bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 12
Hebrews 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 13 →
1
Ҫапла хамӑр тавра кӳнтеленсем пӗлӗт пек тӑруҫӑн, эпир хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар та, хамӑра такӑнтаракан ҫылӑхран хӑтӑлар та, хамӑр умӑрта яланах Иисуса — хамӑр тӗн Пуҫлӑхне, тӗне туса ҫитернӗ Иисуса — курса тӑрса, ӑмӑртса чупакан пек чӑтӑмлӑ пулса, малалла васкар. Иисус Хӑй валли хатӗрленӗ савӑнӑҫа курмашкӑн хӗрес асапне тӳснӗ, мӑшкӑл курнӑ, халӗ вара Туррӑн аслӑ пуканӗнчен сылтӑм енче ларать.
3
Халӑр пӗтесрен, чунӑр хастарлӑхӗ каясран эсир Хӑйне ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫав тӗрлӗ мӑшкӑл тунине Тӳснӗскерӗ ҫинчен шухӑшлӑр.
4
Ҫылӑха хирӗҫ тӑрса, эсир унпа юн кайичченех ҫапӑҫман-ха,
5
эсир хӑвӑра ывӑл вырӑнне хурса лӑплантарнине мантӑр; ҫапла каланӑ-ҫке: «эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил:
6
Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Хӑй хапӑллакан ывӑлне ҫаптарать» тенӗ.
7
Турӑ сире Хӑйӗн ывӑлӗсем вырӑнне хурса хаса парать. Ара, ашшӗ хӗнемен ача, пӗр ача та пулин, пур-и?
8
Ывӑлсене пурне те хаса параҫҫӗ, эхер те сире ун пек туман пулсассӑн, апла эсир тӑван ывӑлсем мар, ют ачасем пулатӑр.
9
Хамӑра ҫуратнӑ атте-анне пире ҫапла хаса парса вӗрентнӗшӗн эпир вӗсене хисеплетпӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулас тесе, чунӑмӑрсен Ашшӗне пирӗн тата ытларах пӑхӑнмалла мар-и?
10
Атте-анне пире ҫапла хӑйсен ирӗкӗпе хаса парса ҫӗр ҫинчи кӗске пурӑнӑҫ валли хатӗрлетчӗ; Турӑ вара пире усӑ парасшӑн, Вӑл пире Хӑйӗн тасалӑхне пая кӗмелле пулччӑр тесе хаса парать.
11
Кирек мӗнле хаса та халӗ савӑнтармасть, хурлантарать ҫеҫ, анчах та хаса курса вӗренсе ҫитнисем кайран сӑваплӑ пурӑнӑҫӑн канлӗ уссине кураҫҫӗ.
12
Ҫавӑнпа ӗнтӗ лапсӑрах кайнӑ аллӑрсене ҫӗклӗр, вӑйсӑрланнӑ чӗркуҫҫийӗрсене тӗреклӗлетӗр,
13
тӳрӗ ҫулпа ҫӳрӗр — уксахлакан ура пӑрӑнса ан кайтӑр, тӳрлентӗр.
14
Пуринпе те килӗштерсе пурӑнма, таса пурӑнма тӑрӑшӑр, унсӑрӑн никам та Ҫӳлхуҫана кураймӗ.
15
Астӑвӑр — кам та пулин Турӑ тивлечӗсӗр тӑрса ан юлтӑр; пӗр-пӗр йӳҫӗ тымар хунав кӑларса сиен ан кӳтӗр, нумайӑшне ан ирсӗрлеттӗр;
16
сирӗн хушшӑрта аскӑн ҫын е Исав пек усал ҫын ан пултӑр, ҫавӑ пӗрре ҫиесшӗн хӑйӗн аслӑлӑхне сутнӑ.
17
Эсир пӗлетӗр: вӑл ӗнтӗ кайран пиллӗх илесшӗн пулнӑ, анчах ӑна пиллемен; куҫҫулӗпе йӗрсе йӑлӑнсан та вӑл ашшӗн кӑмӑлне ҫавӑрайман.
18
Эсир вут-ҫулӑмпа ялкӑшса тӑракан ту патне килмен, хура пӗлӗт патне, сӗмлӗх патне, ҫил-тӑвӑл патне килмен,
19
трупа сасси ҫывӑхне, калаҫакан сасӑ патне пырса тӑман; ҫав сӑмахсене илтекенсем йӑлӑнса каланӑ: «ку сӑмах пире ан илтӗнтӗрччӗ» тенӗ,
20
мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн хӑйсене: «тӑва сӗртӗнсен, тискер кайӑка та чулпа персе вӗлермелле е ухӑпа персе вӗлермелле» тенине тӑнламашкӑн хал та ҫитмен;
21
ун чухне курӑнни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, Моисей хӑй те: «эпӗ хӑраса, чӗтресе тӑратӑп» тенӗ.
22
Эсир халӗ Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Туррӑн хули патне, тӳпери Иерусалим патне пырса тӑтӑр, савӑнса тӑракан имсӗр-сумсӑр ангелсем патне,
23
тӳпере ҫырӑннӑ малтан ҫуралнисенӗн ушкӑнӗ патне, пурне те сут тӑвас Турӑ патне, пӗтӗмпех ырӑ пулса ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем патне,
24
пире ҫӗнӗ халал урлӑ Турӑпа пӗрлештернӗ Иисус патне, Авель юнӗнчен кӑмӑллӑрах каласа тӑракан юхтарнӑ Юн патне пырса тӑтӑр.
25
Астӑвӑр, хӑвӑра калаканран ан пӑрӑнӑр. Лешӗсем ҫӗр ҫинче Калакана итлеменшӗн те асапран хӑтӑлайман пулсан, тӳперен Калаканран пӑрӑнсассӑн вара эпир нимӗнле те хӑтӑлаймӑпӑр.
26
Ун чухне Унӑн сасси ҫӗре чӗтрентернӗ, халӗ Вӑл ҫапла каласа хунӑ: «тепӗр хутӗнче ҫӗре кӑна мар, тӳпене те чӗтрентерӗп» тенӗ.
27
«Тепӗр хутӗнче» тенӗ сӑмах кисренменни ҫеҫ юлтӑр тесе, кисренекеннине, пултарнӑскере, улӑшӑнтарнине пӗлтерет.
28
Ҫапла ӗнтӗ эпир кисренми патшалӑха илнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе Турра тав тӑвар, Турра мӗнле юрӑхлӑ, ҫавӑн пек — Унран хӑраса, Ӑна хисеплесе — ӗҫлесе тӑрар:
29
пирӗн Туррӑмӑр — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13