bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Hebrews 4
Hebrews 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 5 →
1
Ҫавӑнпа пирӗн акӑ мӗнрен сыхланмалла: Турӑ сӑмах панипе Унӑн канӑҫлӑхне кӗме май пур вӑхӑтрах сирӗнтен хӑшӗ те пулин унта кӗме ӗлкӗреймесӗр ан юлтӑр.
2
Лешӗсене пӗлтернӗ пек, пире те Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, анчах ҫав сӑмах вӗсене усӑ кӳмен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӑна ӗненмесӗр итленӗ.
3
Канӑҫлӑха эпир, ӗненекенсем, кӗретпӗр, Вӑл Хӑйӗн ӗҫӗсене тӗнче пуҫламӑшӗнчех туса пӗтернӗ пулсан та ҫапла каланӑ: «ҫавӑнпа Эпӗ ҫиллӗмпе тупа турӑм: вӗсем Манӑн канӑҫлӑха кӗреймӗҫ, терӗм» тенӗ.
4
Ҫиччӗмӗш кун ҫинчен Ҫырура пӗр тӗлте ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн пӗтӗм ӗҫне туса пӗтерсе, Турӑ ҫиччӗмӗш куна канлӗхлӗ тунӑ» тенӗ.
5
Тепӗр тӗлте тата: «вӗсем Манӑн канӑҫлӑхӑма кӗреймӗҫ» тенӗ —
6
ҫакна ӗнтӗ унччен Ырӑ Хыпара илтнӗ, анчах та ӗненменнине пула канӑҫлӑх тупайманнисем ҫинчен каланӑ. Хӑшӗсен унта ӳлӗмрен кӗмелле пулӗ.
7
Турӑ вӗсем валли тата урӑх кун — «паянхине» — кӑтартса хунӑ; чылай вӑхӑтран Вӑл Давид урлӑ ҫӳлерех асӑннӑ сӑмахсене каланӑ: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ан хаярлатӑр» тенӗ.
8
Иисус Навин вӗсене канӑҫлӑх панӑ пулсассӑн, Турӑ кайран урӑх кун ҫинчен каламан та пулӗччӗ.
9
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ халӑхӗн шӑматкун канӑҫлӑхне тупасси малта-ха.
10
Турӑ Хӑй ӗҫӗсенчен каннӑ пек, Унӑн канӑҫлӑхне кӗнӗ ҫын та хӑй ӗҫӗсенчен канать.
11
Ҫапла ӗнтӗ ҫав канӑҫлӑха кӗме тӑрӑшар, пӑхӑнман ҫынсенчен тӗслӗх илсе, вӗсем пек пулса каяр мар.
12
Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать, вӑл — икӗ ҫивчӗшлӗ кирек мӗнле хӗҫрен те вичкӗнрех: вӑл чунпа сывлӑш витӗр, тӑл-пӳ пайӗсемпе миме витӗр тухать, чӗрери шухӑш-ӗмӗте те тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.
13
Мӗн пултарни пӗри те Турра курӑнмасӑр тӑраймасть, Унӑн куҫӗ умӗнче пурте янках уҫӑ, пурте алӑ тупанӗ ҫинчи пек. Унӑн умӗнче явап тытӑпӑр.
14
Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн ҫӳлӗрен ҫӳлӗ тӳпене ҫӗкленнӗ Чи Аслӑ Священникӑмӑр пур; Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ Иисус. Апла хамӑр тӗне ҫирӗп тытса тӑрар.
15
Пирӗн Чи Аслӑ Священникӑмӑр эпир халсӑррине пӗлмесӗр хӗрхенме пултарайманскер мар, Вӑл пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ, ҫылӑха ҫеҫ кӗмен.
16
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Унӑн тивлетлӗ аслӑ вырӑнӗ патне хӑюллӑ пырар, кирлӗ вӑхӑтра Вӑл пире хӗрхенсе тивлетне парса пулӑшӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13