bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 7
Hebrews 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 8 →
1
Мелхиседек вӑл Салим патши, Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ. Авраам патшасене ҫӗнтерсе таврӑннӑ чухне ӑна хирӗҫ тухса пиллекенӗ шӑпах Мелхиседек пулнӑ;
2
Авраам вара вӑрҫӑра тупнӑ тупӑшӑн вуннӑмӗш пайне Мелхиседеке уйӑрса панӑ. «Мелхиседек» тени чи малтан «тӳрӗлӗх патши» тенине пӗлтерет, вӑл тата — Салим патши те, ку вара «канӑҫлӑх патши» тени пулать.
3
Унӑн ашшӗ-амӑшӗ те, йӑхӗ-кӑкӗ те паллӑ мар, кунӗ-ҫулӗ хӑҫан пуҫланнине те, хӑҫан вӗҫленнине те пӗлместпӗр. Турӑ Ывӑлӗ евӗрлӗ пулса, Вӑл ӗмӗр-ӗмӗре священник пулса юлать.
4
Куратӑр ӗнтӗ, вӑл мӗн тӗрлӗ аслӑ пулнӑ — ӑна Авраам аттемӗр те хӑйӗн чи паха тупӑшӗн вуннӑмӗш пайне панӑ.
5
Левий тӑхӑмӗсем, священник ӗҫне туса тӑракансем, халӑхран — хӑйсен тӑванӗсенчен, лешӗсем Авраам йӑхӗнчи ҫынсем пулсан та — саккун тӑрӑх вуннӑмӗш пай илсе тӑнӑ.
6
Мелхиседек вара вӗсен йӑхӗнчен тухнӑ ҫын пулмасан та, Авраамран вуннӑмӗш пай илнӗ, ӑна, Турӑ пама пулнине илесскере, пилленӗ.
7
Кӗҫӗнни аслинчен пиллӗх илет — кун пирки никам та тавлашас ҫук.
8
Кунта вуннӑмӗш пая вилӗмлӗ ҫынсем илеҫҫӗ; лере вара ӑна хӑй ҫинчен «вӑл пурӑнать» текенскерӗ илнӗ.
9
Апла вуннӑмӗш пай илсе тӑракан Левий Авраам урлӑ Мелхиседеке хӑй вуннӑмӗш пай панӑ теме пулать:
10
Авраам йӑхӗнчен ҫураласскер, мӑн ашшӗ Мелхиседекпе тӗл пулнӑ чухне вӑл та ҫавӑнта пулнӑ пек пулса тухать.
11
Левий ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксем халӑха пур тӗлӗшпе те ырра кӑларма пултарайнӑ пулсан (саккунне те халӑха ҫакна шута илсе панӑ), мӗншӗн тата Аарон пек священник мар, Мелхиседек евӗрлӗ урӑх священник кирлӗ пулнӑ?
12
Священниксен йӗрки улшӑнсан, саккуна та улӑштармалла пулса тухать.
13
Мелхиседек евӗрлӗ священник вара урӑх йӑхран тухнӑ; ҫав йӑх ҫыннисем пӗри те парне вырӑнӗ патне пыман.
14
Пирӗн Ҫӳлхуҫамӑр Иуда йӑхӗнчен ҫуралса тухнӑ, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, священник пулас тӗлӗшпе ҫав йӑх ҫинчен Моисей нимӗн те каламан.
15
Халӗ ӗнтӗ ку уҫҫӑнах курӑнать: Мелхиседек евӗрлӗ урӑх священник килнӗ.
16
Вӑл ӳтлӗ этемсен йӗркипе мар, ӗмӗрхи пурӑнӑҫ хӑвачӗпе священник пулса тӑнӑ.
17
Ун ҫинчен Ҫырура каланӑ: «Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» тенӗ.
18
Унччен кӑларнӑ йӗркене халсӑр пулнипе, усӑсӑр пулнипе пӑрахӑҫлаҫҫӗ:
19
апла саккун пӗр ҫынна та ырра кӑларса ҫитереймен, вара ҫӗнӗ шанчӑк панӑ, ӑна пула эпир чӑнахах та Турӑ патне ҫывӑхарма пултаратпӑр.
20
Ҫакӑ тупа тунисӗр пулман (унчченхисем тупасӑрах священник пулнӑ,
21
Куншӑн вара тупа тунӑ, Ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа тупа тунӑ, Вӑл ӑна улӑштармӗ: Эсӗ — ӗмӗрлӗх священник, Мелхиседек евӗрлӗ священник» тенӗ).
22
Ҫапла ӗнтӗ Иисус унчченхинчен лайӑхрах халала вырӑна кӳме пулнӑ.
23
Унтан тата леш священниксем нумаййӑн пулнӑ, пӗччен ҫеҫ священник пулса тӑма вилӗм чарнӑ;
24
Ку ӗмӗрех пурӑнать, ҫавӑнпа Унӑн священникра тӑрасси те пӗтмест.
25
Ҫавӑнпа Вӑл Хӑй урлӑ Турӑ патне пыракансене кирек хӑҫан та ҫӑлма пултарать, Вӑл, яланах чӗрӗскер, кирек хӑҫан та вӗсен хутне кӗме пултарать.
26
Пирӗн Аслӑ Священник ҫавӑн пек пулмалла та: сӑваплӑскер, усал ӗҫ туманскер, айӑпа кӗменскер, ҫылӑхлисенчен уйрӑм тӑраканскер, тӳперен те ҫӳле ҫӗкленнӗскер пулмалла.
27
Леш аслӑ священниксем кулленех малтан хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн, кайран халӑх ҫылӑхӗсемшӗн парне кӳрсе тӑнӑ пулсассӑн, Унӑн ун пек тума кирлӗ мар — Вӑл ҫав ӗҫе Хӑйне Хӑй пӗрре парнене кӳрсех туса ҫитернӗ.
28
Саккун халсӑр этемех аслӑ священника лартать; тупа туса каланӑ сӑмах вара, саккун хыҫҫӑн пулнӑскер, ӗмӗрех хӑватлӑ тӑракан Ывӑла Аслӑ Священник тунӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13