
10
Турӑ тӳрӗ, Вӑл сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине манмӗ — эсир Унӑн ячӗшӗн сӑваплӑ ҫынсене юратса пулӑшрӑр, халӗ те пулӑшатӑр.
11
Эпир сире пурсӑра та вӗҫне ҫитичченех, хӑвӑр ӗмӗтӗр пурӑнӑҫланичченех, ҫапла тӑрӑшуллӑ пулма сунатпӑр;
12
ан ӳркенӗр, хӑйсене пама пулнине ӗненсе, вӑрах тӳссе тӑрса илекенсем пек пулӑр.
13
Турӑ Авраама сӑмах панӑ чухне, Хӑйӗнчен аслине асӑнса тупа тумашкӑн никам та ҫуккине кура, Хӑйне Хӑй асӑнса тупа туса каланӑ:
14
«Эпӗ сана пиллесех пиллӗп, санӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп» тенӗ.
15
Ҫапла Авраам вӑрах тӳссе тӑрса пама пулнине илнӗ.
16
Этемсем хӑйсенчен аслине асӑнса тупа тӑваҫҫӗ, ӗнентерсе тупа туни вӗсенӗн пур тӗрлӗ тавне те татса парать.
17
Ҫавӑнпа Турӑ та пама пулнине илес ҫынсене, Хӑйӗн ирӗкӗ улшӑнас ҫуккине ҫирӗпрех ӗнентерес тесе, тупа тунӑ.
18
Турӑ улталаса калас ҫук, апла пире пама пулни те, тупа туни те — иккӗшӗ те — улшӑнма пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа Вӑл пирӗн хӳтлӗх пулчӗ, эпир вара, питех те хавхаланса, хамӑр умӑрти ӗмӗте ҫирӗп ярса тытрӑмӑр.
19
Ӗмӗт вӑл чуншӑн — шанчӑклӑ, тӗреклӗ якорь пек; вӑл шала чаршав хыҫнех ҫитет,
20
унта ӗнтӗ пирӗншӗн Мелхиседек евӗрлӗ ӗмӗрлӗхе Аслӑ Священник пулса пирӗн умран Иисус кӗнӗ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13