bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 9
Hebrews 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 10 →
1
Малтанхи халалӑн та Турра кӗлтумалли йӗрки пулнӑ, ҫӗр ҫинчи кӗлӗ ҫурчӗ пулнӑ.
2
Кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ, унӑн малтанхи пӳлӗмне «сӑваплӑ пӳлӗм» тенӗ, унта ҫутаткӑҫ, сӗтел тата Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсем пулнӑ.
3
Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче «Сӑваплӑран Сӑваплӑ» теекен тепӗр пӳлӗм пулнӑ;
4
унта ылтӑн тӗтӗркӗч тата ӑшне те, тулашне те ылтӑн сӑрнӑ саккун арчи пулнӑ, арча ӑшӗнче манна тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ сарнӑ туйи тата саккунӑн чул хӑмисем пулнӑ.
5
Ҫавӑнта Турӑ мухтавлӑхӗ тӑнине пӗлтерсе саккун арчин хупӑлчине херувимсем ҫуначӗсемпе хупӑрласа тӑнӑ; халӗ ун ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе калама кирлӗ те мар.
6
Ҫапла тунӑ кӗлӗ чатӑрӗн малтанхи пӳлӗмне священниксем яланах Турра кӗлтума кӗреҫҫӗ;
7
тепӗр пӳлӗмне аслӑ священник анчах ҫулталӑкра пӗрре кӗрсе тухать; вӑл унта юнсӑр кӗмест; юна хӑйшӗн тата халӑхӑн пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑхӗшӗн парнене кӳрет.
8
Ҫакӑн урлӑ Таса Сывлӑш унчченхи кӗлӗ чатӑрӗ пур чухне тӳпери Сӑваплӑ Вырӑна кӗме ҫул пӳлӗнсе тӑнине пӗлтерет.
9
Кӗлӗ чатӑрӗ вӑл — хальхи вӑхӑт сӑнарӗ; унта парнесем, пуснӑ парнесем кӳреҫҫӗ, анчах вӗсем парне кӳрекенӗн чун-чӗрине пӗтӗмпех тасатса ҫитереймеҫҫӗ,
10
мӗншӗн тесессӗн ҫав йӗркесем ӳтпе ҫыхӑннӑ: ӗҫсе ҫиесси, тӗрлӗрен ҫӑвӑнасси, ытти йӑласем те ӳтшӗн кирлӗ пулнӑ; вӗсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ — пурне те тӳрлетсе ҫитериччен ҫеҫ — кирлӗ пулнӑ.
11
Акӑ Христос — пулас ырӑлӑхсене паракан Аслӑ Священникӑмӑр — килчӗ. Вӑл ҫӗр ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗнчен тем пекех аслӑ та чаплӑ, этем алли туман, ку тӗнчере пултарман Сӑваплӑран Сӑваплӑ Вырӑна кӗнӗ,
12
Вӑл унта качака юнӗ е пӑру юнӗ мар, Хӑй Юнне илсе кӗнӗ, Вӑл унта пӗр хут, анчах ӗмӗрлӗхе кӗнӗ те ҫынсене ӗмӗрлӗхе хӑтарнӑ.
13
Пушмак пӑру кӗлӗпе хутӑштарнӑ пӑру юнӗпе, качака юнӗпе сирпӗтни ирсӗрленнисенӗн ӳтне тасатать пулсассӑн,
14
Христос Юнӗ мӗнле хӑватлӑ пулмалла! Вӑл, пӗр айӑпсӑрскер, Таса Сывлӑш пулӑшнипе Хӑйне таса Турра парне кӳнӗ. Ҫавӑнпа Унӑн Юнӗ пирӗн чун-чӗрене вилӗм патне илсе каякан ӗҫсенчен тасатӗ, эпир вара чӗрӗ Турра, чӑн Турра ӗҫлесе тӑракансем пулӑпӑр.
15
Чӗнсе илнисем хӑйсене Турӑ пама пулнӑ ӗмӗрлӗх ырӑлӑха илччӗр тесе, пӗрремӗш халал вӑхӑтӗнче тунӑ ӗҫсене Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ каҫарса, Христос ҫӗнӗ халала вырӑна кӳрет.
16
Мӗн пехиллесе хӑварни пехиллекенӗ вилсессӗн ҫеҫ вӑй илет,
17
вӑл пехиллекенӗ вилсен анчах ӗҫе кӗрет; пехиллекенӗ чӗрӗ чухне унӑн хӑвачӗ ҫук.
18
Ҫавӑнпа малтанхи халала та юнсӑр ҫирӗплетмен.
19
Моисей, саккун мӗн хушнине пурне те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа парсассӑн, пӑру юнӗпе качака юнӗ илсе шыв хушнӑ та, ӑна хӗрлӗ ҫӑмпа тата исоппа саккун кӗнеки ҫине те, пӗтӗм халӑх ҫине те сирпӗтсе каланӑ:
20
«ҫакӑ — хӑвӑра Турӑ панӑ халалӑн юнӗ» тенӗ.
21
Ҫавӑн пекех вӑл кӗлӗ чатӑрне те, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан пур савӑта та юнпа сирпӗтнӗ.
22
Саккун тӑрӑх пурте тенӗ пекех юнпа тасалать, юн тӑкмасӑр каҫару пулмасть.
23
Ҫапла ӗнтӗ ҫӳлтине сӑнарлакан япаласем ҫав парнесемпе тасалмалла пулнӑ, ҫӳлти вара вӗсенчен лайӑх парнепе тасалмалла пулнӑ.
24
Христос алӑпа тунӑ кӗлӗ чатӑрне кӗмен, — вӑл чӑн Сӑваплӑ Вырӑнӑн сӑнарӗ ҫеҫ, — Христос пирӗншӗн Атте Турӑ умне пырса тӑма тӳпенех ҫӗкленнӗ, тӳпе ӑшнех кӗнӗ.
25
Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме выльӑх юнӗпе ҫуллен кӗрет пулсассӑн, Христос тӳпе ӑшне Хӑйне темиҫе хут парнене кӳме кӗмен;
26
апла Унӑн тӗнчене пултарнӑранпа нумай хут та асапланмалла пулнӑ пулӗччӗ, Вӑл Хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре ҫеҫ, ӗмӗрсем вӗҫӗнче, килнӗ.
27
Этеме пӗрре анчах вилмелле тунӑ, унтан вара — сут;
28
ҫавӑн пекех Христос та, нумайӑшӗн ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илмешкӗн, Хӑйне Хӑй парнене пӗрре кӳнӗ; иккӗмӗш хутӗнче Вӑл ҫылӑхран тасатма мар, Хӑйне кӗтсе тӑракансене ҫӑлмашкӑн килӗ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13